Ĕçчен çемье ĕмĕчĕсене путлантарнă пушар

21 Янв, 2015

Çунса кăмрăкланнă, тăрри йăтăнса аннă пысăках мар çурт: пĕр пайĕ йывăçран, тепри - кирпĕчрен. Пураласа туни ытларах сиенленнĕ. Йĕри-тавра - çунса пĕтеймен япаласем, кил-тĕрĕшре усă курнăскерсем... Чуна ыраттаракан çак ÿкерчĕк кунта пысăк инкек пулнине систерет.

Çапла, кунта, Шупашкарти Кăнтăр поселокĕнчи Обиково урамĕнчи пĕр хутлă çуртра, январĕн 18-мĕшĕнче ирхине пушар тухнă, тăватă çын вилнĕ. «Вут-çулăм çурта хытах сиенленĕ. Пушара сÿнтерсен ишĕлчĕксене тасатнă май тăватă хĕрарăмăн: 59-ти кил хуçин тата унăн виçĕ хĕрĕн - 31 çултин тата 29 çулсенчи йĕкĕрешсен - кĕлеткисене тупнă. Ку факт тĕлĕшĕпе Шупашкар хулин Калинин районĕнчи следстви уйрăмĕ следстви умĕнхи тĕрĕслев ирттерет. Материалсенчен çакă паллă: 31 çулти хĕрарăм хăйĕн пĕчĕк хĕрне, 2014 çулта çуралнăскерне, çуртран илсе тухса кÿршисем патне леçме ĕлкĕрнĕ, вĕсене пушар çинчен пĕлтернĕ те каялла килне чупнă. Çак самантра газ баллонĕ сирпĕннĕ. Çурт тăрри йăтăнса аннă. Малтанласа палăртнă тăрăх - вут-çулăм пÿртри кăмака çывăхĕнче тухнă. Хальхи вăхăтра инкек сăлтавне тĕпчеççĕ: синкер вырăнĕнче следовательсем ĕçлеççĕ. Пушарăн икĕ тĕп версине - вăл кăмакапа е газ баллонĕпе тĕрĕс мар усă курнăран тухман-ши тесе - тĕрĕслеççĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх - хĕрарăмсем сĕрĕмпе наркăмăшланса вилнĕ. Пулни-иртнине уçăмлатас, вут-çулăм тухнин тата çынсем вилнин сăлтавĕсене палăртас тĕллевпе пушар-техника тата суд-медицина экспертизисем, тĕрĕслев ытти мероприятийĕ ирттереççĕ», - тенĕ РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн официаллă сайтĕнче.

«Инкек вырсарникун ирхине тухнă. Йĕркеллĕ çемье. Вăл кивĕ пÿртре пурăннă, унпа юнашарах икĕ хутлă лайăх çурт хăпартса лартнă. Çак çемье çинчен ыррине çеç калаççĕ, хĕрарăмпа унăн виçĕ хĕрĕ те ĕçчен пулнине палăртаççĕ. Аслă хĕрĕн упăшки Мускава ĕçлеме кайнă. Экспертсем малтанласа палăртнă тăрăх - пушарта вилнисенчен пĕри ир-ирех тăрса электроплитка çине чейник лартнă. Хăй е тепĕр хут çывăрса кайнă, е тата мĕн те пулин пулнă - паллă мар, çапах шыв вĕресе пĕтнĕ, чейник тĕпĕ çунма пуçланă. Вут-çулăм кĕçех сĕтелçине ярса илнĕ. Вăл, ДВПран е ДСПран тунăскер, йÿçек шăршă тата наркăмăшлă тĕтĕм кăларать. Ахăртнех, кил хуçи хĕрарăмĕн аслă хĕрĕ тĕтĕм-сĕрĕмпе чыхăнса вăранса кайнă, пĕчĕк пепкине йăтса кÿршисем патне чупнă. Хăй вара амăшĕпе йăмăкĕсене çăлас тесе каялла васканă. Шел, йăлари газ баллонĕ сирпĕнсе кайнăран çурт тăрри йăтăнса аннă, тăваттăшĕ те чĕрĕ юлайман. Пушарнăйсене кÿршисем чĕнсе илнĕ: вĕсем хăвăртах çитнĕ, вут-çулăма сÿнтернĕ. «Хĕрлĕ автанпа» кĕрешес ĕçе 68 çын хутшăннă. Брандмейстерсене взрыв хыççăн çеç чĕнсе илнĕ çав. Çурт шалтан çуннăран çынсем çулăма тÿрех асăрхаман. Инкек ирхине пулнă-çке, çитменнине вырсарникун. Экспертсем унăн сăлтавне малалла тĕпчеççĕ. Пушар мĕнрен тухнине тепĕр виçĕ кунран тĕрĕсрех калама май килет. Пĕчĕк хĕрачана больницăна илсе кайнă, тухтăрсем унăн сывлăхĕ чиперех пулнине каларĕç. Хĕр пĕрчин ашшĕ Мускавран килнĕ ĕнтĕ», - пĕлтерчĕ республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров.

Пушарта харăсах тăватă çын вилни Чăваш Енре пурăнакансенчен нумайăшне пăлхантарчĕ. Акă тĕрлĕ форумра чылайăшĕ хăй куляннине палăртать. Амăшĕсĕр юлнă пепкене, вилнисен тăванĕсене пулăшас кăмăллисем те çук мар. Эпир инкек тухнă вырăна кайма пуçтарăнсассăн Кăнтăр поселокĕнче Обиково урамĕ ăçтарах вырнаçнине темиçе çынран та ыйтрăмăр /унта халиччен пулса курман-çке/, вĕсем пирĕн ушкăн миçемĕш çурт шыранипе кăсăкланмарĕç, «Пу¬шар тухни кирлĕ-и сире?» - тесе ыйтрĕç тÿрех. Эппин, çак синкер кашнин чун-чĕринех хумхантарнă.

