Сăпайлă çемье
Канаш районĕнчи Ешкилтре манăн пĕлĕшсем пурăнаççĕ. Ун пек маттур çынсем юнашар пулни аван. Мĕнпе тĕлĕнтереççĕ-ха вĕсем ыттисене? Ĕçченлĕхĕпе, ырă та ăшă кăмăлĕпе.
Сăмахăм Владимир Трофимовичпа Антонина Яковлевна Игнатьевсем тата вĕсен ачисем — Вова, Олеся тата Алита — çинчен пырать.
Владимир Трофимович нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ, 6 ывăл çитĕннĕ. Вăл чи кĕçĕнни пулнă. Ачаран ĕçлесе ÿснĕрен халĕ те унсăр пурăнаймасть. Мăшăрĕ те хăй пекех пултаруллă, маттур. Антонина Яковлевна асăннă районти Катек ялĕнче çитĕннĕ. 1987 çулта Чăваш педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнăранпах Шуркасси шкулĕнче ĕçлет.
Владимир Трофимович чылай çул шкул ачисене автобуспа çÿретет. Унсăр пуçне Игнатьевсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ĕçе кайиччен вĕсене апатлантарма та ĕлкĕреççĕ. Паллах, ачисем те пулăшаççĕ. Ашшĕ-амăшне кура вĕсем те ĕçчен, сăпайлă çитĕннĕ. Вĕренÿре те малтисен ретĕнче: Вова вăтам шкула — кĕмĕл, Олеся ылтăн медальпе пĕтернĕ. Журналистика факультетĕнче ăс пухрĕ хĕр, аслă шкултан хĕрлĕ дипломпа тухрĕ. Армспортра та пысăк çитĕнÿсемпе палăрчĕ, Европа чемпионки ятне тивĕçрĕ.
Кĕçĕн хĕрĕ Алита халĕ 10-мĕш класра вĕренет. Вĕренÿре «5» паллăпа ĕлкĕрсе пырать, шкулти мероприятисене хастар хутшăнать. Кил тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлама та пулăшать. Ĕне сума пĕчĕклех вĕреннĕ вăл.
Пĕлĕшĕмсем çакăн пек маттур, ĕçчен пулнишĕн, чăн та, савăнатăп эпĕ. Вĕсенчен ырра вĕренмелли пурах.