Архив - Мар 2017

март 24th

"Раççей теплицисем" ассоциаци Раççей тата Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствисем пулăшнипе пуш уйăхĕн 22-23-мĕшĕсенче Шупашкарта канашлу ирттерчĕ. Унта ютран илсе килекен пахчаçимĕçе хамăр патри теплицăсенче çитĕнтерекеннипе улăштарасси çинчен пычĕ сăмах.

Кăкăр тулли награда пулин те Юрий Григорьев вĕсем пирки сăмах ваклама юратмасть. Çине тăрса ыйтсан тин патшалăхăн темиçе награди пирки каларĕ. Чи малтан «Хăюлăхшăн» медале асăнчĕ: «Салтак награди. Ăна 1985 çулта тивĕçнĕ — Афганистаншăн». Унтан — Паттăрлăх орденĕ: 1995 çулта — Чечняшăн. Тепĕр Паттăрлăх орденĕ те пур — унпа 2001 çулта наградăланă. Чăваш Ен ШĔМĕн СОБР ветеранĕн аса илмелли нумаййине çак наградăсем те çирĕплетеççĕ.

«Хыпар» тĕпелĕнче паян — хресчен çемйинче çитĕнсе правительствăра карьера тунă, хĕвĕшÿллĕ 1991 çулта политикăпа экономика реформисем пуçлансанах унтан кайнă Петр МИТРОФАНОВ. Унпа калаçатпăр.

ГЭС — чĕререх

— Петр Митрофанович, эсир Чăваш АССР Министрсен Канашĕнче 23 çул ĕçленĕ. Унта мĕнле лекрĕр?

— Вырнаçма ĕмĕтленмен те — Министрсен Канашĕн Председателĕн промышленноçпа строительство енĕпе ĕçлекен çумĕ Петр Левин хăйĕн пÿлĕмне чĕнчĕ. Манпа çур сехет калаçсан пулăшуçинче ĕçлеме ыйтрĕ.

Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ. Республикăри профессионал ултă театрта ĕçлекенсем çеç мар, пĕтĕм халăх паллă тăвĕ ăна, мĕншĕн тесен эпир пурте куракансем.

Ĕмĕтсем çуратакан вырăн

март 23rd

"Пирĕн хуçалăх çурхи акана тухма хатĕр. Топливо, удобрени туяннă. Мĕнпур вăрлăх кондициллĕ. Вăл сутмалăх та пур", – тет Комсомольски районĕнчи "Асаново" ЯХПК ертÿçи Александр Бахтеров.

Чăн сăмахăн суйи çук. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕ акара çулсерен элита, пĕрремĕш тата иккĕмĕш репродукциллĕ вăрлăхпа кăна усă курма тăрăшать. Çавна кура тухăçа та ÿстерсе пырать. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр виçĕм çулхинчен 27% ытларах тырă пуçтарса илнĕ, гектарти вăтам тухăç 33,4 центнерпа танлашнă. Уйрăм лаптăксенче кăтарту 40 центнертан та иртнĕ.

Çулла вĕсен хапха умĕ те чечек ăшне путать. Картиш, пахча тĕрлĕ тĕслĕ кавирпе витĕнеççĕ тейĕн. Садра касса сайралатнă улмуççи туратне те сăрласа куçа илĕртмелле капăрлатаççĕ Канаш районĕнчи Сителте пурăнакан Кирилловсем.

Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ мухтавлă, ĕçчен те сатур ентешсен йышĕнче Федор Петрович Петрянкин та пур. Вăл 1937 çулта колхозниксен çемйинче çуралнă.

Пăвана çуран çÿренĕ

Ялти тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ Хĕветĕре выльăх-чĕрлĕх час-часах чирлени, ăна сыватакан пĕлÿ илнĕ ветеринар çукки пăшăрхантарнă. Çавна пулах 7-мĕш класа Хисеп грамотипе пĕтернĕ вăтам пÿллĕ яш Тутарстанри Пăва хулинчи ветеринари техникумне вĕренме кайнă.

Страницы