СИВĔРЕ АЛĂ ШĂНАТЬ...
Ал-ура ялан шăннин сăлтавĕ чылай. Сахал хускануллă пурнăç йĕрки тытни те, çанталăк условийĕсене шута илсе тумланманни те. Чылай чухне атеросклероза пула та алă шăнать. Организма çак лару-тăрура пулăшма халăх медицинин мелĕсемпе анлă усă кураççĕ.
Атеросклероз чухне пылпа çурмалла хутăштарнă сухан сĕткенĕ усăллă. Ăна кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - виçĕ эрне. Кирлĕ пулсан икĕ уйăх ĕçме юрать.
Катăркас /боярышник/ шĕвекĕ паха. 4 апат кашăкĕ катăркас çырлине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса икĕ сехет лартмалла. Унтан вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илсе ăшăра тата пĕр сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Ирхине тата каçхине çывăрма выртас умĕн 1-ер стакан ĕçмелле. Курс - виçĕ эрне-икĕ уйăх.
Нервсем пăсăлнипе шăнсан чапăр /чабрец/ витĕмлĕ. 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла. Кун сиктерсе ирхине тата çĕрлене хирĕç 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Шĕвек юн тымарĕсем хĕсĕннине ирттерет, лăплантарать.
Кунне 3-4 хут чĕре курăкĕн /пустырник/ аптека настойкине 40-50-шар тумлам ĕçмелле. Лăплантарать, юн тымарĕсене сарать.
Рациона сăмсалантарнă тулă е пĕрчĕллĕ ытти культура кĕртсен аван. Вĕсем юн тымарĕсем хĕсĕннине ирттереççĕ, юнри холестерин шайне йĕркелеççĕ.
Комментировать