- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕр ырлăхне курас тесен ан çывăр çуркунне çитсен!
РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев иртнĕ эрнере Правительство ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту — çурхи ĕçсене хатĕрленесси.
Ял хуçалăха аталантарма кăçал çĕршыв бюджетĕнче 240 млрд тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Унсăр пуçне ака- суха ирттерме çăмăллăхлă кредитсем палăртнă.
РФ ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев палăртнă тăрăх, кăçал çурхи культурăсене 53,5 млн гектар çинче акса хăвармалла, çакă вăл пĕлтĕрхинчен 52 пин гектар ытларах. Çĕршывра урпа, рапс, соя, йĕтĕн, çĕр улми, пахча çимĕç туса илмелли лаптăксем пысăкланаççĕ. Селекципе вăрлăх хатĕрлекен центрсем йĕркелессине çăмăллăхлă кредитсен программине кĕртнĕ. Унсăр пуçне вĕсене йĕркеленипе пулнă тăкаксен 20% патшалăх саплаштарать. Çавăн пекех министр палăртнă тăрăх, аграри предприятийĕсем çĕршывра туса кăларакан ял хуçалăх техникине 15% йÿнĕрех туянма пултараççĕ. 2018 çулта çак программа валли 10 млрд тенкĕ палăртнă.
Фермерсене кредит уйăрас ĕç те ăнăçлă аталанать. Кăçал РФ Ял хуçалăх министерстви пĕчĕк калăпăшлă ял хуçалăхĕсем валли 3,5 пин кредит /29 млрд тенкĕлĕх/ уйăрма палăртнă.
Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çурхи ĕçсене хатĕрленессине сÿтсе явнă.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов каланă тăрăх, кăçал ял хуçалăх культурисем 560 пин гектар йышăнмалла. Çав шутра çурхи культурăсем — 324 пин гектар. Акăнакан лаптăксен шутĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем — 53% ытла, выльăх апачĕлĕх культурăсем — 37,9%, çĕр улми — 5,2%, техника культурисем — 2,8%, пахча çимĕç 0,8% пулĕç. Район администрацийĕсен пуçлăхĕсен умне çĕр улми лаптăкĕсене ÿстерме тĕллев лартнă. Сăмах май, пĕлтĕр «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне хуçалăхсем икĕ пин гектар чухлĕ чакарнă. «Иккĕмĕш çăкăр» хакĕ паян лайăх, республикăри хуçалăхсенче çĕр улми туса илмелли техника та çителĕклĕ», — пĕлтернĕ министр. Çав хушăрах вăл хĕвел çаврăнăш лаптăкне чакарма сĕннĕ. Мĕншĕн тесен асăннă культурăна пухса кĕртме çăмăл мар, ăна типĕтме хатĕр-хĕтĕр те çителĕксĕр. Унсăр пуçне çанталăк условийĕсем те пĕлтерĕшлĕ.
Кĕрхи культурăсем аван хĕл каçнă, вĕсем 80 пин гектар йышăнаççĕ. Канашлу вăхăтĕнче тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ çителĕклĕ /кирлин 103%/ пулнине палăртнă. Тĕрĕсленĕ вăрлăхăн 71% — кондициллĕ. Хăш-пĕр районта çак кăтарту пушшех пĕчĕк. Сергей Артамонов каланă тăрăх, республикăри ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер /хресчен/ хуçалăхĕсенче 11,7 пин тонна сутмалли вăрлăх пур. Вĕсенчен 5,8 пин тонни элита шутланать.
Чăваш Енри ял хуçалăх таварне туса илекенсене çурхи ĕçсене пурнăçлама «Татнефть» сĕрмелли- çунтармалли материалсене йÿнĕрех хакпа сутма шантарать. Çураки валли республикăна 24 пин тонна дизтопливо кирлĕ, хальлĕхе 57% хатĕрленĕ.
Усă курмасăр выртакан 23,9 пин гектар çĕр лаптăкне кăçал çаврăнăша кĕртмелле. Пĕлтĕр 24 пин гектар ытла акса-сухаласа хăварнă. Усăсăр выртакан ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкĕ республикăра — 59 пин гектара яхăн.
Ял хуçалăх министрĕ ака-сухана кĕске вăхăтра тата ăнăçлă ирттерме 1,8 млрд тенкĕ ытла кирлине палăртнă. Çак суммăн 27% аграрисем хăйсен укçи-тенкипе саплаштараççĕ. Ытти пайне бюджет укçи-тенки, çăмăллăхлă кредит ресурсĕсен тата ял хуçалăх продукцине сутса тунă укçа- тенкĕ шучĕпе тивĕçтереççĕ. Малалла вулас...
Комментировать