- Чăвашла верси
- Русская версия
Атăл леш енĕ газ кĕтет
Атăл леш енне газификацилесси çывăх вăхăтрах пуçланмалла. Çакăн çинчен иртнĕ эрнере ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче пĕлтерчĕç.
«Газпром газ валеçесси Шупашкар» ООО гендиректорĕ Кияметдин Мифтахутдинов палăртнă тăрăх, утă уйăхĕнче Атăл леш енне газпа тивĕçтермелли объект строительстви валли ирĕк илмелле, унтан вара тÿрремĕнех ĕçе пуçăнмалла. «Эпир министерствăсемпе ведомствăсене, муниципалитетсене, уйрăм çынсене çырусем ятăмăр — аренда килĕшĕвĕсем тумашкăн мĕн пур документа тишкерессине, парассине хăвăртлатма ыйтрăмăр. Ку асăннă объект строительстви валли çак уйăхра ирĕк илме кирлĕ», — терĕ вăл. Республикăн «тĕп газовикĕ» строительство ĕçĕсем утă-çурла уйăхĕсенче пуçланма пултарассине çирĕплетрĕ.
Аса илтерер: Атăлăн Шупашкара хирĕç сулахай çыранĕнчи территорие газификацилес ыйту чылай çул каяллах çуралнă. Ĕçе 2017 çулта пуçлама палăртнăччĕ. Анчах муниципалитетсен, ăшăпа тивĕçтерекен предприятисен «Газпром» умĕнчи парăмĕ пысăккине кура газовиксем çак инвестици проектне пурнăçлама пуçласси тытăнса тăни пирки асăрхаттаратчĕç. Тинех лав вырăнтан тапранать пулас. Республика ертÿлĕхĕ çак инвестици проектне пурнăçлани — Атăл леш енне çут çанталăк газĕ çитни — асăннă территори аталанăвне пысăк витĕм кÿрессе шанать.
Чăн та, парăм лавĕ — çав-çавах шурлăхра. Патшалăх Канашĕн нумаях пулмасть иртнĕ ларăвĕнче Кияметдин Мифтахутдинов республикăн газовиксен умĕнчи парăмĕ 2,8 млрд тенкĕпе танлашни пирки пĕлтернĕччĕ. Çак виçен пысăк пайĕ — Шупашкарăн çуррине ăшăпа тата вĕри шывпа тивĕçтерекен «Коммуналлă технологисем» ООО тÿпи.
Николай ДМИТРИЕВ.
Комментировать