Комментировать

27 Янв, 2017

Февральти революци халăха мĕн панă?

Сĕнтĕрвăрри хулинчи пирвайхи большевиксем /1917 ç./.
*Сĕнтĕрвăрри хулинчи пирвайхи большевиксем /1917 ç./.

Раççейри февральти буржуаллă-демократи революцийĕ çитес уйăхăн 27-мĕшĕнче Юлий календарĕпе киввипе 100 çул тултарать. Вăл çĕршывра тата чăваш хутлăхĕнче еплерех иртни çинчен республикăн патшалăх истори архивĕн директорĕн заместителĕ, истори наукисен кандидачĕ Федор Николаевич КОЗЛОВ каласа парать.

Патша тронран кайнă

— 1917 çулхи нарăс уйăхĕнче мĕншĕн революци пулнă?

— Империе ун патне илсе çитернĕ тĕп сăлтавсенчен пĕри — Пĕрремĕш тĕнче вăрçи /1914-1918 çç./. Патша монархийĕ нумай миллион çынна лашисемпе, ут хатĕрĕсемпе пĕрле тăнăç пурнăçпа ĕçрен татса хаяр та юнлă вăрçа явăçтарнă, завод-фабрикăна, ял-хулана ĕçлекенсĕр хăварнă. Çавна пула тумтир, атă-пушмак, ытти тавар çителĕклĕ туса кăларайман, хресченсем апат-çимĕçпе хула халăхне мар, хăйсене те туллин тивĕçтереймен. Çар валли ялсенче тырă, аш, çăмарта, лаша, ыттине нумай пуçтарнă. Паллах, ку хресчене килĕшмен. Чылай кĕпĕрнере çынсем выçăпа касăхнă.

— Революци умĕнхи лару-тăрупа паллаштармăр-и?

— Раççей промышленноçĕ пуринчен ытла хĕç-пăшал хатĕрленĕ. Офицерсемпе салтаксем Австри-Венгри, Германи çарĕсемпе виçĕ çул ытла çапăçса юн тăкнă, темиçе миллион çын çапăçу хирĕнче пуç хунă. Чаçсенче вăрçа чарса лартасси çинчен сăмах сарнă. Кивĕ хĕç-пăшал тăшмана хăвăрт тĕп тума май паман, снаряд-патрон çитмен. Патша çарĕ тĕлсĕр-мелсĕр çапăçнă. Вăл мĕншĕн пысăк çухату тӳснине салтаксем ăнланман, хăйсене киле ярасса кĕтнĕ.

— Революци хăçан пуçланнă?

— Ун умĕн çĕршыври тĕрлĕ хулара забастовка-митинг пайтах иртнĕ. Вĕсене хутшăннисем монархи влаçĕ умне политика требованийĕсем тăратман, хăйсене апат-çимĕçпе, тумтирпе лайăхрах тивĕçтерме ыйтнă. Нарăсăн 23-мĕшĕнче çав лозунгсемпе Петроград урамĕсемпе утса тухнă. Вĕсене полици хăваласа салатман. Çынсем асăннă лозунгсемпе куллен тĕп хулара пуçтарăннă. Иккĕмĕш Николай патша 26-мĕшĕнче колоннăри çынсене хӳтерсе салатма офицерсемпе салтаксем янă. Вĕсем пăшалтан пемен, хуптĕрлес вырăнне демонстрантсен енне куçнă, вĕсемпе пĕр шухăшлă пулса патшаран халăх пурнăçне лайăхлатма ыйтнă.

— Февральти революцие Ленин ертсе пынă РСДРП /б/ пысăк витĕм кӳрейнĕ-и?

— Çук. Вăл хăйне 1917 çулхи октябрьте çеç хĕç-пăшаллă пăлхав йĕркелеме пултарнине кăтартса панă. Февральтине эсерсем, октябристсем, большевиксем, ыттисем халăха тăрантарас, тумлантарас, влаçран лайăхрах ыйтас тĕллевпе хутшăннă. Рабочисене, хресченсене, салтаксене социаллă ыйтусене татса парас ĕмĕт чăмăртанă. 23-26-мĕшĕсенче вĕсем монархие кăклас тĕллев лартман. Çапах та пăлхав /восстание/ Иккĕмĕш Николая 27-мĕшĕнче тронран каясси патне илсе çитернĕ. Раççей патши хăйĕн ирĕкĕпе вырăнтан тухни унччен пĕрре те пулман.

