Çур акине хатĕрленеççĕ
Республикăри хуçалăхсем çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хĕрсех хатĕрленеççĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çурхи тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 50,5 пин тонна /кирлĕ виçен 102,7 проценчĕ/ хатĕрленĕ. Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне 47,9 пин тонна вăрлăха тĕрĕсленĕ, 66 процент /31,5 пин тонна/ кондицие ларнă.
Иртнĕ эрнерипе танлаштарсан кондициллĕ вăрлăх калăпăшĕ 4 процент ÿснĕ. Ÿсĕм республикăри çичĕ районти хуçалăхсенче палăрнă. Лайăххисен шутĕнче — Çĕмĕрле /86 процент/, Патăрьел /81/, Тăвай /80/ районĕсем.
Вăрлăх тасатнă çĕрте хальхи вăхăтра 92 звено ĕçлет.
Комментировать