Комментировать

25 Окт, 2017

Хамăртан пуçламалла, е Чăваш чĕлхин паянхи çивĕчлĕхĕпе пуласлăхĕ

«Халăхăн тавра курăмĕпе унăн мĕн пур тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук», — тенĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев. Çак сăмахсен кирлĕлĕхĕпе чăнлăх-не эпир хальхи вăхăтра тата та çивĕчрех туйма пуçларăмăр.

Пурнăç йĕрки тĕпрен улшăннипе паян чăваш чĕлхи йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕ. Ача-пăчана ача садĕнче вырăсла вĕрентни, вĕсенчен чылайăшĕ тăван чĕлхерен писме пуçлани, чăваш чĕлхин сумĕ чакса пыни, халăхăн культури йăшни кулянтарать. Ял çыннин калаçăвĕ-пуплевĕ те самаях чухăнланчĕ. Кулленхи хутшăнура чăвашсенчен чылайăшĕ вырăсла пуплени, радиокăларăмсем-пе телекуравсене вырăсла итлени-пăхни икĕ чĕлхене хутăштарса калаçасси патне илсе çитерчĕ. Паян тăван чĕлхе кирлĕлĕхĕ чак-са пырать.

Республикăра чăваш чĕлхи вырăс чĕлхипе тан патшалăх чĕлхи тетпĕр пулсан та шкулта çакна стена çине çакса хунă «Ырă сунса кĕтетпĕр!» каларăшра çеç куратпăр. Чылай çĕрте шкул пурнăçĕпе ачасен вĕренÿ ĕçне кăтартакан стендсенчи текстсем вырăсла. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх символĕсем те кирлĕ шайра пулманни шухăшлаттарать. Шкулсенче уявсене, класс тулашĕнчи ĕçсене чăвашла ирттерме май пур чухнех вырăсла йĕркелеççĕ. Е тата хăш-пĕр шкул сăнав шайĕнче пилĕк кунлăх вĕренÿ эрнине куçса чăваш чĕлхипе литературине пĕрер сехет кăна вĕрентме пуçларĕ. <...>

Чăваш наци конгресĕ чăваш чĕлхин паянхи аталанăвĕ, ачасем чăвашла таса та тĕрĕс калаçма вĕренни, мăнаçлă та хастар пулни шкултан нумай килнине палăртать. <...>

Халăхра чĕрĕ пуплев тата çыру культури хавшани сисĕнет. <...> Чăваш халăхĕн наци туйăмне тата чĕлхен статусне çĕклеме патшалăх шайĕнче ятарлă программа йышăнмалла. Пирĕн шутпа, çак программăпа килĕштерсе кил-йышăн, ял халăхĕн, ача сачĕн, шкулăн, влаç тытăмĕсен патриотлăх /Тăван çĕршыва, халăха юратса хисеплени, вĕсемпе мухтанни/, культура /чĕлхе, литература, ÿнер тата ыт.те/, наци вăй-хал вăййи, чăваш кĕрешĕвĕ, спорт, чăваш этикечĕ, тум, апат-çимĕç, ырă йăла-йĕрке, уявсем, тăван тавралăха тĕпчени, ал ĕçĕпе ăсталăх, ташă-юрă, фольклор, халăх сăмахлăхĕн ыйтăвĕсем тавра ĕçлемелле. <...>

Чăваш чĕлхине упраса хăварассинче ача сачĕсенче чăвашла вĕрентни пысăк вырăн йышăнать. Ăна пурнăçа кĕртме ятарлă вĕрентÿ программи те пур. Çапах та хальлĕхе садиксенче вĕренĕве чăваш чĕлхипе йĕркелесси çирĕп пулса пымасть.

9 класс вĕренсе пĕтернĕ ачан чăвашла тĕрĕс калаçма, çырма тата тăван чĕлхепе хутшăнма пултармалла. Ку вара шкулта вĕренÿ предмечĕсен йышĕнче чăваш чĕлхи мĕнле вырăн йышăннипе тачă çыхăннă. 2017 çулта республикăри ял шкулĕсенче вĕренекен 400 ача 9 класс пĕтернĕ май суйласа илнĕ йĕркепе чăваш чĕлхипе экзамен тытрĕ. <...> Енчен те чăваш чĕлхипе экзамен тыттармасан ун кирлĕлĕхĕ çухаласси тата ăна вĕрентессипе çыхăннă сехетсен шутне чакарасси патне илсе çитерме пултарать.

