Кĕсье пушанать

30 Авг, 2017

Пĕр ачана шкула "пуçтарма" мĕн хака кайса ларать?

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — ача-пăча тумтирĕн çурла уйăхĕнчи хакĕ республикăра çапларах пулнă: джемпер, кĕпе /арçын ачасенº, шăлавар, спорт костюмĕ, куртка туянма вăтамран 7465 тенкĕ кирлĕ. Чи хакли — куртка, 3159 тенкĕ. Хĕрачасем валли блузка, кĕпе, кĕпе-костюм /сарафанº, юбка, хĕллехи пушмак, ботинка илме 7798 тенкĕ тăкакланать. Пушмак кăна вăтамран 2944 тенкĕ тăрать. Арçын ачасен атă-пушмакне, хĕрачасен спорт костюмне, курткине шута илсен татах хакланать, 12 пин тенкĕрен те иртет.

Кĕнеке, вĕренÿ пособийĕ, тетрадь, ÿкермелли альбом, ручка, кăранташ /пĕриº, фломастер /наборº илес тесен 1 пин тенкĕ кирлĕ. Çитменнине, канцеляри таварне кайран та туянма тивет. Унсăр пуçне сумка, зонтик, ытти хатĕр те сахал мар кирлĕ. Çакă пĕр ачана шкула пуçтарма кăна-ха. Çемьере 2-3 вĕренекен пулсан тăкак палăрмаллах ÿсет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.