- Чăвашла верси
- Русская версия
Пушар хуралĕн музейĕнче
Çулăмпа выляма юрамасть! Çакна ĕненме тата усăллине пĕлме 9-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсем Пушара хирĕçле пропагандăн тата общество çыхăнăвĕсен центрĕнче ªхалăхра Пушар хуралĕн музейĕ теççĕº пулчĕç. Экскурси истори залĕнчен пуçланчĕ. Пĕчĕкскерсем пушар хуралĕ мĕнрен пуçланнипе паллашрĕç. Авалхи çар çыннин хĕçĕ, тутар-монголсен «çулăм» йĕпписен шĕвреки, сăнă, айпăлта, пушарпа кĕрешмелли хатĕр-хĕтĕр — пуртă, пакур, çекĕл куç умне пулчĕç. ЗИС-5 автомобиль умĕнче сăн ÿкерĕннĕ хыççăн шăпăрлансен пурин те руль умне ларас кăмăл çуралчĕ. Арçын ачасемпе хĕр ачасен куçĕ савăнăçлăн çиçрĕ. Кивĕ сарайри урапа çинчен экскурсовода нумай ыйту пачĕç ачасем. Вăл мĕншĕн хĕрлĕ тĕслĕ? Пичкене мĕн чухлĕ шыв кĕрет? Шыва мĕнле тултараççĕ? Унта ларма юрать-и? Хуравĕсене пĕлнĕ хыççăн тепĕр экспонат патне куçрĕç. Вăл — сигнал чанĕ, Канаш хулинчи пушар чаçĕ умĕнче ларнăскер, темиçе теçетке пушар чăтса ирттернĕскер.
Кайран ачасем иккĕмĕш хута профилактика залне хăпарчĕç. Вĕсем пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пĕлнине çирĕплетрĕç, çакăнпа Пушара хирĕçле пропагандăн тата общество çыхăнăвĕсен центрĕн пуçлăхне Владимир Щукина, хăйсен воспитателĕсене тĕлĕнтерчĕç. «Заводри пушар», «Сахал тата нумай хутлă çуртри пушарсем», «Пушар умĕнхи тата хыççăнхи пÿлĕм», «Хуракасси шкулĕнчи пушар» макетсемпе паллашрĕç. Тепĕр залра садике çÿрекенсем пушар сÿнтерекенсен тумтирне, хатĕр-хĕтĕрне курчĕç.
Аса илтеретпĕр, Пушара хирĕçле пропагандăн тата общество çыхăнăвĕсен центрĕн тĕллевĕ — хăрушсăрлăх правилисене аса илтересси, пĕлмесен — вĕрентесси. Ачасен асĕнче юлтăр тесе экскурсие вăйă евĕр ирттеретпĕр: викторина тăватпăр, фильмсем кăтартатпăр. Вĕрентÿ тÿлевсĕр. Центр кашни кунах 8-тан пуçласа 17 сехетчен ĕçлет. Канмалли кунсем: шăматкун тата вырсарникун. Адрес: Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 37-мĕш çурт. Телефон: ª8352º 62-12-56.
Комментировать