Ульха аппа

21 Мар, 2018

Ольга Родионовăна Алманчăсем кăна мар, таврари ялсенче пурăнакансем те лайăх пĕлеççĕ, çамрăксем ăна хисеплесе — Ульха аппа, аслă ăрурисем Ольга Григорьевна тесе чĕнеççĕ. Медицина сестринче 40 çул ытла тăрăшса çĕр-çĕр çынна эмелпе кăна мар, ырă канашпа та сипленĕ, вун-вун ентешĕн пурнăçне çăлса хăварма пултарнă.

Вăл Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Рункă ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1943 çулта ашшĕ фронтра пуç хунă хыççăн амăшĕ ачисене хăрах çунат айĕнче çитĕнтернĕ. 7 класс пĕтерсен Ульха тăван ялтан 8 çухрăмра вырнаçнă салари медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Пурнăç çулне çамрăк специалист тăван тăрăхрах пуçланă, каярахпа Чăваш хутлăхне куçса малтан Красномайск ялĕнчи сиплев учрежденийĕнче, унтан Ксыл-Чишмари ача çуратмалли çуртра ĕçлеме тытăннă.
— Пилĕк чÿречеллĕ йывăç çурт паян та куçран каймасть. Çав çулсенче пепкеллĕ пулнă çынсем мана халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Тутар-и вăл е чăваш-и — тĕл пулмассерен кашниех чĕререн тав тăвать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче пурнăç тулăх пулнă теме çук, çапах та çут тĕнчене пирĕн тăрăхра çуллен 60 çĕнĕ кайăкран кая мар килнĕ, çемьесенче 5-6-шар ача çитĕнтернĕ, — тет 89 çулти ветеран.
Сывлăх сыхлавçи хăйĕн тивĕçне чĕре хушнипе пурнăçланипе пĕрлех общество ĕçне те пуçаруллă хутшăннă: халăх ăна ял Канашĕн депутатне пĕрре кăна мар суйланă. Унсăр пуçне 20 çул ытла Хĕрлĕ хĕрес обществăн вырăнти организацийĕн хастарĕ пулнă, вăл ертсе пынă санитари посчĕ республикăра кăтартуллисенчен пĕри шутланнă. Тăрăшулăхне кура Ольга Григорьевна асăннă обществăн Мускавра иртнĕ çиччĕмĕш сћездне хутшăнма тивĕç пулнă. Вăл — хисеплĕ донор, тыл ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ.
Ольга Григорьевна — Алманчă кинĕ, çемье телейне Чăваш çĕрĕнче тупнă. Мăшăрĕпе Вениамин Кузьмич Родионовпа икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çывăх çыннисем амăшне, асламăшне, кукамăшне манмаççĕ, ватлăх кунĕсене телейлĕ тăвассишĕн хăйсен чун ăшшине парнелеççĕ, ăна пĕчченлĕхре хăвармаççĕ. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.