Архив - 13 Мар, 2018

Дата

Валера Иванов Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипек ялĕнче çуралса ÿснĕ. Йышлă çемьери саккăрмĕш ача вăл.
Унăн пурнăçĕ çăмăл пулнă теме çук. Амăшĕ аллă çултан каçсанах çĕре кĕнĕ. Çемье туслă пулни йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшса пынă вĕсене. Ашшĕ те, аслисем те кĕçĕннисене ура çине тăратассишĕн тăрăшнă. Тăхăр ача тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ.

Сăмаха кил хуçалăхĕсенчен пухакан сĕтĕн хакĕнчен пуçлас килет. Нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕччен Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсенче ĕне усракансене кашни литршăн 12 тенкĕ çеç тÿлерĕç. Иртнĕ уйăхра сутлăх хака, 2017 çулхи раштав уйăхĕнчен пуçласа хăвăрт чакса пынăскере, патшалăх тата муниципалитет органĕсем пулăшнипе тытса чарчĕç. Вăл кăштах хăпарчĕ. Халĕ чи пĕчĕк хак 13 тенкĕ.

Республикăри хуçалăхсем çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хĕрсех хатĕрленеççĕ.

Ял хуçалăх организацийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çурхи тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 50,5 пин тонна /кирлĕ виçен 102,7 проценчĕ/ хатĕрленĕ. Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 47,9 пин тонна вăрлăха тĕрĕсленĕ, 66 процент /31,5 пин тонна/ кондицие ларнă.