Турăшсем шăрçапа илемленеççĕ

26 Янв, 2017

"Сирĕн Сиккассинчи Барановсем патне çитсе килмелле. Иккĕмĕш сыпăкри шăллăм тивĕçлĕ канăва тухсан Комирен тăван ялне куçса килчĕ. Унăн мăшăрĕ — алă ăсти, темĕн тума та пĕлет. Нумаях пулмасть юбилейне паллă турĕ. Çавăн чухне манăн тăван пиччене те вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ турăш парнелерĕ. Ăна чăннипех мухтамалла ", — сăпайлăхне пытараймарĕ чăваш хĕрарăмĕ. Канаш районĕнчи Маяк ялĕнче пурăнакан Людмила Васильевна Косарева хăй каçсерен куç хупмасăр алă ĕçĕпе тăрмашман çын пекех калаçрĕ. Ун хыççăн çамрăк чухне мулинепе сахал мар тĕрĕ тĕрленине аса илчĕ. "Халĕ вара?.. — çине тăрсах калаçтарасшăн пултăм хĕрарăма. — Вĕтĕ шăрçапа тĕрлетĕр тенине илтрĕм".

Ун алли витĕр тĕлĕнмелле илемлĕ турăшсем тухаççĕ. Людмила Косарева 36 çул больницăра медицина сестринче вăй хунă. Йывăр ĕçре пилĕк авман тетĕр пулĕ-ха. Йăнăшатăр. Ун чухне хальхи пек пĕр хутчен усă курмалли шприцсем пулман. Шыв вĕретсе çума, ун хыççăн сивĕ шывпа темиçе хут чÿхеме тивнĕ. Çавăнпа хĕрарăм аллине полиартрит чирĕ нушалантарнинчен тĕлĕнмелле мар. Унсăр пуçне 4-5 çухрăмри яла çил-тăманра та çуран çÿренĕ. "Малтан сумкăна çырма тепĕр енне ывăтаттăм. Ун хыççăн пăр айĕнчи шыва путасран шикленсе хам хырăмпа шуса каçаттăм", — аса илчĕ хĕрарăм.

Ашшĕ колхоз председателĕ пулнăран ачисене çуллахи каникулта пĕр кун та килте лартман. "Сирĕн ыттисене тĕслĕх кăтартмалла", — тесе аслисемпе пĕрле ĕçе хăваланă. Мĕн пĕчĕкрен хĕр çурлапа тырă вырма, кĕлте çыхма, çавапа пăрçа çулма вĕреннĕ. Шкулта спортпа туслашнă, çăмăл атлетикăна кăмăлланă, çÿллĕшне, тăршшĕне сикнĕ, йĕлтĕрпе чупнă. Вĕсен çемйинче ку енĕпе пурте пултаруллă пулнă. Çавăнпа хăй вăхăтĕнче профессиллĕ спорта çул тытманшăн, çапла тума никам та сĕнÿ паманшăн вăхăтăн-вăхăтăн ÿкĕнет те Людмила Косарева.

Ара, халĕ те 5-6 çухрăмри Шелттем ялĕнче пурăнакан хĕрĕ патне вăрман хĕррипе çуранах утать. Хăйсемпе юнашар пурăнакан ывăлĕн çемйине те мăшăрĕпе Ной Архиповичпа пĕрле пулăшсах тăрать. Шел, кĕçĕн ывăлĕ çамрăкла, 24 çултах, сарăмсăр пурнăçран уйрăлни ашшĕпе амăшне паянхи кун та кулянтарать. Ной Архипович, ĕмĕр тăршшĕпе киномеханикра тăрăшнăскер, ку енĕпе Польшăра та ĕçленĕскер, çакна пулах чире кайнă. Ахăртнех, йывăр çухату Людмила Васильевнăна та вĕтĕ шăрçапа турăшсем тĕрлеме хистенĕ.

Шăпах Сиккассинчи тăванĕн ал ĕçĕсене кура хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслеме шухăшланă вăл. "Тĕрлеме çамрăк чухнехи пек çăмăл мар. 67 çулта куç витĕр курмасть. Вĕтĕрех шăрçасене лупа витĕр пăхса йĕппе тиретĕп", — тет хĕрарăм. Тепĕр чух хăйне шеллесе ку ĕçе урăх алла тытмастăп тет. Анчах хĕллехи каçсене мĕнле ирттерĕн? Ыйхă килменрен вырăн çинчен тăрать те кĕнеке вулама пуçлать. Мăнукĕсем ăна шкул библиотекинчен илсе килсе параççĕ. Часах унта вăл вуласа тухман чăвашла кĕнеке те юлмĕ. Хаçат-журналпа та туслă. Кăшт вăхăт иртсен Людмила Косарева каллех турăшсем патне таврăнать. Канаш хулине вĕтĕ шăрçа туянма васкать. Пахча ĕçĕ пуçланиччен, çуллана тухиччен чун киленĕçĕпе йăпанать.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.