Комментировать

25 Окт, 2017

Чăлах пуканесем

Ольга Михайловна ИВАНОВА /Австрийская/ 1990 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче çуралнă. Пĕрремĕш хайлавĕ — «Ухмах патша» юмах — тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне «Ачапча» хаçатра пичетленнĕ. Каярахпа Вăрнар районĕн «Çĕнтерÿ çулĕ», Шупашкар районĕн «Тăван ен» хаçачĕсемпе, республикăра тухса тăракан ытти кăларăмпа /«Тантăш», «Çамрăксен хаçачĕ», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Тивлет», «Самант», «Тетте», «Ульяновец»/ çыхăну тытма пуçланă.

Ольга Иванова — Вăрнар район ентешлĕхĕн Иван Ивник ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ /2006/. «Тантăш» хаçатра корреспондентра, çамрăксен политикин пай редакторĕнче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература пайĕн редакторĕнче тăрăшать.

***

Пĕчĕк Анисса чупать те чупать. Ăçталла? Хăй те пĕлмест. Тавралла — сĕмлĕх, тĕттĕм вăрман. Пĕр çутă пайăрки те курăнмасть. Хĕрача вара пĕчченех чупать те чупать. Хăрушă ăна. Шиклĕх туйăмĕ утăм тумассерен ÿссе пырать, пĕтĕм ăш-чике ярса илет, сивĕпе тултарать. Кашни тĕм хыçĕнче тискер чĕр чун пытаннăн туйăнать.

Анисса çÿçенсе илет. Вăл çÿхе кĕпепе, çăмăл санталипе çеç- ха. Чупать-чупать, питне туратсем çатлаттараççĕ, ури капмар та кутамас тункатасемпе ĕмĕрхи йывăç тымарĕсенчен такăнать. Аллине, пит-куçне йăлт чĕрмелесе пĕтерчĕ хăрăк-харăк. Ăçта- ха çăлăнăç?

— Анне-е-е! Анне-е-е! — çине-çинех кăшкăрать Анисса.

Сасси ян! каять, ахрăмпа каяллах таврăнать. Анчах сас паракан çук. Аптранипе ĕсĕклесе йĕрет хĕр пĕрчи. Шултра куççуль тумламĕсем йăпăр-йăпăр юхса анаççĕ кĕрхи улма пек хĕрлĕ пит çăмарти тăрăх, çĕре патлатаççĕ. Вĕсем ÿкнĕ çĕрте туххăмрах тюльпансем шăтаççĕ те хĕп-хĕрлĕ çеçкине çураççĕ... Хĕрача курмасть çакна. Малаллах ыткăнать, умра-хыçра мĕн пуррине асăрхамалли лару-тăру мар. Пĕр-пĕр ÿнерçĕн хăйне евĕрлĕ куравĕнче те мар вăл.

Чупса хăшкăлса та çитнĕччĕ Анисса. Кĕç тăрăнса анатчĕ-тĕр. Çывăхрах пуйăс ту-у-ут! кăшкăртни тăна кĕртрĕ. Тăпăлт-тăпăлт тапакан чĕринче шанăç вучĕ чĕрĕлчĕ. Юлашки вăйне пухса сасă еннелле ыткăнчĕ хуйхăллă ача.

Ĕлкĕрчĕ. Тамбура ярса пуснă-пусманах пуйăс тапранчĕ. Калăн, ятарласа Аниссана кĕтнĕ вăл. Халĕ кăштах лăпланчĕ хĕрача. Транспорта ларнă пулсан чукун çул ăçта та пулин çитеретех.

Унта çын нумай-тăр. Вĕсем Аниссана пулăшĕç, ырă кăмăллисем акă килне те леçсе хăварĕç-ха. Çакнашкал шухăшсемпе айланнă хушăра пăштик-пăштик сывлани лăпланчĕ, чĕри тикĕсрех тапма пуçларĕ. Вара малалла иртме шут тытрĕ хĕрача. Тен, пĕлĕшĕсене тĕл пулĕ е кампа та пулсан паллашĕ — çавах хаваслăрах.

