Выльăха та чир-чĕр ан çулăхтăр

Ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăра ку хутĕнче выльăх-чĕрлĕхпе, тискер чĕрчунсемпе çыхăннă ыйтусем тĕпре пулчĕç. Канашлăва Иван Моторин премьер-министр ертсе пычĕ.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ тавра

Республикăри эпизооти лару-тăрăвĕпе Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов паллаштарчĕ. Çĕпĕр мурĕ, брюцеллез, туберкулез тĕлĕшпе Чăваш Енри лару-тăру йĕркеллĕ. Çапах выльăх чирĕсем енĕпе пăшăрхантараканни çук мар. Калăпăр, республикăра паян ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх лейкозĕпе çыхăннă хăрушлăх пур 14 пункта тасатас е тĕп тăвас енĕпе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех некробактериоз, пастереллез, псевдомоноз чирĕсене тупса палăртнă пĕрер тĕслĕхе шута илнĕ. Пĕтĕмпе Чăваш Енре паян çавнашкал 18 пункт шутланать.

Сыснасен Африка мурĕ — уйрăм калаçу. Сергей Иванович палăртнă тăрăх — çак чиртен сиплемелли е сыхланмалли вакцина çук. Пĕлтĕр Пăрачкав районĕнчи ялта пĕр килти хуçалăхра чире тупса палăртнă хыççăн вăл сарăлассине сирме анлă мерăсем йышăнни пирки пĕлетпĕр. Каярахпа хир сыснисем вилнĕ тĕслĕх те пулнă. Çавна май ку енĕпе паян та сыхлăха çухатма юрамасть. Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне 1,2 пин ытла мониторинг тĕпчевĕ ирттернĕ. Çав шутра килти 1,1 пин ытла сыснана, 90 хир сыснине тĕрĕсленĕ — мур вирусне тупса палăртман.

Ытти чир çине те алă сулма юрамасть. Çĕпĕр мурĕнчен унпа чирлеме пултаракан мĕнпур выльăха вакцинацилеççĕ. Кăçалхи икĕ уйăхра кăна 27 пин пуçа яхăн выльăха вакцина тунă. Республикăн тĕп ветеринарĕ Европăра кайăк-кĕшĕк грипĕ сарăлни пирки каларĕ, чир Мускав облаçне те çитнĕ ĕнтĕ. Эппин, килти кайăк-кĕшĕк тĕлĕшпе те сыхлăха çирĕплетмелле. Кайăксем кăнтăртан вĕçсе килнĕ чухнехи тапхăрта çак ĕç пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк — Сергей Скворцов чăх-чĕпе, хур-кăвакала çак вăхăтра та пулин хупса усрама сĕнчĕ.

Çут çанталăк ресурсĕсен министрĕ Александр Коршунов вара тискер чĕрчунсем пирки сăмах пуçарчĕ. Федерацин чĕрчунсем тата сунар çинчен калакан саккунĕсемпе килĕшÿллĕн çак сферăри чылай полномочие Раççей субъекчĕсене панă. Çавна май чылай ыйтушăн паян вырăнти влаçсем яваплă. Чăваш Енре сунара çÿреме май пур лаптăксем питĕ пысăк: 1,6 миллион гектара яхăн. Çав шутран пĕр пайне, 39 сунар лаптăкне, сунар валли юридици тытăмĕсемпе предпринимательсене çирĕплетсе панă. Вĕсене министерство тĕрĕслесех тăрать.

Шел те, тискер чĕрчунсене, кайăксене саккуна пăсса тытнă тĕслĕхсем пулкаласах тăраççĕ. Кăçал кăна 364 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Вĕсене 354 пин тенкĕлĕх штрафланă, 10 единица хĕç-пăшал туртса илнĕ. Уголовлă ĕçсем те пур — 8 тĕслĕх. Чĕрчунсем çулсем çине тухнă май транспорт хатĕрĕсен айне пулса та чылай вилеççĕ. Экологи ведомстви ку тĕслĕхсем çине те алă сулмасть — сиене саплаштармашкăн айăплисем тĕлĕшпе 585 пин тенкĕлĕх тавăçсем тăратнă.