Вăхăтлăх влаç — вăхăтлăха

— Çĕршыв ăçталла çул тытнă?

— Патшалăх Думи обществăра йĕрке тăвас тĕллевпе влаç органĕсемпе çыхăну йĕркелекен комитет туса хунă, ăна октябристсен /сылтăмри либералсен, 1906 çулта йĕркеленнĕ/ партийĕн ертӳçи М.Родзянко депутат ертсе пынă. Малтан Петроградра, каярахпа пĕтĕм çĕршывра рабочисен, хресченсен, салтаксен депутачĕсен совечĕсене суйланă. Патшалăхăн икĕ органĕ пĕр-пĕрне пăхăнман, хăйсен умне лартнă тĕллевсене уйрăммăн пурнăçланă. Комитет пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Вăхăтлăх правительство йĕркеленĕ. Унăн председателĕ пулма Г.Львов кнеçе çирĕплетнĕ.

— Правительствăна камсене кĕртнĕ?

— Либералсене /октябристсене, кадетсене, ыттисене/. Петроград совечĕ çĕршывра революцие сарма йыхăракан депутатсене, вăл шутра хăшпĕр большевика, пĕрлештернĕ. Львов регионсене Вăхăтлăх правительство йĕркеленине пĕлтернĕ, кĕпĕрнесен, уессен, вулăссен, ялсен комиссарĕсене çирĕплетме ыйтнă. Ку ĕçе Петроградри совет хутшăнман. Унăн хушăвне чăвашсем пурăннă Хусанпа Чĕмпĕр кĕпĕрнисенче пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче илнĕ.

— Çĕнĕ хыпара епле йышăннă?

— Патшалăхăн çĕнĕ органĕсене йĕркелемен. Малтанхи тытăмсен ячĕсене улăштарнă çеç. Шупашкар, Етĕрне, ытти хула уесĕсен, вулăссен, ялсен комиссарĕсене уйăрса лартнă. Полицирен милици туса хунă. Унта ĕçлеме вырăнти халăх суйланă çынсене юридицин ятарлă пĕлĕвĕсĕрех çирĕплетнĕ. Милици органĕсене ертсе пыма интеллигенцирен тухнисене полици стажĕ çуккине, çар хĕсметĕнче пулманнине пăхмасăрах шаннă.

— Çав кунсенче В.Ленин ăçта пулнă?

— Раççей тулашĕнче. Вăл тӳр­ремĕнех революцие хутшăнман. Ăна РСДРП /б/ членĕсем урлă витĕм кӳме тăрăшнă. Çĕршыва 1917 çулхи октябрьти революци умĕн çеç таврăннă. Чăвашри комиссарсен хушшинче, рабочисен, хресченсен, салтаксен совечĕсенче пĕр большевик та пулман. РСДРП /б/ членĕсем хăйсен хастарлăхне вĕсенче каярахпа кăтартнă. Сăмахран, большевиксен Хусанти организацийĕн витĕмĕпе Шупашкар совечĕн депутачĕ К.Грассис латыш 1917 çулхи май уйăхĕнче РСДРП /б/ членĕ пулнине пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн унпа ытти депутат хушшинче хирĕçӳ тухнă.

— Вăл мĕнпе вĕçленнĕ?

— Совет ĕçне йĕркелеме чăрмантарнăшăн хула совечĕн председательне Грассиса тата юлташĕсене тĕрмене хупнă.

Пухăва салатса янă

— Чăвашсен совечĕсене ытти парти представителĕсене суйланă-и?