Алăка хуллен тĕртсе уçрĕ Анисса. Тĕттĕмре мĕн пуррине уйăрма кансĕртерех пулин те, хăй мĕн курнине ĕненес килмерĕ унăн. Саксем çинче талккăшпех пукане ларать. Пĕр чĕрĕ чун та çук. «Ай-уй, кусене ăçта илсе каяççĕ? Мĕн туса лараççĕ вĕсем пуйăсра?» — сасăпах ыйтрĕ Анисса. Хуравлакан тупăнмарĕ. «Юрĕ-çке, çынсем тепĕр вакунра-тăр... Пĕр пуканине асăнмалăх илес мар-ши? Атту аннерен тахçанах ыйтатăп. Вăл шав укçа çукки çине йă-вантарать. Кунта ахаль те нумаййăн вĕсем. Пĕри çухалнинех сисмĕç», — пуç ватрĕ пĕчĕкскер. Тек иккĕленсе асапланмарĕ вăл. Хăйне килĕшекен пĕртен- пĕр теттене тупас тĕллев лартрĕ те шырама пикенчĕ.

Çутă çуккипе самаях тĕттĕм вакунра. Çавăнпа алла тытса пăхмасăр та тетте мĕнлерех пулнине уйăрса илеес çук. Пуйăс çаплах хура вăрман варрипе пырать пулас. Чÿречерен йывăçсемпе вĕсен арăш-пирĕш мĕлки-кÿлепи курăнаççĕ, пĕри теприне ылмаштарать. Сĕмлĕх çаплах чакасшăн мар.

Сап-сарă кăтра çÿçлĕ чипер пукане патне пычĕ Анисса. «Ай, епле илемлĕ, ыттисене пăхмастăп та! Кил-ха, Илемпиçĕм», — тесе хайхискерне аллине илчĕ хĕрача. Анчах самантранах йăл кулли, пĕлĕт хыçне пытаннă хĕвел пек, сăн-питĕнчен тарчĕ. Пуканен вăрăм аркăллă капăр кĕпи айĕнче икĕ ури те çук! Хурланчĕ ача. Ара, урасăр пуканепе мĕн тăвăн-ха? Кунашкал çĕмрĕккисем унăн хăйĕн те темиçе. Ăна вара чи чапли, чи-чи кирлĕ!

Теприне тытрĕ Анисса. Ак тата — унăн хăрах алли çук. Виççĕмĕшне илчĕ — сулахай пичĕ çĕçĕ-хачăпа таткаланă пек татăк-кĕсĕклĕ, пĕркеленчĕклĕ, пăхма та хăрушă! Ăна алăк еннеллех вăркăнтарчĕ хĕрача. Чĕри тем ырă мара сиссе паçăрхинчен те хăвăртрах тапма пуçларĕ, тухса тарасла тĕпĕлтетрĕ. Шиклĕх туйăмĕ майĕпен таврăнса, мĕн пур чунне тултарса пычĕ. Йĕркипе тыта-тыта пăхрĕ пуканесене Анисса. Çаплах тĕрĕс-тĕкеллине тупма ĕмĕтленчĕ. Шел те, пĕри тепринчен хăрушăрах пулчĕ. Алăсăр, урасăр, çĕтĕк е çурăк тумлă, çунăк кĕлеткеллĕ, чалăш питлĕ, куçсăр, лапчăк сăмсаллă, катăк туталлă, хăлхасăр /ун вырăнне пысăк шăтăк/, тăрмаланчăк çÿçлĕ е вуçех кукша... Вакунран вакуна чупрĕ Анисса. Пĕр çынна та тĕл пулмарĕ. Кашнинчех — чăлах пуканесем çеç. Паçăр çак пуйăс çине ларма шутсăрах ăнтăлнине аса илчĕ хĕрача. Халĕ тем пекех тухса тарĕччĕ — май çук. Çиçĕмле хăвăртлăхпа вашлаттарса пыракан транспортран мĕнле анса юлмалла-ха? Сикес — шăмма-шакка пуçтарса пĕтереес çук, хăвна вилĕм сунни кăна.

