Комментировать

12 Июл, 2018

«Ача садĕнче тантăшсем юррăмсене итлетчĕç»

Чăваш эстрада артисчĕсен ывăл-хĕрĕ хăш çула суйлать-ши? Ку, паллах, пирĕн вулакана питĕ кăсăклантарать. Ку таранччен эпир чылай юрăçăн ачи пирки çырса кăтартрăмăр. Хальхинче Юлия Анисимовăпа паллаштарăпăр. Вăл камăн хĕрĕ тетĕр-и? Хăшĕ-пĕри тавçăрчĕ пулĕ-ха, унăн амăшĕ — паллă чăваш юрăçи Валентина Кузнецова.
Юля кăçал 9-мĕш класа лайăх паллăсемпе вĕçленĕ. Малашнехи çул-йĕрне çирĕп палăртман-ха вăл, 11-мĕш класчен шухăшлама сăмах пачĕ.
— Хăçан юрлама тытăннă эсĕ, Юля?
— Мана сцена çине кăларма анне тăрăшнă тесен тĕрĕсрех. Эпĕ ун чухне пĕчĕкчĕ, нимĕн те ăнланман. Тăватă çулта юрлама тытăнтăм. Эпĕ садике çÿренĕ вăхăтра тантăшсем манăн хайлавсене итлетчĕç, пĕрле юрлатчĕç. Çакă ачалăхăмра ырă йĕр хăварчĕ.
— Ачасен хушшинче ăмсану туйăмĕ пурччĕ-и?
— Пулнă-ши, пĕлместĕп, анчах эпĕ пуринпе те туслăччĕ. Хĕр тантăшсемпе хирĕçкелеттĕмĕр, паллах, анчах ку вĕсем мана ăмсаннипе çыхăнман.
— Аннÿпе мухтанаттăн-и?
— Вăл паллă юрăç пулнипе пĕчĕк чухнех чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуралатчĕ. Анне тăтăшах гастроле çÿренĕрен эпĕ ăна сайра-хутра çеç кураттăм. Çавăнпа каникулта яла каяс килместчĕ, аннепе ытларах пулас килетчĕ. Яла эпир пурпĕрех нумай çÿреттĕмĕр-ха.
— Эсĕ пултарулăх ăмăртăвĕсенче палăрнах ĕнтĕ?
— Юрă конкурсĕсене хутшăнман эпĕ. Сакăр çул бал ташшине вĕрентĕм, çакна пула Раççейĕн тĕрлĕ хулине çитсе куртăм: Хусан, Чулхула… «Салют» культура керменĕнчи «Дуэт» ташă ушкăнĕ манăн пĕлĕве самаях пуянлатрĕ. Бал ташшипе чылай конкурсра малтисен ретне лекрĕм. Икĕ-виçĕ çул каялла Чĕмпĕр хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри бал ташшин турнирĕнче 2-мĕш вырăн йышăнни маншăн пысăк çĕнтерÿ пулчĕ.
— Шкулта вара хăш предмета ытларах кăмăллатăн?
— Мана математика килĕшет. Йывăртарах теççĕ-ха ăна. Анчах вĕренес тесен йывăр темăсене те ăнланма пулать.
— Çемьепе вăхăта мĕнле ирттеретĕр?
— Эпир пурте тенĕ пекех юрăпа туслă. Манăн иккĕмĕш сыпăкри аппа та сценăна кăмăллать. Атте çеç халăх умне тухма юратмасть. Эпир канăва та лайăх йĕркелеме пĕлетпĕр. Дачăна ĕçлеме çÿретпĕр, тинĕс хĕрне те çитетпĕр. Абхазире, Египетра, Тунисра пултăмăр. Абхазие кашни çулах çÿреттĕмĕр-ха, унта питĕ килĕшрĕ пире. Эпир çемйипех спортпа туслă: футболла, баскетболла, волейболла вылятпăр. Каçсерен аннепе чупма тухатпăр, е велосипедпа çÿретпĕр. Ку кĕлетке илемĕшĕн те, кăмăл-туйăмшăн та усăллă.
— Юрăç пурнăçĕ мĕнлерех вăл, санăн шухăшпа?
— Аннене пăхатăп та юрăç пурнăçĕ çăмăл маррине ăнланатăп. Эпир пĕчĕк чухне вăл гастроле çÿретчĕ. Шăллăмпа иксĕмĕр кукамайпа юлаттăмăр. Паллă çыннăн пурнăçне сÿтсе явакан та нумай. Халăхра анне пирки сас-хура сарни манăн хăлхана та кĕретчĕ, хаçат-журналта вулаттăм. Кăмăллă марччĕ паллах. Çавăнпа та паллă çын пурнăçĕ çăмăл мар тетĕп. Эпĕ Валентина Кузнецовăн хĕрĕ пулнине пĕлсен ăçта, мĕнле пурăннине ыйтакансем те пур. Ачалăха пăхсан аннепе тĕрлĕ хулана юрлама çÿрени ытларах аса килет.
— Юля, эсĕ чечек юрататăн-и?
— Питĕ юрататăп! Концерт хыççăн уйрăмах килте тутлă шăршă сарăлать. Хваттер чечекпе тулсах ларать. Парнеленисем çеç мар, лартса ÿстернисем те пур. Аннепе иксĕмĕр вĕсене пăхма кăмăллатпăр.
— Пушă вăхăтра мĕн тăватăн?
— Анне юрă валли сăвă та çырать. Эпĕ унран тĕлĕнетĕп, мĕншĕн тесен ун пек пултараймастăп. Манăн сăвă çырас туртăм çук. Тен, хăçан та пулин хавхалану килĕ, хальлĕхе эпĕ хăтланса пăхман. Килте никам та çук чухне апат пĕçерме пултаратăп. Анчах ытларах чухне ку ĕçе аннепе пурнăçлатăп.
— Каникула мĕнле ирттересшĕн?
— Юлташсемпе уçăлса çÿрĕп, яла та çитсе килесшĕн-ха. Пысăк тĕллевĕм пур: испан чĕлхине вĕренме палăртрăм. Вăл мана питĕ килĕшет. Испан фильмĕсем курнă май çав чĕлхе кĕвĕлĕхĕ чуна тыткăнларĕ. Халĕ темиçе предложени калама пултаратăп, малалла вĕренетĕп-ха. Испание те çитсе курасчĕ...
— «Тантăш» вулаканĕсене мĕн сунас килет?
— Ачасем! Йывăрлăха нихăçан та ан парăнăр! Сирĕн ĕмĕтсем пурнăçланччăр. Мĕнле те пулин тĕллев лартсан ăна пурнăçлама тăрăшмаллах. Пĕтĕмпех пулать! Эпĕ тĕрлĕ хулана çитсе ташă конкурсĕсенче çĕнтерме пи-и-итĕ ĕмĕтленеттĕм — пурнăçланчĕ. Тĕрĕссипе, малтанах нимĕн те пулмастчĕ, çурма финала та тухаймастăм. Ÿссе пынă май ăмăртусенче мала тухма тытăнтăм. Сирĕн те мĕн кĕтни пулатех!
Лариса ПЕТРОВА.
Çемье архивĕнчи
сăн ÿкерчĕксем.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.