Чăваш, хăв чĕлхÿне упра!
Тăван чĕлхем çинчен сăмах хускатас килет хальхинче. Хулара мар, ялта та вырăна хуми пулчĕç ăна. Чăваш çемйисенчех «вырăс ачи» çитĕнет. Ашшĕ-амăшĕпе те, урамра та вырăсла калаçать вăл. Шкулта та анне чĕлхи кирлĕ мар ăна. Тăван чĕлхе урокĕнче ларнипех чăваш чунлă пулаймăн. Ун пирки шухăшламалли те çук. Ашшĕ-амăш калаçнине илтет-çке вăл. «Мĕн тума кирлĕ мана чăваш чĕлхи?» — пĕтĕмлетет хайхискер. «Чăвашла вĕреннипех мала каяймăн», — теççĕ аслисем те. Тăван чĕлхене вĕрентес вырăнне ачине тăрăшсах акăлчан чĕлхине хăнăхтараççĕ "интеллигентсем".