Пуканене «чун» кĕртекен
Ача мĕн ĕлĕкренпех теттепе вылять. Хĕрачан чи юратни — пукане. Вăл — ача-пăча вăййинчи чи авалхи тата анлă сарăлнă тетте, хĕрачан чунне хускатма пултаракан ÿнер тĕсĕ. Хĕр пĕрчи çут тĕнчене амăшĕ пулма килет. Пукане вара çак пĕлтерĕше пурнăçлать.
Василий Егоров тĕпчевçĕ шучĕпе пукане «пике» сăмахран пулса кайнă. Вăл «кнеç хĕрĕ», «ачаш, хитре пике» тенине пĕлтерет. Сăмах май, улăхçи çармăс чĕлхинче пукане «поханя» сăмахпа тÿр килет.
Пирвайхи пуканесене мунчаларан, улăмран, вут пуленкирен, куккурусран, хурăн хуппинчен, йывăç туратĕнчен, пăралукран хатĕрленĕ. Вĕсенчен те маларах управçă-пукане пулнине асăнаççĕ ваттисем. Авал çакăн пек пукане кашни килтех упраннă. Ăна ăруран ăрăва парса хăварнă. Вăл йăх-несĕле сыхласа пурăнать тесе ĕненнĕ. Чăваш халăхне тĕне кĕртиччен çак пукане çуртра чи сăваплă вырăнта упраннă.
Чăваш наци пуканине иртнĕ ĕмĕрте 80-мĕш çулсен вĕçĕнче ăсталама пуçланă. Хальхи вăхăтра ăна халăх уйрăмлăхне кура ăсталаççĕ. Малтан халăх тумне тишкереççĕ. Пуканене тумлантарма тĕрлĕ пусма-таварпа, шуçтанкăпа /блестки/, укçапа тата тĕрĕпе усă кураççĕ. Ку ĕçре Татьяна Шаркова ăстаçă палăрса тăрать.
Çак ĕçпе çамрăксем кăсăкланни те савăнтарать. Сăмахран, Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Анна Лаврентьевăна та çак йыша кĕртмелле. Маттур хĕр кăçал районти ăслăлăхпа практика конференцине «Чăваш тумлă пукане» ĕçпе хутшăнчĕ. Çавна май чылай «пикене» чăваш тумĕпе тумлантарчĕ. Паллах, ку ĕçре ăна асламăшĕ Евгения Петровна тата кÿршисем Марияпа Наталья Никифоровăсем пулăшнă. Мария Николаевна кĕпе-саппуна тĕрĕпе илемлетнĕ пулсан Наталья Владимировна тухья тунă. Аньăпа асламăшĕ вара пуканесене тумтир çĕлесе тăхăнтартнă. Сăмах май, ку тĕлĕшпе Евгения Петровна питĕ ăста. Унăн амăшĕ те пултаруллă пулнине калаççĕ ялта. Ăсталăх юнпа куçать теççĕ. Ахальтен мар Аня та асламăшĕнчен тĕрре-çĕвве вĕреннĕ. «Пукане тумĕсене çĕленĕ чухне эпĕ йĕтĕн пирпе усă куртăм. Хăшĕ-пĕрин кĕписене килте тĕртнĕ улача пиртен асаннепе пĕрле çĕлерĕмĕр. Йĕтĕн пир кĕпепе шăрăхра та, çиллĕ çанталăкра та лайăх. Унпа ĕçе кайма та, уява тухма та кăмăллă, — паллаштарать хăйĕн ĕçĕпе Аня. — Пукане валли тумтир çĕлеме килĕшет мана. Малтанласа ăна асаннепе хатĕрленĕ пулсан, халĕ кĕпе-саппун çĕлеме хам тĕллĕн те пултаратăп. Çак ĕç мана савăнăç кÿрет. Чăваш наци пуканийĕсем халăх тумĕ, тĕрри-çĕвви çинчен каласа кăтартаççĕ. Вĕсем — пирĕн пуянлăх». Малалла вулас...