Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай хăйĕн "Çуралнă çĕршыва" сăввинче çапла çырнă:
Мĕн каласшăн пулнă юратнă поэтăмăр çакăнпа? Ачалăх хыçа юлнăранпа вун-вун çул иртсен те тăван кĕтесĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕ, улăхĕ-çаранĕ, чĕвĕлти чăваш чĕлхийĕ, ял-йышĕ питĕ-питĕ хаклă пулнине мар-и? Тата вĕсен умĕнче хăйне ĕмĕрĕпех парăмлă туйнине, çак парăма поэт хăйĕн ĕçĕсемпе кăна саплаштарма пултарнине те мар-и?
Шупашкарта, Мускавра, Питĕрте пурăнать-и е тĕнче касса çÿрет-и — ĕмĕчĕпе, шухăш-кăмăлĕпе вăл яланах амăшĕпе, Сиктĕрмепе, ял-йышĕпе. Тĕлĕкĕнче вара Ĕнчĕ, Павар юханшывсем хĕррипе çÿрет, ял çумĕнчи вăрманта ача чухнехи пек лаша çитерет пулĕ, ытти ÿкерчĕк те куç умне тухса тăнах ĕнтĕ.
Тăван кĕтесĕ те хăйĕн ывăлне асран кăлармасть. Кăрлачăн 22-мĕшĕнче унта Сиктĕрме-Хусанкай, Элкел районĕ, Тутарстанпа Чăваш Ен пĕлтерĕшлĕ поэзипе кĕвĕ-çемĕ уявĕ иртрĕ. Ăна Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă. Атăлçи Пăлхар тăхăмĕсем пурăннă хутлăха Шурă Шупашкартан ЧР культура министрĕ Константин Яковлев ертсе пынă делегаци те хутшăнчĕ. Йышра — Петр Петрович мăшăрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, ывăлĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Атнер Хусанкай, ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев литературовед, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Светлана Асамат, Марина Карягина, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, çавăн пекех Галина Кĕмĕл, Елена Светлая, Светлана Гордеева поэтсем, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Надежда Кириллова, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев, ЧНК хастарĕсем, Чăваш тата Раççей халăх артисчĕ Петр Заломнов, Чăваш халăх артистки Людмила Семенова, эстрада артисчĕсем.
Хусантан та сумлă хăнасем пулчĕç: ТР культура министрĕн заместителĕ Гузель Нигматуллина, Тутарстан халăхĕсен Туслăх çурчĕн директорĕ, ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ирек Шарипов, Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Владимир Иванов, чăваш наци культура автономийĕ çумĕнчи Писательсен союзĕн председателĕ Николай Сорокин, ыттисем.
Сиктĕрме-Хусанкай
Ĕнчĕ шывĕ хĕррине вырнаçнă Сиктĕрме ялĕ /1981 çултанпа Хусанкай ятпа çÿрет/ пирки мĕн калама пулать-ха? Вăл Хусантан 140 çухрăмра ларать. Район территорийĕ 1726 тăваткал çухрăм йышăнать, унта хальхи вăхăтра 19439 çын пурăнать, çав шутра чăвашсем — 4458, тутарсем — 12502, вырăссем — 3003, ытти наци çыннисем — 105. Чăвашсем уйрăмах йышлă пурăнакан ялсем 17: Кивĕ Матак, Пасарлă Матак, Чăваш Пăрнаелĕ, Кивĕ Тахтала, Анат Качей, Борискино, ыттисем.
Районти 14 шкулта 819 чăваш ачинчен 689-шĕ тăван чĕлхене алла илет, вĕсенчен улттăшĕнче — предмет майĕпе. Йăхташсем пурăнакан хутлăхра 11 клуб, 10 вулавăш тата пилĕк фольклор ансамблĕ. Хусанкай ялĕ паян — Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕн общество культура центрĕ.
