Архив - 21 Янв, 2015 - Хыпар
ТАСАТМАН ХĔВЕЛÇАВРĂНĂШ ÇĂВĔ
Хĕвелçаврăнăш çăвĕ пуç ырат¬нипе, фронтитпа, тромбофлебитпа, хырăмăлăхăн, пыршăлăхăн, чĕрен, ÿпкен, пĕверĕн вăрах чирĕсемпе, хĕрарăм чирĕсемпе, шăл ыратнипе, ытти чирпе аптрасан сипленме пулăшать. Çавăн пекех вăл усал шыçăран витĕмлĕ хÿтĕленине те палăртаççĕ
Чи анлă сарăлнă меслет - ирхине выç хырăмла тата каçхине çывăрас умĕн 1 апат кашăкĕ тасатман хĕвелçаврăнăш çăвне 10-12 минут ĕмни. Çу çăварта шĕвелсе кайсанах ăна сурса пăрахмалла, çăвара шывпа чÿхемелле.
Шута илме: çăва çăтма юрамасть, ĕмнĕ май вăл организмри шлаксене туртса илет.
СИВĔРЕ АЛĂ ШĂНАТЬ...
Ал-ура ялан шăннин сăлтавĕ чылай. Сахал хускануллă пурнăç йĕрки тытни те, çанталăк условийĕсене шута илсе тумланманни те. Чылай чухне атеросклероза пула та алă шăнать. Организма çак лару-тăрура пулăшма халăх медицинин мелĕсемпе анлă усă кураççĕ.
Атеросклероз чухне пылпа çурмалла хутăштарнă сухан сĕткенĕ усăллă. Ăна кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - виçĕ эрне. Кирлĕ пулсан икĕ уйăх ĕçме юрать.
БРОНХИТРАН - ХĔРЕН ЭМЕЛĔ
Сиплевре, тĕпрен илсен, хĕрен тымарĕпе усă кураççĕ. Вăл нÿхрепре хăйăрпа хурсан лайăх упранать. Тымарне типĕтсе çăнăх пуличчен те вĕтетме пулать. Ăна кĕленче банкăна тултарса хупăлчапа тачă витмелле.
Хĕрен препарачĕсемпе шăк çулĕсем, лăймака сийсем шыçсан, подагра, ревматизм аптратсан сипленнĕ чухне усă кураççĕ.
Шăк хăмпи шыçсан /цистит/. 1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ чĕрĕ е типĕ тымара тин вĕренĕ 1 стакан сĕте ямалла, 15 минутран сăрăхтармалла. Пĕчĕк сыпкăмсемпе пĕр кунра ĕçсе ямалла. Курс - 10 кун.
ГРИПА ХИРĔÇ КĔРЕШМЕ
Грипп вирусĕ çÿлти сывлав çулĕсене лексе çирĕпленет, йÿçеке килĕштерет. Çак йÿçеке мелисса çулçи ярса пиçĕхтернĕ шывпа сиенсĕрлетме пулать.
Сиплĕ шĕвек хатĕрлеме 1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1,5 стакан шыва ямалла, хупăлчапа витсе шыв мунчине лартмалла, 15 минут пиçĕхтермелле. Илсен 45 минутран сăрăхтармалла. 1 стакан шĕвекпе пыра кун тăршшĕпе чÿхеме усă курмалла. Юлнине ĕçмелле.