ГРИПА ХИРĔÇ КĔРЕШМЕ

21 Янв, 2015

Грипп вирусĕ çÿлти сывлав çулĕсене лексе çирĕпленет, йÿçеке килĕштерет. Çак йÿçеке мелисса çулçи ярса пиçĕхтернĕ шывпа сиенсĕрлетме пулать.
Сиплĕ шĕвек хатĕрлеме 1 апат кашăкĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1,5 стакан шыва ямалла, хупăлчапа витсе шыв мунчине лартмалла, 15 минут пиçĕхтермелле. Илсен 45 минутран сăрăхтармалла. 1 стакан шĕвекпе пыра кун тăршшĕпе чÿхеме усă курмалла. Юлнине ĕçмелле.
Грипăн малтанхи паллисене асăрхасанах 1 чей кашăкĕ мелисса настойки /рецепчĕ аяларах/ е 3-5 тумлам мелисса аптека эфир çăвĕ çур чей кашăкĕ пылпа ĕçмелле. Унтан - настойкăна кашни сехетре 10-шар тумлам е 1-2 тумлам эфир çăвне чĕрĕк чей кашăкĕ пылпа.
Çак схемăпа малтанхи пĕр-виçĕ кун сывлăх лайăхланма пуçличчен сипленмелле. Кайран кунне 3 хут 20 тумлам мелисса настойки е 2-3 тумлам мелисса эфир çăвне кăшт пылпа пĕрле ĕçме тытăнмалла.
Настойка. 50 грамм вĕтетнĕ типĕ мелисса çулçине çур литр шурă эрехе ямалла, ăшă вырăнта 2 эрне лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле, сăрăхтармалла.
Грипа хирĕç чей. 1 чей кашăкĕ мелисса çулçине, 1 чей кашăкĕ базилик çулçине, 1 чĕптĕм импĕр порошокне хутăштармалла. Тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çине 3-5 минута лартмалла. Унтан савăта ăшă чĕркесе 30 минут лартнă хыççăн сăрăхтармалла. Кун тăршшĕпе чей вырăнне ĕçмелле. Ку грипа çăмăллатма пулăшать.
Хуппине тасатмасăр теркăпа хырнă 5-6 панулмине, хуппипех тăватă пай туса каснă сухана, пĕр çыхă чечекĕпех татнă утмăлтурата, 5-6 ментол канфета 1 литр шыва ямалла. 10-15 минут пĕçермелле, 1 сехет лартмалла. Ÿслĕк аптратсан кунне 3-4 хут чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Çăка чечекĕн чейĕпе сыпса ĕçсен лайăх. Курс - сываличчен.
Чиртен хÿтĕленме тата хăвăртрах сывалма иммун тытăмне çирĕплетмелле. Рациона чĕрĕ е шăнтнă сырлан /облепиха/ çырли кĕртмелле. Çирĕплетекен коктейль хатĕрлеме пулать. 150 миллилитр сĕте, чĕрĕ 2 путене çăмартине, 2 апат кашăкĕ сырлан сĕткенне, 1 чей кашăкĕ пыла миксерпа пăтратмалла. Кунне пĕрре ĕçмелле.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.