Хĕрача ним тума аптăраса тăнă хушăра пуканесем пуçĕсене /пуçĕ пуррисем/ çĕклерĕç те аллисене /алăллисем/ тăсса Анисса патне çывхарма пуçларĕç.

— Тиркетĕн-и пире? Килĕшместпĕр-и? — çĕршер саслăн какăлтатрĕ пукане çарĕ.

— Анне-е-е! — амăшĕ инкекрен хăтарма пултарасса шанса кăшкăрчĕ ача.24

— Анне тетĕн-и? Сана юратаççĕ, лăпкаççĕ, çапла-и? Эпир вара никама та кирлĕ мар. Тискерришĕн мар, çук. Яланах çапла чăлах пулман эпир. Çут тĕнчене киличченех тиркерĕç пире. Çапла вĕсем, аннесем. Пĕрисемшĕн нимĕн те шеллемеççĕ, теприсене хăйсемех тĕпсĕр çырмана яраççĕ.

— Ман анне никама та япăх туман! Ман анне усал мар! — чĕтре-чĕтре, куççуль витĕр хирĕçлерĕ Анисса.

— Ман-ман-мар-мар! — ахрăм пек илтĕнчĕ пуканесен сасси. — Эсĕ — пирĕн, сана пĕрле илсе каятпăр.

— Çу-у—ук! Пымастăп, çу-у-ук! Анне-е!

***

Хĕрĕ кăшкăрнипе шарт сиксе вăранчĕ Люба. Урайĕнче йăваланакан тапăчкине тăхăнмасăрах Анисса пÿлĕмне вирхĕнчĕ. Ара, ача тăрăшсах амăшне чĕнет-çке-ха.

— Хĕрĕм, чĕппĕм, мĕн пулчĕ-ха? Мĕншĕн макăратăн? Лăплан-ха, кил çумарах, — кăлăк чăххи пек кăлтăртатрĕ Люба.

— Анне, питĕ хăрушă тĕлĕк... Усал пуканесем... Вĕсем мана хăйсемпе пĕрле илсе каясшăнччĕ, — пÿлĕне-пÿлĕне, сăмах вĕçĕсене çăта-çăта калаçрĕ хĕрача.

— Атя, лăплан, вăл тĕлĕк çеç. Манса кай ăна, куратăн-и, пÿлĕмре никам та çук, — йăвашшăн пуплерĕ хĕрарăм, хĕрне пуçĕнчен шăлчĕ.

Кĕç Анисса каллех ыйха путрĕ. Амăшĕ ăна вăратас мар тесе асăрханса вырттарчĕ те утиялпа витрĕ, питĕнчен чăпăрт чуптурĕ. Хăй те кайса выртрĕ. Анчах çывăрасси пулмарĕ. Енчен енне çаврăнса аякĕ ыратма пуçларĕ, ăшĕ вăркарĕ. Чун канăçлăхĕ те, ыйхи те вĕçрĕ Любăн. Пĕртен-пĕр ыйту пусахларĕ ăна: «Мĕн тумалла, мĕн?» Кăштахран ун çумне тепри ху-шăнчĕ — мĕншĕн шăпах халь? Тепĕр самантран ыйтусен йышĕ ÿсрĕ. Пĕри теприне ылмаштарчĕ. Пуçĕ тавра пыл хурчĕсем сĕрленĕн туйăнчĕ хĕрарăма. Тăнлавсенчен хĕсрĕ, куçĕ çывăхĕнчи ÿчĕ туртăнса сиккелерĕ...

Мăшăрĕ çине пăхса илчĕ Люба. Северьян лăпкăн хуп турттарать, мăшлатсах сывлать. Кил-йышри лару-тăру ăна нимĕн чухлĕ те пырса тивмест тейĕн. Чĕри те çунмасть ĕнтĕ арçыннăн. Уншăн пулсан — ик айкки те тăвайкки, хăрăм та шурă. Анчах çапла пулмалла-и? Вăл ашшĕ-çке-ха, çемье пуçĕ!

— Хăр-хăр-р-р! — хытах харлаттарма тапратрĕ арçын. Ахаль те хĕрсе çитнĕ Любăна тарăхтарсах ячĕ ку.

