Египет кактусĕ те çеçкере

26 Кăрлач, 2017

Елчĕк районĕ вăрманпа пуян пулсан Раиса Онуфриевна Горшкова унта ÿсекен чечексемсĕр те пурăнаймастăп тетчĕ, ахăртнех. Ку тăрăхра уйсем ытларах пулнăран хĕрарăм хиртисене ытараймасть. Кĕтÿ кĕтме тухсан кашнине тимлĕ сăнать. "Мĕншĕн чечеке лармастăр? Вăхăт çитнĕ вĕт", — тесе хăшне-пĕрне тунинчен шаккаса та илет.

Курнавăш ял библиотекинче 34 çул тăрăшакан хĕрарăм чечексĕр пурăнаймасть. Чи юратни кĕл чечек пулнине пытармасть Раиса Горшкова, анчах унăн килĕнче те, ĕç вырăнĕнче те темĕн тĕрли çитĕнет — ялан çеçке çуракан /вечноцветущая\ бегони таранах. Унсăр пуçне хĕл варринче чÿрече анинчи кактуссем тĕрлĕ тĕспе хĕмлентерни те тĕлĕнтерет. Çак йĕплĕ чăмăрккасем кăна 28 сорт. Вĕсем сайра хутра çеç çеçке кăларнăран Раиса Онуфриевнăна телейлĕ теççĕ. Ара, кактус кашни çынна тата çулсерен чечекпе савăнтармасть-çке. Ытла ачаш та мар. Ытти ÿсентăран пек çулçине тăкмасть, ялан тасатмалла мар.

Хăйĕн ĕмĕрĕнче хĕрарăм пÿлĕмре те, пахчара та пиншер чечек çитĕнтернĕ. Хунав яманнине, шăтса тухманнине астумасть. Ахальтен мар иртен-çÿрен унăн çуртĕнчен куç илмест. Илеме пурте курасшăн. Раиса Горшкова пÿлĕмре ÿстерекен чечексем халĕ пурне те савăнтараççĕ. Чăваш ялне таçти инçетрен лексен те тымар яраççĕ. Акă кактуссене хĕрарăм ятарласа шыраман. Ĕçпе Елабугăна е çĕршывăн ытти регионне кайнă — çавăнтан илсе килнĕ, ăнсăртран лавккара курнă — туяннă. Египетран пĕрле çитнĕ кактус та чиперех ĕрченĕ. Ытарми илем ăшне путнăскерсен йĕппи те палăрмасть.

Йăрăс пÿллĕ, пуринпе те тарават хĕрарăм хăй те чечек пекех. Çĕр çинче çут çанталăкран асли, ăсли пулманнине ăна килтисем мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе çитĕнтернĕ. Халĕ те амăшĕн сăмахĕсене асра тытать чечек ăсти.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.