Шап-шурă купăста тымар янă Карачра

26 Янв, 2017

Куславкка районĕнче "Энежъ" фермер хуçалăхĕнче купăста, пахчаçимĕç туса илессипе семинар иртрĕ.

Чăваш Ен хăй вăхăтĕнче хăмла çитĕнтерсе çĕршывĕпех палăрнă. Шел, "симĕс ылтăнăн" чапĕ майĕпен сÿнчĕ. Вăл хăйĕн ырă ятне хăçан та пулин тавăрĕ-и, тен? Хальхи вăхăтра республикăра пахчаçимĕç туса илесси вăй илме тытăнчĕ. Куславкка районĕнчи Василий Семенов фермер хуçалăхĕнче купăста тарăн тымар ячĕ. Кунти паха опытпа паллашма аякран та килеççĕ. Чĕртавара вырăнтах тирпейлесе çĕршыври тĕрлĕ хулана ăсатаççĕ.

2015-2016 çулсенче мелиорацие аталантарассипе пысăк ĕç туса ирттернĕ кунта. 300 гектар çинчи ÿсентăрана шăварассине йĕркеленĕ. Пĕтĕмĕшле инвестици проекчĕ 13,6 млн тенкĕпе танлашнă. 2,2 пин тонна çимĕç вырнаçмалăх управ тума 14 млн тенкĕ тăкакланă.

Иртнĕ çул фермер хуçалăхĕнче 170,8 тонна пахчаçимĕç туса илнĕ /2015 çулхин 113,7 проценчĕ\. Пĕр гектар пуçне 316, 6 центнер пуçтарса кĕртнĕ. Акакан-лартакан лаптăксене пысăклатни /пурĕ 5223 гектар\, малта пыракан технологипе усă курни, лаптăксене шăварни кăтартăва ÿстерме пулăшнă. Нумаях пулмасть паллă фермер хуçалăхĕнче "Райк Цваан Россия" пĕрлешÿ "Пахчаçимĕç культурине туса илмелли технологи" темăпа семинар йĕркелерĕ. Пĕрлешĕвĕн регионри представителĕ В. Лытов пухăннисене пахчаçимĕç культурисен гибричĕпе, шурă пуçлă купăста çитĕнтермелли технологипе тĕплĕ паллаштарчĕ.

Семинарта пахчаçимĕç культурисем туса илмелли, пуçтарса кĕртмелли техника, оборудованисем пирки те калаçрĕç.

Чăваш Енре экологи тĕлĕшпе таса продукци хатĕрлесе кăларни туянакансене те илĕртет. "Белая дача" пĕрлешĕвĕн представителĕ чĕртавара тирпейлемешкĕн йышăнма хатĕррине пĕлтерчĕ.

Семинара республикăри пахчаçимĕç туса илекен фермерсем, хушма хуçалăхсем, Куславкка районĕнче пурăнакансем те хутшăнчĕç. Специалистсен сĕнĕвĕ-канашĕ нумайăшне кăсăклантарчĕ.

Фойере хĕрсех суту-илÿ пычĕ. Пасарта пĕлнĕ-пĕлмен сутуçăран вăрлăх туяниччен шанчăклă çынран илнине нимĕн çитмĕ. Калча вырăнне те çумкурăк шăтмĕ.

— Эпир вăрлăхпа ĕçлекен паллă фирмăпа 2010 çултанпах çыхăну тытатпăр. Çакă пире çĕр ĕçне çĕнĕлле йĕркелеме хистерĕ. Унччен хамăра пĕлнĕ пек тăрăшнă. Анчах производствăна сарнă май пĕлÿ, опыт çитменни сисĕнчĕ. "Райк Цваан Россия" пĕрлешÿ пахчаçимĕç вăрлăхне туса илсе сутать. Специалистсем вĕсен таварĕ пирĕн тăрăхра мĕнле вăй илнине сăнаса тăчĕç, сĕнÿсемпе пулăшрĕç. Паха опытпа паллашма Германие виçĕ хут илсе кайрĕç. Вĕрентни, унти пурнăçа хамăр курса хаклани сая каймарĕ, ĕç-хĕле çĕнĕлле йĕркелеме тытăнтăмăр. Унсăр пуçне эпир ытти фирмăсемпе те çыхăнса ĕçлетпĕр. Çакă пире вăй илсе аталанма пулăшать. Специалистсен сĕнĕвĕ ыттисемшĕн те усăллă пулмалла. Çавна шута илсе иртнĕ çул ятарлă семинарсем ирттерме йышăнтăмăр. Мероприятие вăрлăх сутакансене те чĕнтĕмĕр. Ял халăхĕ ăна хаваспах туянчĕ. Малашне те кун пек тĕлпулусем йĕркелесшĕн, – терĕ Василий Семенов фермер.

Лариса Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.