Архив - Июл 2018

июля 11th

11 Июл, 2018

Уй ĕçĕ пурнăç тытать

Тихвин ярмăрккин сумĕ республикăра çеç мар, тулайра та анлă сарăлнă. Мĕн авалтан кунта суту-илÿ тума, халăх пултарулăхĕпе паллашма, пĕр-пĕринпе курса калаçма халăх чылай пуçтарăнать.

11 Июл, 2018

Каялла çул çук, малалла утмалла

Çĕрпÿ тăрăхĕнче ăнăçлă ĕçлесе пыракан фермерсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Михайловкăри Евгений Николаевич Матвеев. 2014-мĕш çулта йĕркеленĕ хуçалăхне çирĕп тытса пырать, аталантарать вăл.
/кессе п.лн. пулсан…

11 Июл, 2018

Иртнĕ куна тавăрма çук

Ку сăн ÿкерчĕке 1985 çулта тунă. Пит-куçра телей çиçетчĕ: анне те, асанне те, мăшăр та юнашарччĕ. Куç тулли виçĕ ачаччĕ пирĕн: Нина, Люция тата Илья.
Атте килтен тухса кайсан та /эпĕ ун чухне 8 çулта пулнă/ анне асаннене пăрахмарĕ. Вăл мĕн виличчен пирĕнпе пурăнчĕ. Сăпайлă, ĕçчен анне вара икĕ хĕрне пĕчченех ура çине тăратрĕ. Паллах, асанне те пулăшнă ăна.

11 Июл, 2018

Телей сыппи вăрăм

Хĕвеллĕ ăшă кун. Ĕнесем сĕтеклĕ курăка пуçĕсене çĕклемесĕр çиеççĕ. Çырма тĕпĕнче шăнкăртатса шыв юхать.
— Илемлĕ çут çанталăк. Ял пурнăçне хула ырлăхĕпе улăштармастăп. Чун юрлать, пĕчĕк ача пек çаран тăрăх çара уран чупас килет. Çак илеме çамрăк чухне асăрхаман. Халĕ, ватăлнăçемĕн, тулли пучахлă тыр-пул уйĕсем, тĕрлĕ чечеклĕ улăх-çаран, улма-çырлаллă сад-пахча тыткăна илеççĕ, — хавхаланса калаçать кинемей.

11 Июл, 2018

Атăл леш енĕ газ кĕтет

Атăл леш енне газификацилесси çывăх вăхăтрах пуçланмалла. Çакăн çинчен иртнĕ эрнере ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче пĕлтерчĕç.

11 Июл, 2018

Колорадо нăрринчен

Çĕр улмине тураса банкăна хумалла, йăран хушшине вырнаçтармалла /хĕрри çĕрпе тан пулмалла/. Банка хĕррине çĕр улми сĕткенне сĕрмелле. Нăрă шăршăпа пырса савăта ÿкет, каялла тухаймасть.

июля 10th

10 Июл, 2018

Эй, савăнар, çĕр ĕçченне мухтар!

Чăваш Енре федерацин ХVIII Сабантуйĕ иртрĕ
Шăматкун çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан тутарсем çĕрпе суха уявне — Сабантуя — паллă тума Чăваш Енĕн тĕп хулине Шупашкара пухăнчĕç.

Страницы