- Чăвашла верси
- Русская версия
Илемлĕ çеç мар, усăллă та
Илемлĕ çак савăт-сапана мĕнрен тунă тетĕр? «Хăваран», — тейĕ хăшĕ-пĕри. Çук, хутран. Ăна ăсталаканĕ вара — Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Галина Волкова.
Галина Владимировна ку ĕçпе çулталăк ытла çеç аппаланать-ха, çапах вăл ăна алла илнĕ. Кÿршĕре пурăнакан Анжела Емельяновăран хăнăхнă. «Кăсăклансах вĕрентĕм, халĕ алăран ярас та килмест. Шкул ачисене те вĕрентес килет», — терĕ вăл. Çавна май Галина Владимировна иртнĕ çул вырăнти вăтам шкулта кружок йĕркеленĕ. Ăсталăха вĕренме ун патне ял çынни те çÿрет.
«Кивĕ журналсене пăрахмастăп, — малалла тăсăлать калаçу. — Шăпах вĕсенчен çакнашкал хитре савăт-сапа, сĕтел-пукан çыхма пулать». Хăй çавăнтах ĕç йĕркипе паллаштарма васкарĕ: тĕрлĕ тĕслĕ журнал листине 4-5 пая касрĕ те пански йĕппипе усă курса пĕтĕрме тытăнчĕ. Пĕтĕрнĕ хут çинçе хăва турачĕ евĕр пулса тухрĕ. Карçинкка çыхмалли мелпе савăт-сапа ăсталама тытăнчĕ. Пултаруллă хĕрарăмăн аллинче «хăва» авăнса-явăнса тăрать. Малалла вулас...
Комментировать