Архив - 21 Мар, 2018

РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев иртнĕ эрнере Правительство ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту — çурхи ĕçсене хатĕрленесси.

Валентина ПЕТРОВА.

Ача мĕн ĕлĕкренпех теттепе вылять. Хĕрачан чи юратни — пукане. Вăл — ача-пăча вăййинчи чи авалхи тата анлă сарăлнă тетте, хĕрачан чунне хускатма пултаракан ÿнер тĕсĕ. Хĕр пĕрчи çут тĕнчене амăшĕ пулма килет. Пукане вара çак пĕлтерĕше пурнăçлать.
Василий Егоров тĕпчевçĕ шучĕпе пукане «пике» сăмахран пулса кайнă. Вăл «кнеç хĕрĕ», «ачаш, хитре пике» тенине пĕлтерет. Сăмах май, улăхçи çармăс чĕлхинче пукане «поханя» сăмахпа тÿр килет.

Валентина ПЕТРОВА.

Ольга Родионовăна Алманчăсем кăна мар, таврари ялсенче пурăнакансем те лайăх пĕлеççĕ, çамрăксем ăна хисеплесе — Ульха аппа, аслă ăрурисем Ольга Григорьевна тесе чĕнеççĕ. Медицина сестринче 40 çул ытла тăрăшса çĕр-çĕр çынна эмелпе кăна мар, ырă канашпа та сипленĕ, вун-вун ентешĕн пурнăçне çăлса хăварма пултарнă.

Петр КИРГИЗОВ, Патăрьел районĕ.

Тимофей Васильевич Васильев 1884 çулта Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă, тăлăх ÿснĕ. Пилĕк çулта чухне ăна ашшĕн пиччĕшĕ Лука Трофимович, Чĕмпĕрте ĕçлекен пачăшкă, хăй патне илсе кайнă.

Алексей СИМУЛИН очеркĕпе усă курса Валентина ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Канаш районĕнчи Ешкилтре манăн пĕлĕшсем пурăнаççĕ. Ун пек маттур çынсем юнашар пулни аван. Мĕнпе тĕлĕнтереççĕ-ха вĕсем ыттисене? Ĕçченлĕхĕпе, ырă та ăшă кăмăлĕпе.
Сăмахăм Владимир Трофимовичпа Антонина Яковлевна Игнатьевсем тата вĕсен ачисем — Вова, Олеся тата Алита — çинчен пырать.

Нина МИХАЙЛОВА, Элĕк районĕ, Мăн Карачура ялĕ.