ПŸЛĔМРИ ŸСЕН-ТĂРАН ВИТĔМĔПЕ ТРАДЕСКАНЦИ
Ÿсен-тăран /традесканция зебрина/ сĕткенĕ микроба хирĕçле тата диабет чухне сахăра чакаракан витĕмпе палăрса тăрать.
Мĕнле хатĕрлемелле. Çулçисемпе хунавĕсене çумалла. Блендерта е вакласа вĕтетмелле, марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла.
Сахăр диабечĕпе аптрасан кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах пĕр черкке шыва 1 чей кашăкĕ сĕткен ярса ĕçмелле. Курс - сахăр шайĕ виçене çити шанчăклă чакичченех.
Ангина чухне гландăсене кунне 3-4 хут традесканци сĕткенĕ сĕрмелле. Сываличченех сипленмелле.
Сунас пуçлансан сăмса шăтăкĕсене кунне 2-3 хут пĕрер-икшер тумлам сĕткен тумлатмалла.
ПЛЮЩ
Сĕткенĕ кăмпасене хирĕç кĕрешекен, манкана çемçетсе кăларакан, хутланнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăрать.
Мĕнле хатĕрлемелле. Традесканци сĕткенне юхтарнă чухнехи евĕрлех.
Вăйлă ÿслĕк, бронхит аптратсан. 2 чей кашăкĕ сĕткене вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, пĕр-икĕ сехет лартмалла. Кунне 2-3 хут апат хыççăн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс - ÿслĕк приступĕсем иртиччен.
Шĕпĕнсене кунне 2-3 хут плющ сĕткенĕ сĕрмелле.
Мозоль тертлентерсен. Сĕткенре йĕпетнĕ бинта мозоль çине хумалла, полиэтиленпа витмелле, çыхăпа е пластырьпе çирĕплетмелле. Типнĕ бинта çĕннипе улăштармалла. Унтан çемçелнĕ мозоле хырса пăрахмалла.
Шута илме! Плющ наркăмăшлă, çавăнпа сĕткенне хушса хатĕрленĕ шĕвеке ĕçнĕ чухне виçене çирĕп пăхăнмалла.
ЧУЛ КУРĂКĔ
Чул курăкĕн /камнеломка плетеносная/ сĕткенĕ сурана ÿт илме, язвăран сипленме пулăшакан витĕмпе палăрса тăрать.
Мĕнле хатĕрлемелле. Традесканци сĕткенне юхтарнă чухнехи пекех.
Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви. Хушма сиплев вырăнне кунне 2 хут апатчен 30 минут маларах пĕр черкке шыва 1-2 чей кашăкĕ сĕткен ярса ĕçмелле. Курс - 2 эрне. 3 кун тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.
Тÿрленмен суран, пÿрлĕ суран çине ÿсен-тăран сĕткенĕнче йĕпетнĕ марля салфетка хумалла. Ăна кунне 2 хут çĕннипе улăштармалла.
Шута илме! Чул курăкĕпе ача кĕтекен хĕрарăмсен, юн çăра, брадикарди чухне сипленме юрамасть.
ОПУНЦИ КАКТУС
Сĕткенĕ шăк хăвалакан, ыратнине лăплантаракан витĕмпе палăрса тăрать.
Мĕнле хатĕрлемелле. Йĕпписенчен тасатнă çулçисене вĕтетмелле те марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла.
Шăк хăмпи шыçсан /цистит/. Стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ сĕткене çур литр шурă эрехе ярса пĕр талăк лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1 черкке вĕренĕ шыва 2 чей кашăкĕ настойка ярса ĕçмелле. Сывлăх лайăхланиччен сипленмелле.
Радикулит чухне сĕткенпе ыратакан вырăна сăтăрмалла. Çиеле компресс хучĕ хумалла, пĕр сий мамăкпа витмелле, ăшă тутăрпа чĕркемелле. Компреса 2-3 сехет тытмалла.
ЦИКЛАМЕН
Ÿсен-тăран /цикламен европейский/ улмин сĕткенĕ ыратнине ирттерекен, лăплантаракан витĕмпе палăрса тăрать.
Мĕнле хатĕрлемелле. Чĕрĕ улмине вĕтĕ теркăпа хырмалла, марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла.
Гайморит, синусит. 1 пай сĕткене 8 пай вĕренĕ шывпа хутăштармалла. Çак хутăша сăмса шăтăкĕсене кунне 2 хут 1-2-шер тумлам ямалла. Синусит чухне - ыратни иртиччен, гайморит чухне - пĕр эрне.
Невралги, ревматизм аптратсан, нервсем пăлханнипе ыйхă вĕçсен. 1 апат кашăкĕ сĕткене стаканăн иккĕ-виççĕмĕш пайĕ чухлĕ шурă эрехе ярса пĕр талăк лартмалла. Кунне 2-3 хут апатчен 15-20 минут маларах 1 черкке вĕренĕ шыва 25-30 тумлам сĕткен ярса ĕçмелле. Курс - 5 кун.
Шута илме! Цикламен наркăмăшлă, çавăнпа виçене çирĕп пăхăнмалла.