Архив - Мар 2017

март 29th

Куславкка районĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕ самай. «Агро-Инновацисем» ХУП 2016 çулта кăларнă «Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕ» телефон кĕнекине ура çинче çирĕпрех тăракан 33 ХФХна кĕртнĕ. Вĕсенчен 9-ăшĕ — Куснар ялĕнчен.

Йĕпреç районĕнчи ял хуçалăх ĕçченĕсен кăçал 15 пин тоннăран кая мар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 0,6 пин тонна — çĕрулми, 200 тонна пахчаçимĕç пухса кĕртмелле.

29 Мар, 2017 | Хыпар | Спорт | Пĕтĕмлетÿ

Çапах ФСКсене ирхине тата кăнтăрла çын сахал çÿрет

«Пирĕн республикăра иртнĕ çул спортпа туслисен йышĕ 40,7 процентпа танлашнă. Кăçалхи тĕллев — çак хисепе 41,2 процента çити ÿстересси», — палăртрĕ ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков ведомство коллегийĕн анлă ларăвĕнче.

Министр шухăшĕпе — çак çитĕнÿ тĕрлĕ акци ирттернипе пулнă. Вĕсенчен пĕри — Сывлăхпа спорт кунĕ. Унта уйăхсерен 160-163 пин çын хутшăнать.

март 28th

28 Мар, 2017 | Самант | Молодежь | Анонс

Тĕтреллĕ Альбионри чăвашлăх шевли. Алексей Иванов-Сĕрмек ÿнерçĕн Пĕтĕм тĕнчери куравра «Аçа-Ама турă» ĕçĕ ятарлă диплома тивĕçрĕ.

«Янра, чăваш сăмахĕ» фестиваль-конкурсăн республика тапхăрĕ иртрĕ.

Хуплашкан 1-мĕш страницине "- Ак телей! Пире укçасăрах кĕртеççĕ!.." /художникĕ - А. Плеханов/ ӳкерчĕк илем кӳрет. Иккĕмĕш страницăра - "Йĕплĕ сăмах, чăн сăмах". Кăларăм çивĕч материалсенчен пуян. "Çул çинче", "Вăйăран вăкăр тухать", "Сакăр ĕнепе «перекетлĕ» хуçа çинчен" тата ытарлă халапсемпе юптарусем вулакан кăмăлне каясса шанатпăр.

"Шухăш çаврисем", "Пурнăç – пăрăç, хÿри – пăрăнăç", "Ан та кала" тата ытти ярăмсенче интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.

Çавăн пекех кроссворд тата илемлĕ ӳкерчĕксем пур.

Тухтăрсем республикăри ача çуратайман 1237 çемьене кăçал репродукцин хушма технологийĕпе усă курса пулăшу кÿрĕç, вĕсене ашшĕ-амăшĕн телейне туйма май парĕç.

Аннеçĕм, анне...

Ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ку хутĕнче выльăх-чĕрлĕхпе, тискер чĕрчунсемпе çыхăннă ыйтусем тĕпре пулчĕç. Канашлăва Иван Моторин премьер-министр ертсе пычĕ.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ тавра

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Енри халăхсен ассамблейин хастарĕсем Комсомольски районĕнчи Урмаеле çитсе курчĕç. Канашпа Комсомольски районĕсен чиккинче хăнасене район ертÿçисемпе «Каçал» пултарулăх коллективĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.

Страницы