Ялти вăтам шкулта 84 ача пĕлÿ илет. Чăваш чĕлхипе литературине Наталия Чернова вĕрентет. Наталия Николаевна, Пăва районĕнчи Тутиелте ÿссе çитĕннĕскер, Теччĕри педагогика училищине пĕтерсен кунта килнĕ. Унтанпа 21 çул иртнĕ. "Садикре ачасемпе тăван чĕлхепе калаçманнипе шкулта вĕсене чăвашла вĕрентме кăткăслансах пырать, — тет вăл. — Пысăк мероприятисене, вĕренекенсен конференцийĕсене, слечĕсене, учительсен семинарĕсене Хусанкай музейĕнче ирттересси йăлана кĕнĕ".
Петĕр Хусанкайăн музейне 2002 çулта, Чăваш халăх поэчĕ çуралнăранпа 95 çул çитнĕ май, уçнă.
Петĕр Хусанкай тăван кĕтесĕ пирки ăшшăн çапла шăрçаланă: "Ĕмĕрлехех хамăн Сиктĕрмене тав тăватăп, унта эпĕ ахаль ĕçе пысăк ĕмĕтпе шайлаштарса пурнăçăн пĕрремĕш савăнăçĕпе пурнăçăн канăçсăрлăхне ăнлантăм, кашни ирĕклĕ сехете хаклама вĕрентĕм, гонорар пирки пачах пĕлмесĕр хăюсăр алăпа пĕрремĕш ансат йĕркесене çыртăм".
Эпĕ, çак йĕркесен авторĕ, поэта "савса сиктернĕ" Сиктĕрмере виççĕмĕш хут пултăм. Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче халăх поэчĕн 90 çулне паллă тума килнĕччĕ. Ун чухне ялта Петр Петровича лайăх астăвакансем чылайччĕ-ха. Вĕсенчен пĕри — Василий Казанковччĕ, поэтпа тăванлăскер. Василий Казанковпа Петр Петровичăн аслашшĕсем пĕртăван пулнă.
Василий Гаврилович пире Павар çырми хĕррине илсе çитернĕччĕ. Мĕншĕн Павар çырми тенĕ-ха? Авал унта сăра вĕретнĕ-мĕн. Тĕлĕнмелле, юханшыв хĕлле те шăнманччĕ, ун хĕррипе çăлкуçсем тапса тăраççĕ иккен. Пирвайхи ял Ĕнчĕ хĕрринче вырнаçнă пулнă. Унта тĕне кĕмен чăвашсем пурăннă. Ĕнчĕ çыранĕсем çĕмĕртпе, пилешпе, шĕшкĕ тĕмĕсемпе пуян. Сăпка сиктермелли хатĕре ытларах пилешрен тунă. Пилеш — турă йывăççи, вăл çимĕç парать, ун çумне шуйттан çыпăçмасть тенĕ.
Петĕр Хусанкай тăван ялĕнче юлашки хут 1968 çулта пулнă. Василий Казанков 50 çул тултарнине паллă тума хутшăннă. Икĕ тăван Ĕнчĕ хĕррипе, уй-хир тăрăх çÿренĕ, иртнине аса илнĕ. Чунĕ сиснĕ-ши тăван çĕршывне урăх килсе кураймасса. Халĕ Василий Казанков та пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ.
Музейре
Ял варринчи çĕнĕ капмар çурт умне пырса чарăнтăмăр. Сиктĕрме-Хусанкайри музей-комплекс пулчĕ ку. Унта Петĕр Хусанкай музейĕпе пĕрлех 100 вырăнлă клуб, библиотека вырнаçнă. Музейрен 50-60 метртах Петĕр Хусанкайăн килĕ пулнă вырăн. Халь çук ĕнтĕ кĕнекесенче тĕл пулакан улăм витнĕ çурт. Ун вырăнĕнче чăрăш чашкăрса ларать. Ĕнчĕ, Павар шывĕсем те инçе мар. Каçсерен лаша çитерме çÿренĕ вăрман та, пĕлÿлĕх тĕнчине çул уçнă шкул та.
