Тĕрĕс пурăнма вĕрентет... вĕлле хурчĕ
Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра пурăнакан Василий Тенишевшăн вĕлле хурчĕ пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. Районти сумлă утарçăпа пĕлтĕр кĕркунне вăрман-каталлă тăрăха кайсан паллашнăччĕ.
Шалти ĕçсен тытăмĕнче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн Василий Петрович хурт-хăмăр ĕрчетме тытăннă. «Ман кукка ĕмĕрĕпе утарта ĕçленĕ. Эс ăна хывнă, тытăнса пăх терĕ анне. Чăн та, ĕç ăнса кайрĕ. Йыш çултан çул ÿссе пычĕ. Пылне Шупашкара, Мускава, Карелине ăсататăп», — калаçăва пуçларĕ утарçă.
Вĕллисене те, рамисене те, ытти хатĕр-хĕтĕре те хăй ăсталама вĕренсе çитнĕ вăл. Кăрчама та тăвать. Ăна кашни уяв, ĕçкĕ-çикĕ валли хатĕрлет. «Вĕри шыв çине пылпа чечек шăрки /пергана/ ямалла. Хăмла ярсан тата тутлăрах пулать. Кăрчамана пĕчĕккĕн ĕçмелле, унсăрăн ураран ÿкерме пулать. Уйрăмах 1-2 уйăх лараканни. Халь туни йăвашрах, çемçерех. 5-6 кунра пиçсе çитет вăл, чи лайăххи шутланать. Ăна ĕçме те кăмăллă», — техĕмлĕ сĕткене тутанса пăхма сĕнчĕ Василий Тенишев. Пур хăнана та кăрчама ĕçтермесĕр кăларса яманскерĕн çимĕçне килĕштереççĕ ахăртнех, ĕçкĕ-çикĕ валли туса пама ыйтаççĕ.
Вĕлле хурчĕ пухакан чечек шăрки, прополис, пыл — пурте усăллă. Тĕрлĕ чир-чĕртен сиплеççĕ. Хурт-хăмăрпа аппаланма тытăнсан утарçă туртма пăрахнă. «Вĕлле хурчĕсем пирус шăршине чăтма пултараймаççĕ. Эрех ĕçнине те юратмаççĕ вĕсем. Вĕллере тирпейлĕ те таса пулмалла. Сăхнине хăнăхса çитрĕм. Мана аптратмасть. Тĕрĕссипе, пыл илнĕ чухне кăна тапăнкалаççĕ. Вĕллене ача пек пăхмалла. Кун та, çĕр те утартах иртет. Хамăр ачасене те ун чухлĕ пăхман пулĕ. Хĕлле вара вĕсемшĕн тусăхлатăп. Сивĕ кунсенче те тĕрĕслесех тăмалла. Çуркунне пахчана илсе тухсан хам та пыл хурчĕсем пекех савăнатăп. Калаçатăп вĕсемпе. Лайăх пăхсан çимĕçне те чылай параççĕ», — терĕ Василий Петрович.
Вĕлле хурчĕ тытни çынна тĕрĕс пурăнма вĕрентнине палăртрĕ Шăмăршă арçынни. Йĕркене хăнăхтарать, сиенлĕ йăласенчен пăрать имĕш. Утарçăсем нумай пурăнаççĕ теççĕ. Василий Петрович та 90 çулчченех пурăнасшăн.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Комментировать