Çуртра пурăнакан пултăр
Эх, маттур ăмăртаççĕ эстафетăра сунарçăсем! Ав пĕри мулкач хыççăн чупать тейĕн, урине йĕлтĕр сырнăскер малтан мала вирхĕнет. Ыттисене самай хыçа хăварнă. Пăшалтан пеме вăхăт çитрĕ те каллех вичкĕнлĕхĕпе палăрчĕ.
Сунар биатлонĕ текен ăмăрту Чăваш Енре çулсерен иртет. Етĕрне районĕнчи Мăн Шемерте пу-рăнакан Валериан Григорьевич Михайлов унта яланах хутшăнма тăрăшать. Ытларах чухне çĕнте¬рсе таврăнать. Çамрăксем те парăнтараймаççĕ ăна: шкулта вĕреннĕ чухнех чупма юратнă. Халĕ те хĕллехи тапхăрта йĕлтĕр сырса кунсерен вăрмана васкать. Шур юр тăрăх мулкач хăвалама кăмăллать. Çулталăкне 10-14 мулкач тытсан кăмăлĕ тулать. Ытлашши иртĕхмелле мар, çутçанталăк пуласлăхĕ çинчен те шухăшламалла.
Çакă та кăсăклă: мулкач тирне сÿсен хÿрине пăрахмасть, асăнмалăх пуçтарса пырать. Пуçтарнисен шучĕ утмăлтан та иртнĕ.
"Мана сунара çÿреме никам пăрахтараймĕ", - тет Валериан Григорьевич. Килтисем апла тума шухăшламаççĕ те. Ялти фермер пур ĕçе те ĕлкĕрнине пĕлеççĕ. Çем¬йипе хуçалăхне те тытса пырать, кунсерен ир-ирех вăрмана та чупать. Ĕнисене суса пĕтерсен, мĕнпур выльăха апатласан паллах.
Михайловсен çемйи ирхине 4 сехетрех ура çинче. Çичĕ сехетчен вунă ĕне суса сĕте ăна пуçтарма килекенсене леçмелле. Фермер ĕнене ятарлă аппаратпа сăвать, мăшăрĕ Эльвира Егоровна тата кил хуçин 74 çулти амăшĕ Лидия Никоноровна вара алă вĕççĕнех туртаççĕ. "Çĕнĕ аппаратпа сума меллĕ мар. Хăнăхнăран-ши, унчченхисемпе çăмăлрахчĕ", - палăртать ĕмĕр тăршшĕпе вырăнти "Ленинская искра" хуçалăхра тăрăшнă кинеми.
Хальлĕхе ĕнесене алăпа сума тивсессĕн те ывăлĕ фермер ĕçне кÿлĕннĕшĕн тарăхмасть вăл. Пултарнă таран пулăшма тăрăшать. Ара çемьере нихăçан та выльăх усрамасăр пурăнман. Юлашки вунă çулта акă Михайловсен кил картишĕнче сысна та вунă пуçран кая пулман. Килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăх çăмăллатнă кредит пама тытăнсан Михайловсем банкран укçа илсех Муркаш районне çул тытнă, ăратлă сыснасем туянса килнĕ. Каярах пĕр ăрат çумне тепĕр тĕрли хушăннă.
2012 çулта килти выльăх йышне ÿстерес тĕллевпе çемье фермер хуçалăхне чăмăртанма шухăшланă. Тин çеç ĕçе пуçăнакан фермерсене хавхалантарма патшалăх майсем туса пани те, тен, çапла тума хистенĕ. Михайловсем грант илме кирлĕ документсем пуçтарнă та конкурса тăратнă. Тепĕр çулхине ăна илме тивĕçнĕ. Малтан техникăран кил хуçалăхĕнче мотоблок кăна пулнă, грант укçипе вара трактор, çулмалли агрегат тата ыттине туяннă.
"Астăватăп-ха, колхозра ĕçленĕ чухне çуркуннесерен тата кĕркуннесерен яланхинчен кăшт ытларах укçа паратчĕç. Унпа Шупашкар пасарне васкаттăмăр. Яла таврăннă чухне енчĕк пушанатчĕ те. Халĕ укçа-тенкĕ нумаях мар, анчах алăра тыткаламалăх пур", - палăртать фермер. "Сысна какайĕн хакĕ йÿнелмерĕ. Вырнаçтарма лайăх пулчĕ", - хушса хучĕ мăшăрĕ. Сутмаллине сутнă, çăвăрлаттарма 16 ама хăварнă Михайловсем. Кашни амаран вăтамран хальччен 9-10 çура илнĕ. Юлашки çул сысна çурисен сутлăх хакĕ те пит йÿнелсе кайман.