Музей пÿлĕмĕ пысăках мар. Çапах та ăна йĕркелекенсем ăсталăхĕпе пуян содержаниллĕ тума май килнĕ. Пĕчĕк Петĕр Казанковăн ачалăхĕпе çав вăхăтри Сиктĕрме пурнăçне сăнлакан сăнÿкерчĕксемпе ытти документ та, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи йывăç çурт интерьерĕ те, вăрçăпа çыхăннă шăпа та, ун хыççăнхи пултарулăх çулĕсем те сăнарланнă кунта. Поэтăн бюсчĕ те, амăшĕпе хăйĕн портречĕсен копийĕсем те, çавăнпа пĕрлех Петĕр Хусанкайăн ĕç кабинечĕ те, Хусанкайсен çемйипе паллаштаракан стенд та кунта килнĕ çынна тыткăнлаççĕ.
Музей ертÿçи Олег Мурзин хăнасене музейпа тĕплĕн паллаштарчĕ. 15 çул хушшинче унта 50 пин ытла çын пулса курнă. Тутарстанри чăваш шкулĕсем слета сакăр хут пуçтарăннă. Чи лайăх вĕренекен шкул ачисене те кунтах чыслаççĕ.
Олег Витальевич Петĕр Казанкова илемлĕх, пултарулăх тĕнчине çул уçса панă Наталья Яковлева вĕрентекен пирки ырăпа аса илчĕ. Н.Я.Яковлева маларах Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкулта ĕçленĕ, Иван Яковлев çутта кăларуçăн ĕçри юлташĕ пулнă, 1918 çултанпа Сиктĕрмере вăй хунă. Тăван тата вырăс чĕлхисене питĕ лайăх пĕлнĕ. Тургенев, Короленко тата шкул программине кĕртнĕ ытти классикăн калавĕсене чăвашла куçарнă. Петр Петровича та вĕрентнĕ вăл. "Граждан вăрçи пыратчĕ. Йĕри-тавра юхăнчăклăх. Сивĕ, çурма тĕттĕм шкулта вăл пирĕнпе хăйĕн "Бежин улăх" инсценировкине е "Нарспи" поэмăна репетици тăватчĕ. Эпир вĕсене шкул каçĕсенче кăтартаттăмăр," — çапла аса илнĕ П.П.Хусанкай.
Чыслав
Музейпа паллашнă хыççăн хăнасем клуба куçрĕç. Ял çыннисем кĕтсе ларатчĕç ĕнтĕ вĕсене. Чи малтанах ТР культура министрĕн çумĕ Гузель Нигматуллина сăмах илчĕ:
— Чăвашсем Тутарстан çĕрĕ çинче авалтанпах пурăнаççĕ. Тутар халăхĕпе çĕр-çĕр çул юнашар пулнăран вĕсен чĕлхи, культури, йăли-йĕрки, кун-çулĕ çывăхланнă, тăванланнă. Çавăнпах пулĕ тутарсем чăвашсен Уяв праçникне питĕ юратаççĕ, Акатуй мĕн иккене лайăх пĕлеççĕ. Эпир "Чăваш шăпчăкĕ" юрă фестивальне кăмăлласа итлетпĕр, "Чăваш пики" конкурс та килĕшет пире, Нарспи сăнарĕ вара пире питĕ çывăх.
Петĕр Хусанкая та хамăрăн тетпĕр. Тутарстан çĕрĕ çинче çуралса ÿснипе кăна мар, унăн произведенийĕсенчи тĕп шухăшсем, философи тĕлĕшĕнчен питĕ тарăнскерсем, пур халăхшăн та культура еткерлĕхĕ пулса тăраççĕ. Юнашар пурăнакансен чи хаклă пулăмĕсемпе саманчĕсене, çыннисене пĕлсе тăни тата вĕсене хисеплени — республикăри халăхсен хушшинчи туслăхăн, тăнăçлăхăн тĕп никĕсĕ, — терĕ Гузель Азатовна.
