Кашни çемьерех ача сасси янăратăр

Тухтăрсем республикăри ача çуратайман 1237 çемьене кăçал репродукцин хушма технологийĕпе усă курса пулăшу кÿрĕç, вĕсене ашшĕ-амăшĕн телейне туйма май парĕç.

Аннеçĕм, анне...

…Пĕрремĕш класра вĕренекен Надя ашшĕпе амăшĕ ĕçрен таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет, стена çинчи сехете пăха-пăха илет: кашнинчех йĕпписем вăраххăн шунăн туйăнать ăна. Шăнкăрав сасси янăраса кайсанах алăк патне чупрĕ хĕрача, урата урлă каçнă-каçман амăшне ыталаса чĕвĕлтетрĕ: «Аннеçĕм, анне, тинех кĕтсе илтĕм. Аттепе иксĕрсĕр тунсăхласах çитрĕм…»

«Тĕпренчĕкĕм манăн, ахах пĕрчийĕм, хам та питĕ васкарăм. Çунат пулнă тăк вĕçсе килĕттĕм», — терĕ вăл хĕрне çурăмĕнчен лăпкаса.

Аннеçĕм, анне… Çак сăмахран пахи çук хĕрĕхелле çывхаракан хĕрарăмшăн. Вĕсене вăл нихăçан илтмессе те пултарнă вĕт.

…Хĕсметрен таврăннă хыççăн аслă шкула вĕренме кĕнĕ савнă çынни диплом илмесĕр пĕрлешес темен çамрăксем. Каярахпа чăваш йăлипе туй кĕрлеттерсех çемье çавăрнă. Амăшĕн пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă май Николай тăван тăрăхрах тĕпленме шут тытнă, салари юсав мастерскойне вырнаçнă. «Йĕппи ăçта — çиппи те çавăнта», — тенĕ евĕр Маргарита та районти вулавăшра тăрăшма тытăннă. Кун-çул урапи малаллах кăлтăртатнă: хунямăшĕ кил-тĕрĕшре тăрмашнă, хуçалăха тытса пынă, çамрăксем укçа тунă. Çапла пĕр çул хыçа юлнă, тепре… Хунямăшĕ хăйне сăнаса пăхнине пĕрре кăна мар асăрханă кинĕ. Упăшкипе калаçнă хыççăн тин ăнкарнă: ватă çын йыш хушăнасса кĕтет. Пÿртре пепке сасси çав-çавах янăраманнине кура ватă çын час-часах мăкăртатма тытăннă, кинĕн ĕç-пуçне тиркеме сăлтав шыранă. Каярахпа хĕсĕр хĕрарăм ятне те илтме тивнĕ çамрăк хĕрарăмăн.

Тухтăрсем те шанăç паман, çие юлманнине ама хутаççи йĕркеллĕ ĕçлеменнипе çыхăнтарнă. Çине тăрсах сипленни усса кайманнине кура тăнлавне кĕмĕл тĕс çапнă тухтăр Маргаритăна тĕп хулари перинаталь центрĕ çумĕнчи репродуктивлă хушма технологисен уйрăмне çитсе килме сĕннĕ.

Мăшăрĕ хавхалантарса-пулăшса тăнипе Маргарита тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухнă, сипленнĕ, экстракорпораллă мел пулăшнипе çие хăварнă. Тăхăр уйăхран çут тĕнчене «çĕнĕ кайăк» килнĕ. Ÿснĕçемĕн каснă лартнă ашшĕ сăнĕллĕ пулса тăнă вăл: çырă çÿçлĕ, симĕс куçлă… Çиччĕри Надя — ашшĕ-амăшĕн куç тулли телейĕ, асламăшĕн юратнă мăнукĕ. Хăйсен хушшинчен хура кушак чупса каçнă вăхăта аса илесшĕн мар паян ватă çын. Ывăлĕн çемйи уншăн пĕртен-пĕр тĕрек тата шанăç.

Сăлтавĕ тĕрлĕрен

Арлă-арăмлă пурăнакан хĕрарăмăн çулталăкра çие юлмасан ача çуратайманнине çирĕплетсе диагноз лартаççĕ. Асăннă ыйту Чăваш Енре пурăнакан мăшăрсен 17-18 процентне пырса тивет. Çакăн сăлтавĕн 30 проценчĕ — арăмĕпе упăшкин хавшак сывлăхĕпе, 50-60 проценчĕ — хĕрарăмăн амалăх, 40-60 проценчĕ арçыннăн ар органĕсем çителĕксĕр ĕçленипе çыхăннă.

«Арăмĕ ача çуратаймасть», — çак сăмахсем иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче улăштарма май килмен йышăну пек янăранă пулсан хальхи вăхăтра медицинăн пысăк технологийĕсем пулăшнипе амăшĕн телейне туякан çулленех йышланать. Вăхăтра сипленсен ырă улшăнусене чылайăшĕ кĕтсе илеет. Асăннă амака яланхи меслетсемпе те, пысăк технологиллĕ ЭКО, ИКСИ мелĕсемпе те сиреççĕ. Хырăм хăварайманнине диагностикăлани амак сăлтавне уçăмлатма тата сиплев çул-йĕрне палăртма май парать. Чăрмавĕ — кашнин хăйне май. Вĕсен шутĕнче — эндокрин факторĕсем, шыçă чирĕсене, организм аталанса çитичченех хырăм пăрахни, операци тунине пула амалăх органĕсен кĕпçисем пĕрĕнни, гинекологи патологийĕ /эндометриоз, миома йышшисем/, ар органĕсем ача тĕвĕлемешкĕн аталанса çитейменни тата ытти.

