Комментировать

11 Июл, 2018

Чăваш Енре кĕрлерĕ Сабантуй

Пирĕн çĕршывра 6 млн ытла тутар пурăнать. Вĕсене пĕр чăмăра пĕрлештерекен организаци — Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕ.
Асăннă конгресс тата Тутарстанăн пĕрремĕш президенчĕ Минтимер Шаймиев пуçарнипе федераци Сабантуйне 2008 çулта йĕркеленĕ. Халиччен ăна Хусан хулисĕр пуçне Чĕмпĕр, Свердловск, Челябинск, Чулхула, Аçтăрхан облаçĕсенче, Мордва, Пушкăрт, Удмурт республикисенче тата тутар халăхĕ йышлă пурăнакан ытти регионта ирттернĕ. Савăнăçлă çак уяв халĕ 34 пин тутар пурăнакан Чăваш Ене те çитрĕ.
Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ федерацин XVIII Сабантуйĕ Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре чаплă лару-тăрура уçăлчĕ. Раççейри 41 регионтан килнĕ пин ытла хăнана чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тутар Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов ăшшăн саламларĕç.
— Эпир яланах килĕштерсе пурăннă. Халăхсен туслăхне, вĕсен ырă йăлисене хаклама пĕлетпĕр, аталантарма тăрăшатпăр. Малашне те çаплах пулĕ, — терĕ Михаил Игнатьев. Çавăн пекех вăл федераци Сабантуйĕ тĕрлĕ наци çыннине пĕрлештернине, туслăха çирĕплетнине палăртрĕ.
Рустам Минниханов хăйĕн сăмахĕнче Тутарстанра 116 пин чăваш пурăннине, вĕсем ачаранах тăван чĕлхене юратса вĕреннине, çавăн пекех тутарла та лайăх калаçнине пĕлтерчĕ. Çитес çул Пĕтĕм Раççейри чăвашсен «Уявне» Тутарстан çĕрĕ çинче ирттересси пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе калаçса татăлнине каларĕ. Сăмах май, Тутар Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулнă май «ЭКРА» НПП ООО ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ.
Чăваш Ен тата Тутарстан ертÿçисем тутар халăх культурине упраса хăварас, аталантарас енĕпе тăрăшакансене патшалăх наградисемпе чысларĕç. Рустам Минниханов çавăн пекех Чăваш Республикинчи тутарсен наци культура автономине çĕнĕ микроавтобус парнелерĕ.
Малалла уяв Хĕрлĕ тÿремре тата Анне монуменчĕ таврашĕнче кĕрлерĕ. Кунтах тутар «ялĕ» те вырнаçнă. Уява хутшăннисем вĕсен кил-çурчĕпе хаваспах паллашрĕç, тутар апатне — чак-чака — астиврĕç. Тĕрлĕ халăх çыннисем наци вăййисене кăмăлласа хутшăнчĕç. Пысăк та илемлĕ сценăсем çинче искусство ăстисен концертне курма май пулчĕ. Паллах, тутар юррисем ытларах янăрарĕç. Куракансене Хусан тата Анат Кама хулисенчен килнĕ солистсемпе ташăçăсен пултарулăхĕ уйрăмах тĕлĕнтерчĕ. Çакна та асăнса хăварар: çитес çул федераци Сабантуйĕ Коми Республикинче иртмелле.
Сабантуйсенче ĕлĕкренех халăх вăййисемпе спорт ăмăртăвĕсем тĕп вырăн йышăннă. Тутар наци кĕрешĕвĕн «Корэш» турнирне кăна çĕр ытла атлет хутшăнчĕ. Вĕсенчен пĕрре вуннăмĕш пайĕ — Патăрьел районĕнчи спортсменсем. Çивĕч кĕрешÿре абсолютлă чемпион ятне Ф.К.Чабатов хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлекен спорт мастерĕ Ринас Садаров çĕнсе илчĕ. Пăла тăрăхĕнчи чи вăйлă пăхаттир вĕр çĕнĕ «Фольксваген Поло» автомобиле тивĕçрĕ. Кире пуканĕ йăтакансен турнирĕнче Сабантуйăн абсолютлă чемпионĕсен ятне Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенткипе Анастасия Александровăпа Елчĕк районĕнчи тĕнче спорт мастерĕ Александр Павлов илчĕç.
Алă вăйне виçекенсен турнирĕнче те çĕре яхăн атлет тупăшрĕ. Кунта спорта юратакансем Анат Камăри тĕнче спорт мастерĕ, армрестлинг енĕпе икĕ хут Европа чемпионĕ Алексей Урезов çĕнтерессе шанчĕç. Анчах та вăл Улатăр хулинчи спорт мастерне Иван Самойлова кăштах выляса ячĕ.
Сабантуй чемпионĕсен ятне тĕрлĕ ăмăртусенче çавăн пекех Йошкар-Ола тата Пермь хулисенчи, Тутарстанри тата пирĕн республикăри тĕрлĕ хулапа ялта пурăнакан спортсменсем çĕнсе илчĕç.
Владислав СИДОРОВ.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.