— Северьян, Северьян тетĕп! Çаврăн-ха, ан харлаттар! — кăлт-кăлт тĕкрĕ вăл упăшкине.

Лешĕ тÿрех илтмерĕ. Çавăнпа хĕрарăм çилли ÿсрĕ çеç.

— Северьян, миçе хут каламалла сана? Ачасем çывăраççĕ, эс вара трактор пек кĕрлеттеретĕн, — кăмăлсăрланнине пытармарĕ вăл.

Арçын тинех йăшăлтатса илчĕ, мăшăрĕ йăсланине хирĕç хуравламарĕ, шавлăн сывласа çурăмпа çаврăнса выртрĕ. Тÿрех çывăрса кайрĕ.

Автан авăтасса, хĕвел тухасса аран кĕтсе илчĕ Люба. Выльăх-чĕрлĕхне кĕтĕве ярсассăн, картишре тирпейлесессĕн тĕпелте çемье канашĕ пуçтарăнчĕ. Ачисем вăраниччен, апатланиччен, вăраха ямасăр кăткăс ыйтăва татса парасах терĕç аслисем.

— Кинĕм, мĕн тăвас тетĕн вара? Тухтăрсем мĕн каларĕç тата? — сăмаха тÿртен пуçларĕ Улине инке, Северьян амăшĕ.

— Икĕ çулăм хушшинчи пек туятăп хама. Мĕнле тусассăн аванраххине пĕлместĕп. Тухтăрсем нимĕн те шантармаççĕ. Вĕсен хушшинче те пĕр шухăшлăх çук. Пĕри, ырă кăмăллăраххи, çепĕççĕн калаçрĕ. «Ачăрсем чиперех аталанаççĕ. Хăвăра та аптăрамасть туятăр. Сирĕн диагнозăрсене тата çулăра кура япăхрах та пулма пултарнă. Тен, пăхса тăрсассăн, больницăна хурсассăн тĕпренчĕкĕрсене те упраса хăварăпăр, аванах çăмăлланăр», — терĕ вăл. Тепри, хура çÿçли, кăрарах, çиллесрех пуплерĕ. «Надежда Ана-тольевна, кунта суя оптимизм килĕшÿсĕр. Тĕрĕслĕхе куçран пăхмалла. Лаврова чĕрепе чирлĕ. Виçĕм çул кăна ÿпкепе операци тунă ăна. Юлашки ачине те аран çуратнă. Кунта вара — йĕкĕреш. Юрĕ, хальлĕхе сывă вĕсем, анчах кирек хăш самантра та лару-тăру улшăнма пултарать. Варти хĕрпе ывăл сусăр тăк мĕн тăвăпăр? Лаврова хамăр сĕтел çинче вилсен тата, чĕри чăтаймасан? Эп кунашкал яваплăха хам çине илместĕп», — терĕ хыттăнах. Тĕрлĕрен калаçрĕç. Пĕри те путлĕ канаш параймарĕ, — хăй вăйсăрлăхне туйса йĕрсе ячĕ хĕрарăм.

— Çапла ĕнтĕ, çапла. Çын хуйхи кама кирлĕ? «Çиччĕ виç те пĕрре кас», — теççĕ. Атя-ха, шухăшлар. Каçар та, кин, эс, чăн та, çамрăк мар, вун çич çулти хĕр мар. Çитменнине, чирлĕ. Анисса вун тăваттăра кăна, Петюкĕ унран та вĕтĕрех. Кусене ура çине тăратмалла. Тем сиксе тухас пулсан вĕсене те, йĕкĕрешне те кам пăхĕ? Ман çине ан шанăр. Эп ватă, хамăн та ура сыпписем туртаççĕ, çанталăк улшăннă чухне пушшех ыратаççĕ. Ачусем чăлах çуралсан ăçта хурар вăл этемккесене? Ял-йыш тем калĕ, пÿрнепе тĕллесе кулĕ, — питех те çирĕппĕн, ĕнентерÿллĕн патлаттарчĕ Улине инке.

Хунямăшĕн сăмахĕсенчен пушшех те уласа макăрас килчĕ Любăн. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.