Элкел муниципалитет районĕн пуçлăхĕ Александр Никошин хăйсен ентешĕсем, вĕсем ăçта пурăнсан та, çуралнă кĕтесне манса кайманшăн, унăн ятне çĕкленишĕн хĕпĕртенине палăртрĕ. "Петĕр Хусанкай пултарулăхĕ иксĕлми, вăл унпа хăйне кăна мар, тăван ялне, района, республикăна чыс кÿчĕ", — терĕ Александр Федорович. Вăл поэт ялĕ юлашки 15 çул хушшинче мĕнле улшăнса пыни пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Чăнах та, çак тапхăрта калама çук пысăк ĕçсем пулса иртнĕ кунта. 15-20 çул каялла Сиктĕрме хуçалăхĕ юхăнса çитнĕччĕ, шкул та иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех туса лартниччĕ, клуб вара 30-мĕш çулсенче хупнă чиркÿ çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Ялта ĕç çуккипе çамрăксем унта юлманпа пĕрехчĕ. Кунта тахçантанпах ĕçленĕ больница та хупăннăччĕ, арçынсенчен чылайăшĕ "симĕс çĕлен" ытамне çакланнăччĕ.
Çакăн пек ÿкерчĕк, чуна ыраттараканскер, ял çыннисене те, район ертÿлĕхне те шухăшлаттарнă ĕнтĕ. Петĕр Хусанкайăн çывăх тăванĕ Иван Казанков, Сиктĕрме ялĕнче ÿссе çитĕннĕскер, 1974 çултанпа Мари Элти "Звениговский" хуçалăха ертсе пыраканскер, "Хисеп Палли", Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ, кунти хуçалăха хăйĕн хÿттине илнĕ. Çак тапхăрта çĕнĕрен чăмăртаннă "Хузангаевское" хуçалăхра ĕçлекенсен шучĕ 334 çынна çитнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх — 10 пин пуç, сăвакан ĕне — 700 пуç, вĕсем валли тăватă çĕнĕ ферма туса лартнă. Специалистсем валли тăватă хваттерлĕ çурт çĕкленĕ. Ĕçлекенсен вăтам çулĕ — 39 çул. Яла каялла таврăннă çамрăксен урамĕнче 35 çурт ÿссе ларнă. Хуçалăха 32-ри Евгений Чугунов ертсе пырать. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăх Алексеевское тата Спас районĕсенчи çĕрсене те арендăна илнĕ.
Сиктĕрмере комбикорм завочĕ, выльăх пусса тирпейлекен, хĕвелçаврăнăш çăвĕ хатĕрлекен цехсем ĕçлеççĕ. Иртнĕ çул хуçалăхра вăй хуракансен вăтам ĕç укçи 24,248 тенкĕпе танлашнă.
Пĕлтĕр Сиктĕрмере Расческовăн районсен хушшинчи куç хирургийĕн центрĕ ĕçлеме пуçланă. Çак тапхăрта ялти тата районти 5 пин çын хăйĕн куçне тĕрĕслеттерме тата пĕр пинĕшĕ операци тутарма ĕлкĕрнĕ те.
Темиçе çул каялла çеç туса лартнă шкул малашне "тăвăр" пулĕ теççĕ, çавăнпа пысăкраххине, 300 ача вырнаçмаллине хăпартма тĕв тытнă. Кунта вара ача сачĕ уçасшăн, хальхи вăхăтра 25 вырăнлă садике 35 шăпăрлан çÿрет иккен.
Тăван ялне çĕнетме Иван Казанков пурĕ 4,5 миллиард тенкĕ укçа хывнă.
ЧР культура министрĕ Константин Яковлев ял çыннисене паллă пулăмпа саламланă май Петĕр Хусанкай ятне упраса хăварас тĕлĕшпе Чăваш Енпе Тутарстанра пысăк ĕçсем туса ирттернине палăртрĕ. Иван Иванович Казанков ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ, унра Хусанкай кăмăлĕ, ăнтăлăвĕ пур терĕ. Константин Геннадиевич шухăшĕпе, ял çыннисем валли тепĕр клуб, пысăкраххи, кирлĕ, хальхипе вара музей усă курĕ. Вăл çавăн пекех Шупашкарпа Сиктĕрме хушшинче туризм маршручĕ йĕркелени икĕ енĕшĕн те усăллă пулнине асăнчĕ. Министр Петĕр Хусанкай музейĕн ертÿçине Олег Мурзина, Элкел муниципалитет районĕн пуçлăхне Александр Никошина ЧР Культура министерствин Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Поэт мăшăрĕ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина Петĕр Хусанкая манманшăн, асăнса пурăннăшăн ял халăхне тав турĕ, "Хусанкай çакна тивĕçлĕ", — терĕ. Вăл "Тилли юррисем" ярăмри йĕркесене вуланă чух залра пĕр хушă шăплăх хуçаланчĕ, унтан тăвăллăн алă çупрĕç.