— Вĕсенче эсерсемпе, социал-демократсем те пулнă. Улатăрта хула советне, çар чаçĕсен пĕрлехи советне тата унта саппасра тăнă кашни чаç советне суйланă. Пĕрремĕшĕнче рабочисем, иккĕмĕшĕнче ытларах офицерсем, виççĕмĕшĕнче салтаксем чăмăртаннă. Офицерсем çара тумтирпе, апатпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене пĕрремĕш вырăна кăларнă, салтаксене кулленхи пурнăçа лайăхлатасси кăсăклантарнă. Çав хире-хирĕçлĕх икĕ совета самаях тавлаштарнă. Салтаксем офицерсен пĕр ушкăнне арестлесе явап тыттарма Хусана ăсатнă. Чăн та, унтан çийĕнчех Улатăра тавăрнă, хирĕçĕве тишкернĕ те салтаксене вăхăтлăха арестленĕ. Тĕрĕслеве пĕтĕмлетсе вĕсене те ирĕке кăларнă. Часах хирĕçекен ушкăнсене урăх кĕпĕрнесене ăсатнă.

— Вак халăхсен представителĕсене советсене кĕртнĕ-и?

— Кĕртнĕ. Сăмахран, чăвашсем Шупашкар, Етĕрне, Çĕрпӳ хулисенне депутатсен йышĕн çурри чухлĕ е ытларах та суйланнă. Чăвашсен Раççей патшалăхĕнчи историйĕнче кун пек тĕслĕх асăрхамастпăр. Ку февральти революци этноссене влаç органĕсене суйланма ирĕк панине çирĕплетет. Вĕсем ыйтнипе советсем наци-автономи пĕрлĕхĕсем йĕркелеме право панă.

— Атăл тăрăхĕнчи халăхсем çĕнĕ влаçран тата мĕн ыйтнă?

— Хусанта иртнĕ съездсем вĕсен наци-автономийĕсене тума йышăннă. Большевиксем 1918 çул хыççăн ирттернĕ форумсен делегачĕсене обществăри классенчен пуçтарнă. Октябрьччен вĕсене çынсен тĕрлĕ сийĕнчен пухнă. Паллах, çакă нацисене общество форумĕсене хутшăнма ирĕк панине çирĕплетет. Вĕсене чиркӳ çыннисене те явăçтарнă. Вырăсла тата чăвашла калаçакан священниксен хушшинче кĕлĕсене мĕнле чĕлхепе ирттересси пирки тавлашу пынă. Пĕрремĕшсем кирек хăш чиркӳре те вырăсла, иккĕмĕшсем чăваш прихучĕсенче тăван чĕлхепе йĕркелеме ыйтнă. Чăвашсен Хусанта тата Чĕмпĕрте иртнĕ съезчĕсем вырăсла çеç калаçакан пупсене тăван чĕлхене пĕлекеннисемпе улăштарма ыйтнă. Анчах кадрсем çитмен пирки тĕллеве кĕске хушăра пурнăçлайман.

— Съездсем мĕнле йышăнусем кăларнă?

— Халăхăн пысăк пайĕ маларах суйланă Патшалăх Думин депутачĕсем татăклă улшăнусем тăвасса шанман. Çавăнпа регионсем Раççейĕн Йĕркелӳ Пухăвне /Учредительное Собрание/ ирттерсе халăхăн суйлакан органне çĕнĕрен йĕркелес ыйтăва татса пама ыйтнă. Ăна Октябрьти революци умĕн çирĕплетнĕ, Ленин ертсе пынипе большевиксем 1918 çул пуçламăшĕнче салатса янă. Вăл нимех те туса ĕлкĕреймен. Йĕркелӳ Пухăвне чăвашсен малтанхи юрисчĕсенчен пĕрне, эсерсен тĕллевĕсене йышăннă С.Николаева та кĕртнĕ. Ăна Атăл тăрăхĕнчи халăхсен съезчĕ суйласа янă. Эсерсен çулĕ çинче тăнăран унăн 1918 çулта Раççейрен кайма, пурнăçне эмиграцире ирттерме тивнĕ.

«Переворот-и» е революци-и?

— Большевиксен 1917 çулти советсенчи йышне мĕнле хаклатăр?

