Комментировать

24 Окт, 2017

Чăваш аваллăхне путса чĕлхе тымарне шырани

Сăмахăмăр – Виталий Григорьевич Родионов /Сăвар Эртиванĕ/, литературовед тата критик, фольклорист, этнолог, поэт, педагог, методист çин-чен. Вăл 1947 çулхи юпан 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Хураçырма ялĕнче çуралнă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне /1975/, СССР Наукăсен Академийĕн Тĕнче литератури институчĕн аспирантурине /1979/ вĕренсе пĕтернĕ. Свердловскри Урал электроаппаратура заводĕнче – стропальщик тата токарь, тăван колхозра – комбайнер пулăшуçи, Республикăри наукăпа методика центрĕнче – методист /1974/, Йĕпреç районĕн «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн литсотрудникĕ /1974-1975/, ЧАССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи ăслăлăх тĕпчев институтĕнче кĕçĕн тата аслă ăслăлăх ĕçченĕ, чăваш литературипе фольклор пайĕн ертÿçи /1976, 1979-1994/, Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче Чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн кафедрин профессорĕ, чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканĕ /1998-2014/, 2009 çултанпа – Чăваш патша-лăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх аслă ĕçченĕ. 1994 çултанпа – филологи специальноçĕсемпе çырнă кандидат тата доктор диссертацийĕсене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен канашăн председателĕ.

В.Г.Родионов 200 ытла ăслăлăх ĕçĕ, çав шутра 5 моногра-фи, 20 вĕрентÿ тата методика пособийĕ çырса хатĕрленĕ. Ученăй XVIII–XX ĕмĕрсенчи хальччен маннă ятсене тавăрчĕ, вĕсен пултарулăхне уçса пачĕ. Вĕсен шутĕнче: Ермей Рожанский, Никита Бичурин, Виктор Вишневский, Чăваш Хвети, Василий Лебедев, Спиридон Михайлов /Янтуш/, Николай Золотницкий, Михаил Федоров, Григорий Тимофеев, Николай Ашмарин, Гурий Комиссаров /Вандер/, Федор Павлов, Алексей Милли, Мĕтри Юман, Вик-тор Рсай, Илле Тăхти.

Чăваш патшалăх кĕнеке палатинче В.Г.Родионовăн 43 кĕнеки упранать. Унăн «Чувашская литература XVIII-ХХ вв.» /2006/ вĕрентÿ пособийĕ федерацин Атăлçи округĕнчи аслă шкулсен хушшинче ирттернĕ конкурсра 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вăл халăх сăмахлăхĕн тата илемлĕ сăмах ăстисен хайлавĕсене пухса 30 кĕнеке хатĕрленĕ.

Ăсчахăмăрăн ят-сумĕ пысăк: филологи ăслăлăхĕсен докторĕ /1993/, профессор /1995/, РФ Журналистсен союзĕн пайташĕ /1974/, РФ Писательсен союзĕн пайташĕ /1995/, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Енĕн ăслăлăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /1997, 2010/. Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ тата наука министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, Атăлçи классика университечĕсен ассоциацийĕн преми лауреачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Çулталăкри чи лайăх профессор», «ЧПУн тава тивĕçлĕ профессорĕ» ятсене тивĕçнĕ. Унăн чăваш халăх çырулăх культурин историйĕ, тĕрĕк халăхĕсен сăмахлăхĕ, тĕрĕк-финн-угр фольклор çыхăнăвĕсем пирки çырнă хайлавĕсем Раççейри, Украинăри, Турцири хуласенче пичетленнĕ.

В.Г. Родионов тĕрĕк тата чăваш поэзийĕн, Уралпа Атăлçи тата чăваш литературин, фольклорпа этнологи ыйтăвĕсене тĕпчет, çав вăхăтрах публицистикăпа поэзи анинче те вăй хурать, Раççей халăхĕсен, Уралпа Атăл регионĕн, чăваш литература аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкерсе хак парас тĕллевпе ĕçлет. Ученăй хăйĕн ăслăлăх шкулне йĕркеленĕ. Вăл вĕрентÿ тытăмне çĕнетсе йĕркелес, педагогика ĕçĕн пахалăхне çÿллĕ шая çĕклес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ, филологи тата культурологи вĕрентÿ-методика комплексĕсен пакетне йĕркеленĕ. Ун патĕнче Турци, Япони, Финлянди тата Венгри преподавателĕсем стажировкăра пулнă. Вăл — «Памятники словесности» /пурĕ 8 том тухнă/ ăслăлăх кăларăмĕсен ярăмне йĕркелекенĕ тата тĕп авторĕ.

Халĕ ăсчахăмăртан илнĕ интервьюпа паллашма сĕнетпĕр.

Виталий Григорьевич, «Чăваш литература пĕлĕвĕн паян тумалли ĕçĕсенчен пĕри вăл – историлле поэтикăна никĕслесе çитересси, профессилле литература поэтикин аталанăвне тĕпчесси», – тенĕ эсир «Поэзие тĕпчес ыйтусем» статьяра /1988/. Унтанпа ку тĕлĕшпе мĕнле пысăк утăмсем тунă?

– Вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç горизончĕ тата инçете кайса пырать. Хальччен эпир К.В.Иванова чăваш культурине тĕнче шайне çĕклекен тесе палăртаттăмăр. Халĕ эпир çак ыйтусене лартатпăр: «Нарспи» поэма пире халăх пек пурăнма пулăшать-и? Нацин тĕлĕрекен ăнĕ Кашкăр Иванĕсен Кĕçтенттинĕн хайлавĕсенче мĕнле ÿкерĕннĕ? Унăн хайлавĕсем чăваш пулма пулăшаççĕ-и? Халăх пулмалли тĕп йĕрсем – йăха тăсасси, чĕлхене, культурăна аталантарасси. Литература мĕншĕн çуралать? Вăл – халăхăн пĕр пайĕ. Илемлĕ шухăшлав халăх ăнĕпе тачă çыхăннă. Çыравçăн тĕллевĕ – ăна историн контекстне кĕртсе лартса пырасси.

Чăваш пулса пурăнма йывăрланса пырать. Ирĕксĕрех кĕрешÿçĕ пулма тивет. Малалла вулас...

 

 

 

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.