Комментировать

29 Мар, 2017

Тунă çитĕнÿсемпе лăпланса лармаççĕ

Куславкка районĕнче хресчен-фермер хуçалăхĕ самай. «Агро-Инновацисем» ХУП 2016 çулта кăларнă «Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕ» телефон кĕнекине ура çинче çирĕпрех тăракан 33 ХФХна кĕртнĕ. Вĕсенчен 9-ăшĕ — Куснар ялĕнчен.

Райадминистраци пуçлăхĕ Андрей Васильев вĕсем ял хуçалăх отрасльне аталантарас ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ, хăшĕсем патне çитсе ĕç-хĕлĕпе паллашма сĕнчĕ. Ял хуçалăхĕпе экологи тата информаци ресурсĕсен пайĕсен ертсе пыракан специалисчĕсем Ираида Семеновăпа Виталий Ширков тата эпĕ çула тухрăмăр.

Ку тăрăхра çулленех темиçе хут пулса курнăран фермерсен çеç мар, уйрăм çыннăн хуçалăхĕсем те пĕр-пĕринпе тупăшмалла тенĕ пек вăй хунине асăрхатăп. Пахчаçимĕçпе республикăри чылай хулара, çавăн пекех Хусанта та сутă тунине пĕлетĕп. Çăмăл автомашинăсăр çемье çукпа пĕрех ку енче. Хăшĕн икшер те. Çитĕнÿ ĕçе пуçаруллăн тытăннинчен, ваттисем калашле «çанă тавăрса» вăй хунинчен килет. Чи малтанах Çатрăк ялĕнче пурăнакан Юрий Петрова палăртатăп. Вăл фермер юхăмне темиçе çул каялла вун-вун сурăх ĕрчетсе кĕнĕ. Пурăна киле кĕтĕве çĕр-çĕр пуçа çитернĕ. Хунаттарса пынăçемĕн йыш самаях пысăк пуласса систернĕччĕ темиçе уйăх каялла вăрттăн ĕмĕчĕпе паллаштарнă май. Анчах хăюллă пуçару тунă — сĕт тата аш паракан шултра выльăх та усрамалла, хуçалăха аталантармалла. Çитĕнÿсемпе лăпланма юрамастех! Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.