Архив - Июл 2018

июля 12th

12 Июл, 2018

«Ача садĕнче тантăшсем юррăмсене итлетчĕç»

Чăваш эстрада артисчĕсен ывăл-хĕрĕ хăш çула суйлать-ши? Ку, паллах, пирĕн вулакана питĕ кăсăклантарать. Ку таранччен эпир чылай юрăçăн ачи пирки çырса кăтартрăмăр. Хальхинче Юлия Анисимовăпа паллаштарăпăр.

12 Июл, 2018

Йăмăкне канфет çиме «вĕрентнĕ»

Вун-вун Тав хутне, диплом-грамотăна тивĕçнĕ, юратнă тăван халăха чĕрĕ сасăпа нумай юрă парнеленĕ, чылай клип авторĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, чăваш эстрада артисчĕ Владимир Леонтьев ача чухне шухă пулнă тесе калаймăн.

12 Июл, 2018

Пушар хуралĕн музейĕнче

Çулăмпа выляма юрамасть! Çакна ĕненме тата усăллине пĕлме 9-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсем Пушара хирĕçле пропагандăн тата общество çыхăнăвĕсен центрĕнче ªхалăхра Пушар хуралĕн музейĕ теççĕº пулчĕç. Экскурси истори залĕнчен пуçланчĕ. Пĕчĕкскерсем пушар хуралĕ мĕнрен пуçланнипе паллашрĕç. Авалхи çар çыннин хĕçĕ, тутар-монголсен «çулăм» йĕпписен шĕвреки, сăнă, айпăлта, пушарпа кĕрешмелли хатĕр-хĕтĕр — пуртă, пакур, çекĕл куç умне пулчĕç.

12 Июл, 2018

Тĕрĕс пурăнма вĕрентет... вĕлле хурчĕ

Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан Василий Тенишевшăн вĕлле хурчĕ пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. Районти сумлă утарçăпа пĕлтĕр кĕркунне вăрман-каталлă тăрăха кайсан паллашнăччĕ.

12 Июл, 2018

Ĕне чирлерĕ

Ĕне çилли питĕ кĕсенлĕ. Темпе те сиплесе пăхрăм — иртмест. Эсир сипленмелли мĕнле витĕмлĕ мел сĕннĕ пулăттăр?
Мария АГЕЕВА.
Йĕпреç районĕ.
Ыйтăва ЧР патшалăх ветеринари службин Йĕпреç районĕнчи чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станци ветеринарĕ хуравлать.

12 Июл, 2018

Армути çинчен

Республика кунĕнче Калмăк хĕрĕ армути тултарнă пĕчĕк хутаçсем сутатчĕ. Унти курăк питĕ усăллă теççĕ. Пирĕн тăрăхра ÿсекен армути мĕнпе сиплĕ-ши?
Елена КАРПОВА.
Сĕнтĕрвăрри хули.

июля 11th

Страницы