Каялла çул çук, малалла утмалла
Çĕрпÿ тăрăхĕнче ăнăçлă ĕçлесе пыракан фермерсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри — Михайловкăри Евгений Николаевич Матвеев. 2014-мĕш çулта йĕркеленĕ хуçалăхне çирĕп тытса пырать, аталантарать вăл.
/кессе п.лн. пулсан…
Утçинчен таврăннă фермер çĕнĕ фермăна, хĕç тимĕрпе витнĕ çĕнĕ витесене хаваспах кăтартса çÿрерĕ. Тăррине поликарбонатпа та тунăран шалта урамри пек çутă. Шыв пăрăх тăрăх витенех пырать. Сĕт пăрăхĕсене те вырнаçтарма палăртнă. Тислĕк кăларассине механизациленĕ. Фермăна иртнĕ çул тума тытăннă. Кун пирки унчченех ĕмĕтленнĕ-ха, çĕр ыйтăвне çийĕнчех татса парайманран ĕç вăраха кайнă. Хальлĕхе витесем пушă, иртен пуçласа каçченех выльăхсем кĕтÿре çÿреççĕ. Территоринче пысăк ангар, ĕç çыннисем валли пурăнма çурт та пур. Юнашарах пысăк гараж тума пуçланă. Хуçалăхра 300-е яхăн сурăх, 6 ĕне, 15 вăкăр. 50 гектар çĕр çинче нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтереççĕ.
— Хушма хуçалăхра яланах 5-6 ĕне, вăкăрсем усранă. Унсăр пуçне 200 ытла сурăх тытнă. Выльăх апачĕ хатĕрлеме 20 гектар çĕр, техника çителĕклĕ пулнă. Красноармейски районĕнчи пĕлĕш хĕтĕртнипе, хавхалантарнипе виçĕ çул каялла фермер хуçалăхĕ уçрăм. «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăпа патшалăх пулăшăвне илме конкурса хутшăнтăм та кĕтмен çĕртен грант илме тивĕçрĕм. Укçапа трактор, пресс-подборщик туянтăм, — сăмахне пуçларĕ Евгений Матвеев. — Ку фермăна пусăн-пусăн пуçтарнă укçапа тунă. Çавăнпа йывăрпа çĕкленчĕ вăл.
— Çемье ферми йĕркелемешкĕн патшалăх пулăшăвне илме конкурса хутшăнас темерĕр-им? — ыйтрăм унран.
— Ĕçе тытăниччен ку ыйтупа район администрацине те çитрĕм, хам ĕмĕт-шухăша пĕлтертĕм. Анчах вĕсене пĕчĕк фермăшăнах мана грант парасси иккĕлентерчĕ. Çавăнпа документсем пуçтарса вăхăта сая ямарăм, хама шанса ĕçе пуçăнтăм. Интернет, ятарлă литература урлă пысăках мар ферма проектне шырарăм. Ытти хуçалăха кайса пăхрăм. Продукцин хăй хаклăхне чакарма витере çутă, ăшă пулмалла, мĕн пур ĕçе механизацилемелле. Çакна тĕпе хурса турăмăр та. Халĕ кунта 50-70 ĕне вырнаçĕ. Сурăхсем валли та вырăн çителĕклех. Сĕт хакĕ чакса кайнăран кĕтĕве пысăклатма тăхтатăп. Вăкăрсем самăртсан лайăхрах мар-ши, тен?
— Çапах эсир çĕнĕ фермăна лару-тăру улшăнасса, лайăхланасса кĕтсе çĕкленĕ-тĕр? — ыйтрăм эпĕ унран.
— «Ÿкессе пĕлнĕ пулсан улăм сарăттăм», — тенĕ халăхра. Сутлăх сĕт хакĕ çапла йÿнелессе кам пĕлнĕ? Иртнĕ çул ку вăхăтра сĕт икĕ хут хаклăрах пулчĕ те хавхалансах ĕçе тытăнтăм. Халĕ акă 1 л дизтопливо 40 тенкĕрен те иртрĕ. Çав хушăрах 1 л сĕте 11-12 тенкĕпе йышăнаççĕ. Пĕр стакан чей те 15 тенкĕ тăрать. Эпир паха чĕр тавара та вăл хакпа сутаймастпăр. Аш-какай та йÿнĕ.
Çичĕ хут тар тăкнине кура пирĕн ĕçе хакламанни пăшăрхантарать: çунтармалли-сĕрмелли материалсем, техника, саппас пайĕсем, газ, çутă йăлтах хакланса пырать, ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсем е чакаççĕ, е пĕр вырăнта тăраççĕ. Кун пек хаксем пире çука хăвараççĕ. Ферма туса пĕтернĕпе пĕрех. Ăна пушă лартаймăн, каялла çул çук, малаллах талпăнмалла. Çавăнпа тăкаксене чакарма урăх çул шырамалла, — палăртрĕ вăл.
