Комментировать

21 Янв, 2015

Ыркăмăллăх акцийĕ пуçланчĕ

Январĕн 19-мĕшĕнче, çутă Кăшарни уявĕнче, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев преподобнăй Сергий Радонежский ячĕпе Пысăк Собор чиркĕвне тума укçа-тенкĕ пухас тĕлĕшпе ирттерекен «Ятне кăтартса çырнă кирпĕч - чиркÿ стенине» ыркăмăллăх акцине хутшăннă.

Мероприятире çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш митрополийĕн представителĕсем, священниксем, депутатсем, бизнес-пĕрлĕх представителĕсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем пулнă.

Михаил Игнатьев Чăваш Енри ырă кăмăллă çынсене, чиркÿ тума хутшăнакансене, пурне те тав тунă. «Преподобнăй Сергий ячĕпе пирĕн республикăн тĕп хулинче илемлĕ чиркÿ çĕкленĕ. Шансах тăратăп: йăл кулакан, хаваслă кăмăллă, ырă çынсем ытларах пулĕç», - тенĕ вăл.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ республика территорийĕнчи мĕнпур конфесси валли пĕр пек условисем туса хунине палăртнă, çитĕнекен ăрăва ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен тивĕçлĕ шайра пулма, Тăван çĕршыва юратма вĕрентсе ÿстерес ĕçе тÿпе хывнăшăн тĕн çыннисене тав тунă.

Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ, Высокопреосвященнейши Варнава пĕрлехи вăйпа, пĕтĕм тĕнчепе чиркÿ çĕклеме чĕнсе каланă. Ăна тума Святейши Патриарх Кирилл пил панă. «Сергий Радонежские, вăл Тăван çĕршыва мĕнле юратнине, кнеçсене мирлештернине тĕнчипех пĕлеççĕ, Раççейре тата чикĕ леш енче унăн ятне ку таранчченех сума сăваççĕ. Радонежский ячĕпе Собор чиркĕвĕ тусан пирĕншĕн пысăк телей пулĕ», - тенĕ Варнава Митрополит.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа Михаил Игнатьев ыркăмăллăх акцине хаваспах хутшăннине, хăй 25 пин тенкĕ куçарнине пĕлтернĕ.

Преподобнăй Сергий Радонежский ячĕпе Пысăк Собор чиркĕвне /унта 1000 çын таранччен вырнаçма пултарать/ Шупашкар хулинчи Калинин урамĕнче /Чăваш патшалăх ÿнер музейĕпе «Союзсен çурчĕ» чарăну хушшинче/ тума палăртнă. Çакна валли çĕр лаптăкне Шупашкар хулин администрацийĕ панă. Хальхи вăхăтра чиркÿ комплексĕн эскиз проектне хатĕрленĕ.

2014 çулхи майăн 6-мĕшĕнче, Преподобнăй Сергий Радонежский çуралнăранпа 700 çул çитнине уявланă кун, Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Высокопреосвященнейши Варнава пил панипе пĕрремĕш кирпĕче хунă, чиркÿ тумалли вырăна сăвапланă.

«Ятне кăтартса çырнă кирпĕч - чиркÿ стенине» ыркăмăллăх акцине уйрăм çынсем тата юридици тытăмĕсем валли йĕркеленĕ. Вĕсене 300, 1,5 пин тата 3 пин тенкĕлĕх сертификатсем парĕç. Кирпĕч туянса унта харпăр хăйĕн ятне, тăванĕсен, çывăх çыннисен, вилнисен ячĕсене çырма, пархатарлă ĕçе тÿпе хывма пулать. Çак кирпĕчсемпе чиркÿ стенисене купалĕç.

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.