Петĕр Хусанкайăн ывăлĕ Атнер Хусанкай: "Аттен çывăх тăванĕсене курма питĕ хумхануллă, Хусанкайăн поэзийĕн çăлкуçĕ çакăнта, — çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне. — Хăй пирĕнпе мар пулсан та сăмахĕ чĕрĕ, поэзийĕ хăватлă, сывлăшĕ уçă. Ман шухăшăмпа, унăн вуламалли , астуса юлмалли сăввисем сахал мар. Вăл самана сасси пулнă. 20-мĕш çулсем — наци тапранăвĕ, сăввисенче ăна сăнланă, унтан — репресси, хăй те икĕ çул тĕрмере ларнă, вăрçă витĕр тухнă. Кайран — 50-мĕш çулсенче — тĕрлĕ çĕршывра пулса курнă. Тĕнче ăна чăваш ячĕпе йышăннă. Пире çыхăнтараканни — пирĕн чĕлхе, сăмах, пĕр-пĕрне чунпа туйни, тĕл пулса калаçни. Çаксем — Хусанкай халалĕсем".
Тĕлпулура ЧР Профессионал писательсен союзĕн председателĕ Геннадий Максимов çак кунсенче республикăри вулавăшсенче Хусанкай ячĕпе поэзи каçĕсем, куравсем, "çавра сĕтелсем" иртнине пĕлтерчĕ. "Чăваш халăхĕ Петĕр Хусанкая манман, манас та çук, — терĕ. — Петр Петрович чăваш литературине тĕнчене кăларнă, хăй ытти халăхсен ĕçĕсене тăван чĕлхене куçарнă. Шупашкарта унăн бюсчĕ пур-ха, анчах çакă çеç çителĕксĕр, палăкнех лартмалла. Çакăншăн пирĕн питĕ тăрăшмалла".
Сăмах илекенсем татах пулчĕç: Ирек Шарипов Тутарстанри чăваш наци культура автономийĕ республикăри çавăн пек 36 пĕрлĕх хушшинче лайăххисен йышĕнче пулнине, Валери Туркай хăйĕн пултарулăхĕнче Хусанкай вышкайсăр пысăк вырăн йышăннине, Валерий Клементьев Чăваш наци конгресĕ халăх поэчĕн тĕллевĕсене паян та пурнăçа кĕртсе пынине палăртрĕç. Кĕвĕ-çемĕ ăстисем залра ларакансене илемлĕ сассисемпе тыткăнларĕç.
Çыхăнусем татах çирĕпленĕç
Çапла калама шанчăк пур. Чăваш Ен поэчĕсемпе артисчĕсем Сиктĕрме хыççăн Элкел район центрне — Пасарлă Матака — çул тытрĕç. Черетлĕ тĕлпулу кунти культура çуртĕнче иртрĕ. Унăн пĕлтерĕшлĕ саманчĕ — ЧР культура министрĕ Геннадий Яковлев тата Элкел муниципалитет районĕн пуçлăхĕ Александр Никошин культурăпа искусство енĕпе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен алă пусса çирĕплетнĕ килĕшÿ.
Ун хыççăн сцена çине артистсем, поэтсем тухрĕç. Паянхи поэтсем — Хусанкайăн калчисем — вĕрентÿçин вилĕмсĕр йĕркисене чуна пырса тивмелле вуларĕç:
Надежда СМИРНОВА.
Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем
Комментировать