П.ч.к хуçалăхсене те пулăшмалла
Утçи пынă май фермерăн ларса канма та вăхăт çук. Иртен пуçласа каçчченех хирте вăл: курăк çулмалла, типĕтмелле тата ыт. те.
— Талăкра 3-4 сехет тĕлĕрсе илетĕп те каллех ура çинче. Радислав Михайлов трактористпа ирхине 4 сехетрех утă çулма тухса каятпăр. Вăл çулнине эпĕ техникăпа валем тăватăп. Типнĕ курăка чĕркемлесе ферма çывăхне турттаратпăр, — пĕлтерчĕ фермер.
Выльăх апачĕ туса илме виçĕ трактор, груз турттармалли машина, пресс-подборщик пур. Хирте тырă туса илмеççĕ, ăна çывхăри хуçалăхсенчен, фермерсенчен туянаççĕ. Унччен лаптăкра тырă та кашласа ларнă.
— Тупăш илес тесен Европăри пек пĕр гектар пуçне 60-70 центнер тырă çапса илмелле. Пирĕн 20-25 центнертан иртмест-ха. Çавăнпа тăкаксене шутласа пăхнă хыççăн пирĕншĕн туянни лайăхрах терĕмĕр, — ăнлантарчĕ вăл.
— Хуçалăхра ăратлă выльăх-чĕрлĕх тытатăр пулĕ-ха? — тетĕп ăна.
— Вырăнти тата «романовская» ăрат кăна. Вĕсем хăвăрт ĕрченĕрен лайăхрах. Халĕ кăна кĕтÿç шăнкăравларĕ: пĕр сурăх кĕтÿре виçĕ путек пăранланă-мĕн. Кайса илсе килмелле. Каллех хамăнах çитме тивет. Хуçалăхра виççĕн кăна ĕçлетпĕр: эпĕ, Радислав Михайлов механизатор, ывăл Николай. Вăл 19 çулта, кĕçех салтака каймалла.
— Апла сирĕнпе юнашар шанчăклă çын, сирĕн ĕçе малалла тăсакан пур çапах? — калаçăва тăсатăп эпĕ.
— Хальлĕхе ĕçлет-ха, кайранхине куç кăтартать. Çамрăксене ялти йывăр пурнăç хăратать çав. Иртен пуçласа сĕм çĕрлечченех ырми-канми вăй хума кашниех пултараймасть. Аслă ывăл Алексей Хусанти аслă шкулта инженер-строителе вĕренет. Çапах вĕсенчен пĕри фермер хуçалăхне малалла аталантарасса шанас килет. Хальлĕхе ачасем те, мăшăр та май çитнĕ таран пулăшма тăрăшни хавхалантарать, — пулчĕ хурав.
— Хальхи лару-тăруран тухма çул-йĕре мĕнре куратăр?
— Тупăш илес тесен чĕр тавара вырăнта тирпейлессине йĕркелемелле е продукцие хамăрăн сутма тытăнмалла. Кун пек курттăм панипе хамăра тупăш сахал юлать. Усламçăсене пуйтарни кăна. Кунта çичĕ хут тар кăларсан та укçа ĕçлесе илейместĕн, сывлăха пĕтерни çеç. Кун пек лару-тăрура пирĕн пек пĕчĕк хуçалăхсене уйрăмах йывăр. Агрохолдингсене çăмăлрах паллах. Ман шутпа, пĕчĕк хуçалăхсене пулăшассине вăйлатмалла. Европăра акă 1 гектар çĕре сухаласа акнăшăн 300 евро параççĕ. Пирĕн те пур-ха ку пулăшу, анчах ячĕшĕн кăна темелле. Патшалăхăн хуçалăхсенчен продукци курттăм йышăнса вырнаçтарассине йĕркелемелле. Совет тапхăрĕнче шăпах çапла ĕçленĕ те. Хресченĕн çĕр ĕçне пăрахса пасарта сĕт, аш-какай сутса ларма вăхăт çук. Мĕншĕн пирĕн продукци туса илессишĕн кăна мар, ăна ăçта вырнаçтарассишĕн те пуçа ватмалла?
Вырăнти сĕт завочĕ те пирĕн продукцие илесшĕн пулманни тĕлĕнтерет. Ертÿçĕсем тĕрлĕ сăлтав тупаççĕ: е сĕт сутăнмасть, е аякран турттараççĕ. Çапах лару-тăру улшăнасса кĕтетпĕр, ял хуçалăх продукцийĕн хакĕсем те тивĕçлĕ шая ÿсессе шанатпăр.