Сĕт хакĕ чакни пăшăрхантарать фермер çемйине. "Пĕлтĕр çак тапхăрта унăн пĕр литрне 21-22 тенкĕпе пуçтарнă, кăçал - 18-19 тенкĕпе кăна. Шупашкар районĕнче 22 тенкĕпе пуçтарнине калаççĕ", - тет Валериан Григорьевич.
Йышлă выльăха пайтах тăрантармалла. Апат çитсе пытăр тесен çĕр çителĕклĕ кирлĕ. Вăл халь¬лĕхе сахалтарах. Пай çĕрне хар¬пăрлăха илме тесе укçине тахçанах тÿлесе хунă, анчах тахăшĕн айă¬пĕпе икĕ çул ытла ĕçе вĕçне çитереймеççĕ. Çак çул тепĕр 100 гектар çĕре арендăна илесшĕн.
Хушма техника туянасси çинчен те шухăшлать фермер. Утта тĕркене хывмалли агрегат, комбайн пит кирли çинчен калать. Утă турттарма тракторсăр пуçне автомашина туяннă. Кирлĕ чухне юлташĕ тракторĕпе пулăшать.
Темĕн каласан та килти витере нумай выльăх усрама йывăртарах. Валериан Григорьевичăн хуçалăхăн кивĕ лаша витине илсе ферма тăвас шухăш та пур. Кăна валли сахалтан та 500-700 пин тенкĕ кирлĕ.
"Хуçалăха тытса пыма çăмăл мар, анчах пĕр вырăнта лармастпăр, малаллах талпăнатпăр. Ĕне шутне тепĕр çул ÿстересшĕн-ха", - палăртрĕ вăл шухăшне.
Ÿстерни аван, анчах кашни пуç¬шăн тата ытларах тар тăкма тивет мар-и? Фермер ĕнисем ял касăвĕнче çÿреççĕ: 18-ăшĕ - ял çыннисен, 10-шĕ - Михайловсен. Харăсах вунă кун касура ирттермелле. Кĕтÿçсем сахал-махал укçапа выльăх пăхасшăн мар, пĕр куншăн пин тенкĕ ыйтаççĕ. Унсăр пуçне ĕçтермелле-çитермелле.
Кирек епле япалан е ĕçĕн пичĕ тата тÿнтер енĕ, тулашĕ тата ăшчикĕ пур теççĕ. Çемьене фермер хуçалăхĕнче йывăр та килет, анчах Эльвира Егоровна повар ĕçне çухатсан ялта ăçта кайĕччĕ-ши? Кун пек ав килте пулсан та официаллă майпах тăрăшать, стаж пуçтарăнать тата ытти те.
Виçĕ ачи пулăшать. Асли, юридици енĕпе аслă пĕлÿ илнĕскер, çемье çавăрнăскер, пĕр вăхăт хулара пурăннă хыççăн ялах таврăннă. Тепĕр ывăлĕ çамрăк-ха, шкулта кăна вĕренет. Ахăртнех, вăл та пурнăçне ялпа çыхăнтарĕ. Икĕ хутлă капмар та хăтлă çуртра пурăнаççĕ Михайловсем. Ăна пĕр çулталăкра хăпарт¬са пурăнма куçнă. "Ку манăн кил", - тесе ытахальтен каламасть пулĕ кĕçĕн ывăлĕ.
"Хулана каймастăп. Ялтах юлатăп", - тенине усрав хĕрĕнчен те тăтăшах илтме тивет-мĕн. Сакăр çул каялла пырса кĕнĕ вăл Михайловсен çемйине. Унччен малтан Валериан Григорьевичпа Эльвира Егоровнăн хĕр пулнă. Анчах çамрăклах шыва путса вилнĕ. Пурăннă пулсан кăçал 20 çул тултаратчĕ. Чылай шухăшланă хыççăн ача çуртĕнчен çулталăкран иртнĕ пепкене усрава илме тĕв тунă. Ывăлĕпе хĕрĕ кĕçĕн классенче вĕренеççĕ пулин те ашшĕпе-амăшне выльăх пăхма хаваспах пулăшаççĕ.
"Çуртăр тулаш енчен те, шалтан та пит илемлĕ, пысăк. Хуларинчен пач та кая мар", - тетĕп кил хуçине сывпуллашнă май. "Чи кирли - унта пурăнакансем пулччăр", - терĕ вăл. Питех те тĕрĕс сăмахсем каларĕ.
Комментировать