Çунса сиенленнĕ çурт çырмаллă вырăнта вырнаçнă, çавăнпах-тăр унта вут-çулăм алхаснине кÿрши-арши тÿрех асăрхаман. «Çил пурăнмалли çуртсем еннелле мар, тепĕр еннеллеччĕ. Йытти те вĕрмен, çавăнпа эпир сисмен. Темĕн питĕ хытă кĕрĕслетнĕрен урама чупса тухрăм - унта йăлт йăсăрланать», - каласа кăтартрĕ пушарта шар курнă çемьерен инçех мар пурăнакан Алексей Поляков. «Эпĕ канмалли кун пулнăран сунара кайма тухрăм. 6 сехет те 25 минутра машинăна ăшăнтăр тесе «чĕртрĕм». Ун чухне йĕри-тавра пурте йĕркеллехчĕ. Кăшт вăхăт иртсен арăм шăнкăравларĕ, кÿршĕсем çуннине пĕлтерчĕ. Каялла васкаса таврăнтăм. 31-ри Оля хĕрне, 6 уйăхри Настьăна, шăпах пирĕн пата йăтса чупса килнĕ. Аллисем юнлă пулнă унăн, ахăртнех, вăл чÿречине çапса çĕмĕрсе урама тухнă. «Эпир çунатпăр», - тесе пепкине арăма тыттарса хăварнă та хăй каялла чупнă, амăшне çăлас тенĕ ĕнтĕ. Ăна çуратса ÿстернĕскер урине хуçнăран урама хăй тĕллĕн тухайман çав. Мăшăрăм ачине пÿрте кĕрсе вырттарса каялла тухнă çĕре взрыв пулнă, çурт тăрри ишĕлсе аннă», - лару-тăрăва уçăмлатма пулăшрĕ кÿрши Андрей Ротманов, йĕркелĕх хуралĕнче тăрăшаканскер. «Пушар тухнине сиссен çывăхра пурăнакан икĕ арçын чупса çитнĕ, алăка уçма хăтланнă вăхăтра взрыв пулнă, вĕсене хăватлă хум аяккалла ывăтнă», - калаçăва тăсрĕ Алексей.

Вĕсем çак çемье питĕ тăрăшуллă та ĕçчен пулнине каласа кăтартрĕç. Кил хуçи 5 çул каялла чирлесе вилнĕ хыççăн кермен пек çурта хăйсен вăйĕпех туса пĕтернине систерчĕç. «Газ кĕртсен пурăнма куçасшăнччĕ вĕсем унта, ĕлкĕреймерĕç», - хаш сывларĕç кÿршисем. «Йĕ¬кĕреш хĕрсем ир-ирех тăрса кил-тĕрĕшре ĕçлетчĕç, унтан ĕçе васкатчĕç. Иккĕшĕ те питĕ кăмăллăччĕ, çынпа сăмах чĕнмесĕр иртсе каймастчĕç. Лайăх вĕреннĕрен хĕрлĕ диплома тивĕçнĕччĕ, медицина тытăмĕнче тăрăшатчĕç. Çавăнпа вĕсем ирхи 7 сехетчен çывăрнă тенине ĕненес килмест. Оля шкулта вăй хуратчĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕн хваттерĕнче отделка туса пĕтерменрен кунтаччĕ вăл. Вĕсен амăшĕ те ĕçчен хĕрарăмччĕ, урине хуçнăран больничнăй илнĕччĕ. Газ баллонĕ сирпĕнмен тĕк пурте урама тухса ĕлкĕретчĕç, сывă юлатчĕç», - çак сăмахсене илтсен камăн куçĕ шывланмĕ? Пурăнас тесех пурăннă ку çемье, ыранхи кун паянхинчен лайăхрах пултăрччĕ тесе çутă ĕмĕтпе хавхаланнă. Çулла пахча çимĕç çитĕнтернĕ, сысна усранă. Хĕл каçмалăх çителĕклĕ вутă хатĕрленĕ. «Ку арçын ĕçĕ тесе тиркешсе тăмастчĕç вĕсем. Кирлĕ чухне хамăр пулăшаттăмăр», - арçынсене çак çемье пирки иртнĕ вăхăтпа калаçма çăмăлах марри лайăх сисĕнет.

Эпир калаçнă хушăра икĕ хĕрарăм тата пĕр мăшăр килсе тăчĕç. Ольăн тантăшĕсем иккен. Ленăпа Таня унпа пĕрле университетра пĕр ушкăнра 5 çул вĕреннĕ. Вăл вилнине илтсен малтанлăха ĕненмен, халĕ авă хăçан пытарассине пĕлмешкĕн килнĕ. Вĕсем те лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе ыйту хыççăн ыйту пачĕç, шывланнă куçĕсене пытарма тăрăшрĕç. «Йĕкĕрешсем çине пăхаттăмччĕ те вĕсен пĕрешкел сăнлăрах çынсене качча тухмалла теттĕмччĕ, туйĕнче са¬вăнма ĕмĕтленеттĕмччĕ. Шел, май килмерĕ», - терĕ сывпуллашнă май А.Ротманов.

Çапла, пушарта вилнĕ çынсен пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ-ха: Ольăн пĕчĕк хĕрне çитĕнтермеллеччĕ, йĕкĕрешсен качча кайса ача çуратмаллаччĕ, вĕсен амăшĕн мăнукĕсем еплерех ÿснине курса савăнмаллаччĕ... Шел, пурнăçра яланах эпир палăртнă пек пулса пымасть çав. Ĕçчен çемьен çутă ĕмĕчĕсене пушар путлантарчĕ. Питех те шел...

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.