Архив - Окт 2017

октября 25th

25 Окт, 2017

Тăван çĕре савса эп хыврăм юрă... Ю.Д. Кудаков композитор тата педагог 75 çул тултарнă май

Чăвашра вăл хайланă юрăсене пĕлмен-илтмен çын çук та пулĕ. Ятне кăна кала – чунра юрă-кĕвви янăраса та каять, сăмахĕсем чĕлхе вĕçне килеççĕ.

25 Окт, 2017

Айăпсăр айăпланă Турхансем тăван яла таврăнчĕç

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче çак ялта çуралса ÿснĕ пĕртăван Турхансене — Яккăва, Хĕветĕре тата Энтрие — асăнса палăк уçрĕç.

25 Окт, 2017

“Манăн шанчăклă тусăм-поэзи...”

Çыравçăшăн çĕнĕ кĕнеке кун çути курни — чи савăнăçлă пулăмсенчен пĕри. Çак пысăк савăнăçа пайлама çыравçă-тусăм, ЧР Профессионал писательсен союзĕн пайташĕ Зоя Сывлăмпи / сăн ÿкерчĕкре/ мана хăй патне хăнана чĕнчĕ.

25 Окт, 2017

Хамăртан пуçламалла, е Чăваш чĕлхин паянхи çивĕчлĕхĕпе пуласлăхĕ

«Халăхăн тавра курăмĕпе унăн мĕн пур тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», — тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев. Çак сăмахсен кирлĕлĕхĕпе чăнлăх-не эпир хальхи вăхăтра тата та çивĕчрех туйма пуçларăмăр.

25 Окт, 2017

Чăлах пуканесем

Ольга Михайловна ИВАНОВА /Австрийская/ 1990 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче çуралнă. Пĕрремĕш хайлавĕ — «Ухмах патша» юмах — тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне «Ачапча» хаçатра пичетленнĕ.

25 Окт, 2017

Сиксе юхать Хула çырми... Роман сыпăкĕсем

САЧКОВА Людмила Николаевна 1957 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университетне чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме кĕнĕ.

25 Окт, 2017

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ: 100 çул

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! 2018 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ никĕсленнĕренпе 100 çул çитет. Çак тĕле «Тăван Атăл» журнал театрпа пĕрле ятарлă викторина ирттерет.

октября 24th

24 Окт, 2017

Куншăн намăс пулмалла, е Никифор Мранькка çыравçă вил тăприйĕ çинче

Кăçал Шупашкара Акатуя кайнă чух ачаран юратнă паллă çыравçăн Никифор Мраньккан тăван ялне çитсе курас терĕмĕр.

Страницы