Архив - 2017

январь 27th

27 Янв, 2017

Пирĕн Мелани Агафья Лыкова пекех

Геологсем 1978 çулта, вертолетпа Хакас автономи облаçĕнчи сĕм тайга çийĕпе вĕçсе пынă чухне, юханшыв хĕрринчи тайлăмри пĕрене пӳртпе çĕрулми анине асăрханă. Цивилизацирен 250 çухрăмра çынсем пурăннине ăнланса уçланкăна анса ларнă.

27 Янв, 2017

Февральти революци халăха мĕн панă?

Сĕнтĕрвăрри хулинчи пирвайхи большевиксем /1917 ç./.
*Сĕнтĕрвăрри хулинчи пирвайхи большевиксем /1917 ç./.

Раççейри февральти буржуаллă-демократи революцийĕ çитес уйăхăн 27-мĕшĕнче Юлий календарĕпе киввипе 100 çул тултарать. Вăл çĕршывра тата чăваш хутлăхĕнче еплерех иртни çинчен республикăн патшалăх истори архивĕн директорĕн заместителĕ, истори наукисен кандидачĕ Федор Николаевич КОЗЛОВ каласа парать.

27 Янв, 2017

Эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай хăйĕн "Çуралнă çĕршыва" сăввинче çапла çырнă:

Тавах сире, мана çĕр ачине —
Поэт туса çитернĕ çĕр-шывсем:
Чĕлхемĕр хăватне шыра-шыра
Куçа хупмасăр ларнă каçăмсемшĕн,
Асапшăн, савăнăçшăн, тÿсĕмшĕн;
Хура кун-çуллă, тĕшмĕшпе пăтрашнă
Этемлĕх тĕпĕнчен çынлăхалла —
Ăспа çиçсе тăран тÿпенелле—
Çунат хушса çĕкленнĕ кăмăлшăн;
Хура тăпра çине çарран тăрса
Пĕрремĕш хут ура ярса пуснишĕн,
Тăвар сапса тыттарнă тертлĕ, тарлă
Ыраш çăкрин чи малтанхи чĕллишĕн,
Атте-анне чĕлхипеле каланă
Чи малтанхи сăмахшăн — тав! Тавах!

январь 26th

26 Янв, 2017

«Самант» журналăн 1-мĕш номерĕ пичетрен тухрĕ!

Алексей МОСКОВСКИЙ: Юрăпа кĕтсе илер. Пин-пин чăвашăн ĕçлĕ-хĕллĕ пурнăçне тарăн шухăшлă та пуян сăнарлă юрăсемпе илемлетекен юрăç — пирĕн хăна.

Чи тĕлĕнтермĕш çĕршыв. Ыйтăм-калаçу

Аслă поэт каçару ыйтрĕ. Петĕр Хусанкай çуралнăранпа — 110 çул

Тāван чěлхене, культурăна уйрăм çын аталантармасть, малашлăх-чăвашлăх халăх кăмăлěнче, чунěнче çунатланать. Вĕрентекен тĕпелĕ

26 Янв, 2017

Паха çимĕçĕн хакĕ те пысăк

Елчĕк районĕнчи Исемпел ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен Надежда Чермакова "Лого" программăпа Германире пĕр фермер патĕнче çур çул практикăра пулнă. Хăйĕн асаилĕвĕсемпе пире те паллаштарма килĕшрĕ вăл.

26 Янв, 2017

Турăшсем шăрçапа илемленеççĕ

"Сирĕн Сиккассинчи Барановсем патне çитсе килмелле. Иккĕмĕш сыпăкри шăллăм тивĕçлĕ канăва тухсан Комирен тăван ялне куçса килчĕ. Унăн мăшăрĕ — алă ăсти, темĕн тума та пĕлет. Нумаях пулмасть юбилейне паллă турĕ. Çавăн чухне манăн тăван пиччене те вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ турăш парнелерĕ. Ăна чăннипех мухтамалла ", — сăпайлăхне пытараймарĕ чăваш хĕрарăмĕ. Канаш районĕнчи Маяк ялĕнче пурăнакан Людмила Васильевна Косарева хăй каçсерен куç хупмасăр алă ĕçĕпе тăрмашман çын пекех калаçрĕ. Ун хыççăн çамрăк чухне мулинепе сахал мар тĕрĕ тĕрленине аса илчĕ. "Халĕ вара?.. — çине тăрсах калаçтарасшăн пултăм хĕрарăма. — Вĕтĕ шăрçапа тĕрлетĕр тенине илтрĕм".

26 Янв, 2017

Египет кактусĕ те çеçкере

Елчĕк районĕ вăрманпа пуян пулсан Раиса Онуфриевна Горшкова унта ÿсекен чечексемсĕр те пурăнаймастăп тетчĕ, ахăртнех. Ку тăрăхра уйсем ытларах пулнăран хĕрарăм хиртисене ытараймасть. Кĕтÿ кĕтме тухсан кашнине тимлĕ сăнать. "Мĕншĕн чечеке лармастăр? Вăхăт çитнĕ вĕт", — тесе хăшне-пĕрне тунинчен шаккаса та илет.

Страницы