Улатăр ют патшалăх çыннисемшĕн те кăсăклă

29 Авг, 2017

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Улатăра Беларуç, Украина, Молдави, Кăнтăр Осети, Армени, Узбекистан, Азербайджан, Абхази, Македони, Сири, Турци, Тунис çамрăкĕсен ушкăнĕ килсе çитнĕ. Унăн йышĕнче — вĕрентÿ заведенийĕсен, вырсарни шкулĕсен преподавателĕсем, синод пайĕсен, епархисен представителĕсем.

«Мультикультура уçлăхне пĕрлештерекен вырăс çветтуйĕсен историйĕ» конференци çурла уйăхĕн 24-29-мĕшĕсенче Мускавра тата Улатăрта иртет. Унăн программипе килĕшÿллĕн Европа тата Ази çĕршывĕсен хастар çамрăкĕсем ăнăçлă ĕçлекен прихутсен ĕç опычĕпе паллаштаракан семинара хутшăнаççĕ. Çавăн пе-кех Улатăрти XVI ĕмĕрте никĕсленĕ арçынсен Çветтуй Троица мăнастирне çитсе курасси тĕп вырăн йышăнать.

Россотрудничество çул çÿреве «Çамрăк ăру» программăпа килĕшÿллĕн ют çĕршыв патшалăхĕсен православи храмĕсен прихучĕсемпе пĕрле йĕркеленĕ. Чăваш Ене киличчен делегаци Мускавра, Владимирта, Чулхулара пулнă. Улатăрта хăнасене чи малтан арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕпе паллаштарнă. Унта вĕсене Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Федор кĕтсе илнĕ. Çамрăксем мăнастир чиркĕвĕсене кĕрсе курнă, музейпе паллашнă.

Çул çÿревĕн иккĕмĕш кунĕнче хăнасем кивĕ хулапа паллашнă, хĕрарăмсен мăнастирне, тавра пĕлÿ музейне, ачасен искусство шкулне çитсе курнă. Çавăн пекех ют çĕршыв делегацийĕ инвалид ачасене пулăшма йĕркеленĕ Лука Войно-Ясенецкий ячĕллĕ центр ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланса паллашнă.

Россотрудничество «Çамрăк ăру» программăпа 2011 çулта ĕçлеме пуçланă. Малалла вулас...

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.