Имлеме тытăниччен çыннăн сывлăхне ультрасасăпа тĕрĕслеççĕ, тĕрлĕ тĕпчев ирттереççĕ. Пациент пирки тĕрĕс информаци /ÿсĕмĕ, çемьери психологи лару-тăрăвĕ, ăруран-ăрăва куçакан чир-чĕр пурри-çукки/ пухни те пĕлтерĕшлĕ.

Ашшĕ пулма та кашни арçыннах ĕмĕтленет-тĕр. Шел те, хăшĕ-пĕри савнă çыннине хырăм хăварттараймасть. Çакă шыçă, ерекен чир-чĕр, сусăрланни-аманни ăрăва тăсма кансĕрленипе сăлтавланнă. Апла пулин те паянхи врачсем арçынна пулăшма пултараççех. Тĕрĕссипе, халĕ йывăр амакран та хăтăлма пулать, сиплевĕн хальхи меслечĕсем нумайăшне тăван пепкине утьăкка сиктерме шанăç параççĕ. Тухтăр патне кайма, вăхăтра сипленме çеç ÿркенмелле мар.

Патшалăх пулăшăвĕ витĕмлĕ

Ку чухне шанчăклă мел экстракорпораллă меслетпе хырăм хăварни шутланать. Пирĕн республикăра пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе сиплемешкĕн 20 çул каяллах тытăннă, ку енĕпе пуян опыт пухнă. Чăваш хутлăхĕнче çуллен çуралакан ачасен йышĕн 1 проценчĕ çут тĕнчене асăннă меслет пулăшнипе килет. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин Президентăн перинаталь центрĕнче репродуктивлă хушма технологисен уйрăмĕнче ЭКО витĕмĕпе 5 пин мăшăр усă курнă, 1700 ача ытла çуралнă.

«Ача çуратайманнипе çыхăннă ыйту республикăри кашни пиллĕкмĕш çемьене канăçсăрлантарать. Экстракорпораллă меле пирĕн хутлăхра 1994 çулта вăй илтернĕ, пĕрремĕш пепке 1995 çулхи утă уйăхĕнче кун çути курнă. 2007 çултанпа республика Правительстви «Чăваш Ен ачисем» программăпа килĕшÿллĕн сăваплă ĕçе пурнăçламашкăн квота уйăрма тытăннă. Малтанхи вăхăтра вĕсен шучĕ 50-ран иртмен, процедурăсен хисепне майĕпен ÿстерсе пычĕç», — палăртрĕ Президентăн перинаталь центрĕн тĕп тухтăрĕ Сергей Милаев.

2013 çулта ЭКО обязательнăй медицина страхованийĕн программинчи медицина пулăшăвĕсен шутне кĕнĕ. Кăçал ОМС укçипе ирттерекен экстракорпораллă тÿлевсĕр процедурăсене икĕ хут ытларах е 1237 ирттерме палăртнă /2015-2016 çулсенче — 625-шер пулнă/. Ачасăр мăшăрсем валли йĕркеленĕ программăна хутшăннăшăн укçа тÿлеттермеççĕ, тĕп процедурăшăн тăкакланнине /вăтамран 113 пин тенкĕ/ Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕ саплаштарать. Сергей Милаев çирĕплетнĕ тăрăх — база программине ЭКОсăр пуçне арçынсен арсăрлăхне сирме усă куракан ИКСИ процедура та кĕрет.

Ача çуратма пултарайманни уйрăм çыннăн çивĕч ыйтăвĕ кăна мар, вăл патшалăха та пырса тивет.

Упăшкин те, арăмĕн те

«Çуралакан ачасен йышне ÿстермешкĕн сывлăх сыхлавçисен виçĕ ыйтăва татса памалла: ача пăрахассине чакармалла, хырăм ÿкессинчен сиплемелле тата çуратма пултараймассинчен имлемелле. Юлашкине илес тĕк, ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕ сисĕмлĕ: экстракорпораллă майпа çие хăвармашкăн çуллен пин-пин тенкĕ уйăраççĕ, — çирĕплетрĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп акушер-гинекологĕ Татьяна Дерипаско. — Тĕрĕссипе, паянхи çамрăк мăшăрсем çемьере мĕн сăлтавпа ача çукки пирки шухăшласах каймаççĕ. Ку енĕпе сиплевçĕсен çирĕплетнĕ йĕрке пур, çакăн çинчен çынсен пĕлмеллех: 35 çула çитмен хĕрарăмăн çулталăкра çие юлманни хĕсĕрлĕх шутланать, асăннă ÿсĕмрен иртнĕ хĕрарăм çур çулта хырăм хăварайманни те тухтăр патне кайса сывлăха тĕрĕслеттермелли, мерăсем йышăнмалли сăлтав шутланать».

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче республикăри гинеколог тухтăрсем ачасăр çемьесене тупса палăртас енĕпе пуçаруллă ĕçлеççĕ. Паянхи кун тĕлне тĕрĕслевĕн малтанхи тапхăрĕнче 200-е яхăн мăшăр пулнă та ĕнтĕ. Çие хăварайманнин диагнозне çирĕплетсен хĕрарăмсене Президентăн перинаталь центрне тивĕçлĕ пулăшу илмешкĕн яраççĕ.

Валентина СМИРНОВА

 

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.