— Вăл питĕ пĕчĕк пулнă, Вăхăтлăх правительствăна итлеттереймен. Петроградпа Мускавра пулса иртнĕ Октябрьти революци çинчен провинцисенче çынсем темиçе кунран е эрнерен çеç пĕлнĕ, вăл регионсене сарăлман. Большевиксем советсене 1918 çулăн иккĕмĕш çурринче кăна йышлăнрах лекнĕ. Унччен советсенче эсерсем тĕп вырăн йышăннă. Малтанхи тапхăрта вĕсем тата большевиксем пĕр турта хушшине тăнă. Çĕршывăн Халăх Комиссарĕсен Советне эсерсене те кĕртнĕ. Большевиксем вĕсене влаç органĕсенчен кăларса репресси пуçласан пысăк пайĕ Раççейрен урăх çĕршывсене пурăнма куçнă.

— РСДРП /б/ халăхра ытларах сасă пухма тытăннине мĕнле ăнлантармалла?

— Вăл çынсене çывăх лозунгсене пĕрремĕш вырăна кăларнă. Сăмахран, «Заводсемпе фабрикăсене — рабочисен аллине», «Çĕре — хресченсене!», «Пĕтĕм влаçа — советсене!». Çак чĕнӳсене халăхра РСДРП /б/ сасси обществăра пач илтĕнмен чухнех сарнă. Советсем ĕç тăвакан влаç вертикальне йĕркеленĕ. Вăхăтлăх правительство социаллă ыйтусене татса парайман, Йĕркелӳ Пухăвне кая юлса ирттернĕ. Çак тата ытти сăлтавсене пула правительство хисепрен тухнă. Экономикăпа социаллă пурнăçра çивĕч ыйтусем хушăнсах пынă. Социалистсен сулахай енчи вăйĕсем тĕп хуласенче кĕркуннехи революциччен йĕркеленсе çитнĕ.

— Большевиксем октябрьте влаçа «переворот» туса илнĕ теççĕ. Кун пирки мĕн шухăшлатăр?

— «Раççей влаçĕ ун чухне ура айĕнче йăраланса выртнă. Большевиксем ăна пуçтарнă та илсе кайнă», — тенĕччĕ паллă тĕпчевçĕ. Иккĕмĕш Николай февральте тронран кайсан Вăхăтлăх правительство çĕршыва йывăрлăхран кăларасса халăх шаннă. Анчах вăл сăмаха тытайман, халăх хисепĕнчен тухнă. Правительство унран çав-çавах налук, фронт валли апат-çимĕç пухнă, «Нимĕçсемпе çĕнтеричченех çапăçмалла!» лозунга пăрахăçламан. Демократи никĕсне хывассипе пысăк ĕç тунипе, çынсем хăйсен шухăшне хаçатсем урлă е ытти майпа пĕлтерме, советсене суйланма, влаç органĕсене ĕçе кĕме пултарнипе пĕрлех экономика начарлансах пынă, салтаксем фронтран тарнă, хресченсем выçăпа аптранă. Вăхăтлăх правительство тата советсем çĕршыва путлăхран туртса кăлармаллине пĕле тăркач вăйсене пĕрлештерсе экономикăра, социаллă пурнăçра ӳсĕм тăвайман. Йĕрке тума фронтран Петрограда васкаса çитнĕ Л.Корнилов генерал çарне салатма çеç пĕрлешнĕ.

— Ленин çĕршыва чикĕ леш енчен революци ирттерме килнĕ. Вăл «переворот-и?»

— Ăна тĕрлĕрен хаклаççĕ. Ок­тябрьти революци хыççăн влаç тытăмĕсем тĕпрен улшăннă. Унччен çавнашкал çĕнелни нихçан та пулман. Патшалăх влаçне советсен аллине панă. Вĕсем йĕркеленĕ Халăх Комиссарĕсен Совечĕсем çĕршыври пĕтĕм ыйтусене татса пама тытăннă. Чăн та, октябрьти революцие «переворот» теме пулать. Февральти революцие çапла калаймастăн. Октябрьте патша тронран кайман. Ленин çынсен пысăк ушкăнне легитимлă Вăхăтлăх правительствăна хирĕç хĕç-пăшаллă пăлхава çĕклесе, ăна влаçран сирсе паянхи пек каласан «конституцие хирĕçле ĕçсем» тунă, большевиксем влаçа çапла килнĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

калаçнă

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.