Çавăн пекех тискер чĕрчунсен хушшинче тĕрлĕ чир сарăласран сыхланни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сыснасен Африка мурĕпе, чĕрчунсем урнипе çыхăннă хăрушлăхран сыхланма кашкăрсен, тилĕсен, хир сыснисен шутне чакармалли йышăнусем тунă. Çавăн пекех ветеринари служби чĕрчунсем валли тĕрлĕ çĕрте урнинчен сыхланмалли вакцинăн 28,6 пин дозине хурса тухнă. Ку ĕçе малалла тăсаççĕ.

Министрсен командировкисем

Юлашкинчен темиçе министр çак кунсенче хăйсем командировкăра пулни, çулçÿревре татса панă ыйтусем çинчен кĕскен отчет турĕ. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин республика Пуçлăхĕпе пĕрле Мускаври «Сколково» управлени шкулĕнче пулни çинчен каларĕ. Унта республика экономикин аталанăвĕпе паллаштарнă. Суту-илÿпе промышленноç палатинче бизнеспа алла-аллăн ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Маларах ЧР Пуçлăхĕ РЖД президенчĕн ячĕпе ыйтупа тухнă — халь Владимир Аврелькин унăн пулăшуçипе курнăçса Чăваш Енри предприятисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пăхса тухнă. РЖД чукун çулсене юсамалли-çĕнетмелли проекта пурнăçлама пикенет — тĕлпулура республикăри компанисем çав ĕç валли хăйсен продукцийĕпе тивĕçтересси пирки сăмах пуçарнă.

Вице-премьер çавăн пекех республика прокурорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Григорьевпа пĕрле Екатеринбурга кайса килнĕ. Унта Юрий Чайка генпрокурор бюджетăн предприятисен умĕнчи парăмĕсен ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ. Чăн та, Чăваш Ене сивлеме сăлтав çук-мĕн. Владимир Александрович палăртнă тăрăх — «республикăра ку парăмсем пысăк мар, 55 миллион тенкĕ патнелле — кулленхи виçе теме юрать. Çав вăхăтрах çĕршывра çак парăма миллиард тенке çитернĕ субъектсем те пур».

Тепĕр вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Хусанта пулнă, унта теплицăсем тăвассипе çыхăннă ыйтусемпе калаçнă. Шел те, Чăваш Енре çулталăк тăршшĕпех пахчаçимĕç çитĕнтерекен теплицăсем çук. Тутарстанра унашкаллине хута янă. Электроэнерги çителĕксĕррине кура автономлă станци тунă. Унăн 1 МВт хакĕ 1 миллион европа танлашать-мĕн. «Пире вара хăват 20 МВт кирлĕ — теплица хакĕ чухлĕ кайса ларать», — ку мелпе усă курма май çуккине палăртрĕ Сергей Геннадьевич. Анчах Чăваш Енĕн теплицăсен хуçалăхне аталантармаллах — кун пирки иккĕленÿ çук.

«Хăшĕсем Раççей пахчаçимĕçпе хăйне тивĕçтерет теççĕ, — терĕ министр. — Ку тĕрĕс мар. Чăваш Ен, калăпăр, хăяра кирлин 70% чухлĕ çеç çитĕнтерет. Помидор, ытти хăшпĕр пахчаçимĕç тĕлĕшпе те çавнах каламалла». Уçă лаптăксенче туса илекен пахчаçимĕç тата 0,9 пин тонна çитмест, хупă çĕрте /шăпах теплицăсем пирки сăмах/ хайхи çителĕксĕр виçе 1,4 тонна чухлех. Халĕ Чăваш Енре 22 гектар йышăнакан теплицăсене проектлаççĕ. Ку хушма пин-пин тонна пахчаçимĕç кÿмелле. Патшалăх теплицăсен строительствин тăкакĕсене 20% таран саплаштарать, апла тăк çывăх çулсенче теплицăсем татах пулĕç — лавккасен сентрисем хамăр патра çитĕнтернĕ пахчаçимĕçпе тулли пулсан тем пекехчĕ.

Николай КОНОВАЛОВ

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.