Спортпа туслисен йышĕ ÿсет
Çапах ФСКсене ирхине тата кăнтăрла çын сахал çÿрет
«Пирĕн республикăра иртнĕ çул спортпа туслисен йышĕ 40,7 процентпа танлашнă. Кăçалхи тĕллев — çак хисепе 41,2 процента çити ÿстересси», — палăртрĕ ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков ведомство коллегийĕн анлă ларăвĕнче.
Министр шухăшĕпе — çак çитĕнÿ тĕрлĕ акци ирттернипе пулнă. Вĕсенчен пĕри — Сывлăхпа спорт кунĕ. Унта уйăхсерен 160-163 пин çын хутшăнать.
— Çулталăкне 350-360 мероприяти йĕркелетпĕр, — калаçăва тăсрĕ Сергей Сильвестрович. — «Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне çĕнĕрен вăя кĕртни вун-вун çынна спортпа туслаштарчĕ. 14615 çамрăк ГТО тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕ. Спорт секцийĕсене çÿрекенсен йышĕ те самай пысăкланчĕ. Хальхи вăхăтра спорт шкулĕсенче 34 пин çын ăсталăха туптать. Çăмăл атлетика, ишесси, спорт кĕрешĕвĕ, футбол тата йĕлтĕрпе чупасси — халăх юратакан спорт тĕсĕсем пулса тăчĕç. Малалла вулас...
Андрей МИХАЙЛОВ.
Комментировать