<...> Паянхи кун вĕрентекенĕн питĕ çаврăнăçуллă пулмалла, ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме пĕлмелле, канашлусенче шкул, район ертÿçисемпе чĕлхе, чăвашлăх ыйтăвĕсене хускатсах тăмалла.

Кăçалхи 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче республикăри районсемпе хуласен шкулĕсем пилĕк кунлăх вĕренÿ эрни çине куçас хăрушлăх пур. Çак лару-тăру чăваш чĕлхипе литератури предмечĕсене вĕрентмелли сехетсен шутне чакарасси патне илсе пыма пултарать. <...> Паллах, шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури предмечĕсен сехечĕсене упраса хăварни тĕп ыйтăва — чăвашла калаçу талккăшне анлăлатассине — туллин татса пама пулăшаймасть. Апла пулсан тăван чĕлхепе культурин сумне çĕклес, ырă йăла-йĕркене çĕнĕлле аталантарас тесен тата мĕн-мĕн тумалла-ши?

Чăн малтан хамăртан пуçламалла. Хамăра хамăр хисеплемелле, чăвашла калаçма вăтанмалла мар. <...>

Чăваш Енре ял ачисем валли чăваш лицейĕсемпе гимназийĕсем çукки те пире пăшăрхантарать. Хăй вăхăтĕнче республикăра Етĕрне наци гимназийĕ, Чăваш- турккă лицейĕ, Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ тата Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци интернат лицейĕ пурччĕ. Тĕрлĕ сăлтав тупса малтан пĕрне, кайран теприне, унтан виççĕмĕшне хупрĕç.

Республикăра чăваш лицейне уçма вăхăт тахçанах çитнĕ. <...> Чăвашла лайăх пĕлекен, тăван чĕлхене юратакансенчен чылайăшĕ 9 класс хыççăн 10-мĕш класа вĕренме каймасть, училищĕсемпе колледжсене тата техникумсене саланать. <...> Вĕсенче чăваш ачисем тăван чĕлхепе пĕлÿ пухаймаççĕ. Мероприятисене вырăсла ирттереççĕ, çавсене пула ачасен чĕрĕ пуплевĕ тата çыру культури хавшать. Çавăн пек пысăк çухатуран хăтăлма республикăра тĕп шкул, чăваш наци шкулĕ пурри пулăшма пултарать. Чăваш чĕлхине лайăх пĕлекен тата юратакан ачасем валли Шупашкар хулинче гуманитари лицейĕ уçсан аванччĕ. Кунашкал шкулта чăваш наци кадрĕсене хатĕрлеме май пур. <...> Чăвашлăха аталантарас ĕçре «Тăван ен культури» предмет питĕ пулăшатчĕ. Ăна шкул вĕренĕвĕн тытăмне кĕртни 20 çул ытла иртрĕ ĕнтĕ. Малтанхи çулсенче ăна 5-9-мĕш классенче эрнере 1 сехет вĕрентеттĕмĕрччĕ. Паян «Тăван ен культури» предмета шкулсенче вĕрентме пăрахнă тесен те йăнăш пулмасть. Ăна вĕрентме сехетсем çук иккен. Пирĕн шутпа, тăван ен историйĕпе культурине 5-9-мĕш классенче шкул валли уйăрнă сехет шутĕнчен /компонентĕнчен/ илме май пур. Апла май килмесен ытти предметсемпе пĕрлештернĕ уроксем туса вĕрентмелли йĕрке туса памалла.

Кашни шкултах ача-пăча фольклор ансамблĕ, шкул театрĕ ĕçлемелле тата музей е этнографи кĕтесĕ пулмалла. <...>

Пирĕн республикăн пуçлăхĕсемпе ертÿçисен, Вĕрентÿ министерствин тăван чĕлхен нумай енлĕхне сыхласа хăварассине хăйсен аллине илмеллех.

Тулли верси...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.