Комментировать

25 Окт, 2017

Сиксе юхать Хула çырми... Роман сыпăкĕсем

САЧКОВА Людмила Николаевна 1957 çулхи чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университетне чăваш чĕлхи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Алла диплом илсен икĕ çул Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, унтан «Коммунизм ялавĕ» хаçата ĕçлеме куçнă, ревизи корректорĕнче вăй хунă, каярахпа «Пике» журналта, вун виçĕ çул Чăвашрадио редакторĕнче ĕçленĕ, ун хыççăн «Хыпар» хаçатра информаци пайĕн пуçлăхĕнче, Шупашкар районĕнчи «Тăван Ен» хаçатра пай пуçлăхĕнче вăй хунă. Халĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн редакципе издательство пайĕнче техника редакторĕ пулса тăрăшать.

Л.Сачкова пьесисемпе Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Шăпăрлан» /1998/ спектакль лартнă, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Юрату турри» /2000 /, «Эсĕ кайрăн та…» /2002/, «Çухалнă хуркайăк çулĕ» /2004/ спектакльсене сцена çине кăларнă. 2011 çулта Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче Людмила Сачкова çырнă «Пĕртен-пĕрескерĕм» пьеси тăрăх лартнă спектакль тухнă.

Л.Сачкова – 2003, 2012 çулсенче «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн «Çулталăкри чи лайăх драматург» номинаци лауреачĕ. Унăн «Шăпăрлан» кĕнеки 2003 çулта Чăваш наци библиотеки ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх сборник» диплома тивĕçнĕ. «Çухалнă хур кайăк çулĕ» пьеси 2004 çулта республикăри наци драматургĕсен конкурсĕнче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. – Шакăртак-шакăртак, шакăртак-шакăртак! – шакăртатать хуралçă патакки.

Çĕнĕ ялта халь икĕ кас – Тури тата Мал ен. Ял ыйха путнă. Чĕп куç çути хăш-пĕр пÿртре çеç курăнкалать. Çывăхри вăрмантан кашкăрсем улани илтĕнет. Урăх пĕр сас-чĕв те çук. Ура айĕнчи юр кĕмĕл укçа пек чăнкăртатать. Кас вĕçне çитсен вăл пысăках мар пÿрт умĕнче чарăнчĕ, ши! шăхăрчĕ.

∗ ∗ ∗

Çимунпа Сахвине иртнĕ çу кунĕсенче вăрманта ăнсăртран тĕл пулса çывăхланнăччĕ. Çимун сунара тухнăччĕ, Сахвине çырла пуçтаратчĕ. Çимун персе янă çĕмрен хĕрĕн пуç тăрринчех шăхăрса иртрĕ.

– Чăввăш! – туса тăрăнчĕ ăвăс вуллине, ун çинче сиксе пыракан пакшана йывăç вулли çумне пăталарĕ.

Кĕтмен çĕртен пулса тухнипе хĕр ай! тесе çухăрса ячĕ те кукленсе ларчĕ. Йĕкĕт малтан пакшипе çĕмренне пуçтарса илчĕ, пилĕкрен çакса ячĕ те унтан сасă илтĕннĕ еннелле утрĕ. Курăк хушшинче ларакан хĕрĕн вара ирĕксĕрех çĕкленмелле пулчĕ.

– Сахвине? – ял хĕрне тÿрех палларĕ Çимун. – Мĕн туса çÿретĕн вăрманта пĕччен, апăрша? Кашкăр тытса кайсан?

– Çулла кашкăрсем ял çывăхне килмеççĕ.

– Çапах та хĕр пуççăн вăрманта пĕччен çÿреме... – асăрхаттарчĕ йĕкĕт.

– Эпĕ пит хăраканниех мар.

— Кашкăр мар тăк, Шаккум килсе тухма пултарать, – шăл йĕрчĕ Çимун.

– Хăрах алăллă лаша вăрри-и? – кулса ячĕ хĕр. – Унпа халь пĕчĕк ачасене çеç хăратаççĕ.

– Манран та хăрамастăн-и? – йăпшăнараххăн ыйтрĕ Çимун. – Вăрманта, каччăпа, куçа-куçăн… Эп шухăш тытсан ниçта та тарса ĕлкĕрейместĕн.

– Ах-х?!. – тăруках тавçăрса илчĕ хĕр. – Кай, пуçтах, кай кунтан! Куçна чавса кăларатăп!

– Пĕрре тута памасăр ямастăпах ĕнтĕ.

Хĕр, темле çапкалансан та, ун аллинчен вĕçерĕнеймерĕ. Йĕкĕт хĕре сывлăш çавăрма памасăр хыттăн чуптурĕ те тăруках вĕçертрĕ. Çырла çисе тăртаннă хĕр тути, ай, ытла та тутлă пулчĕ-çке… Иккĕшĕн те пичĕсем пĕрлĕхен пек хĕрелсе кайрĕç. Йĕкĕт йывăррăн сывлама пуçланине туйса, хĕр çырла пуракне пăрахсах пăлан пек килнелле тапса сикрĕ.

∗ ∗ ∗

Унтанпа хĕрпе йĕкĕт улах вырăнта тĕл пулманччĕ-ха, аякран çеç пĕр- пĕрне куçпа шыратчĕç. Хĕр чĕри ун патне вăйлăрах та хытăрах туртăнчĕ, анчах хăй унран вутран хăранă пек тарса çÿрерĕ, çапах чăтайми кĕтрĕ. Çунса- пăшăрханса ывăннă чĕри паянхи тĕлпулăва малтанах сисрĕ. Тĕттĕмленсенех чÿрече умĕнчен кайманскер, шик! шăхăрнă сасса илтсе чÿрече сĕлкине кăшт çеç сирсе пăхрĕ.

– Çавă! Çимун!5

Çил пек вĕçсе тухрĕ хĕр каччă умне. Халь, акă, ним калаймасăр ун умĕнче тăрать. Йĕкĕт хĕре пилĕкрен ыталарĕ те юнашар уттарчĕ.

– Ме çак шакăртмана, выляса пыр...

Çимун хĕре хурал хатĕрне тыттарчĕ. Хĕр шакăртмапа айланса пыни йĕкĕт аллисене ирĕке ячĕ. Йăмра çумне йăпшăнса вĕсем чылайччен пĕр- пĕрне ăшă сăмахсем каласа тута пачĕç.

Ирччен тем калаçмалăх та вăхăт пур-ха.

– Ма тарса çÿретĕн вара?

– Хĕрĕн – тарасси, йĕкĕтĕн – хăваласси…

– Пăлан пек хытă чупатăн. Вăрманти уçланкăран епле тапса сикрĕн…

– Эпĕ çырла пуçтараттăмччĕ, эсĕ вара ăнсăртран çитсе тухрăн.

– Эпĕ мар, упа е кашкăр тухнă пулсан? Епле пĕччен çÿреме хăрамастăн?

– Çулла упа-кашкăр çынна тапăнмасть.

– Çапах та пĕччен вăрмана текех ан кай, апăрша хĕрĕ…

– Тек каймастăп ĕнтĕ. Эсĕ хăратни те çитет…

Калаçман сăмах юлмарĕ темелле. Хĕр тути тăртансах тухрĕ, кĕрĕк тÿмисем те татăлса пĕтрĕç. Вута-шыва кĕме хатĕр пулса кайнăскер, юлашкинчен хăй тĕллĕн ним шухăшлама та пĕлеймерĕ, Çимун ытамĕнче пуçне çухатрĕ.

Ир енне вĕсем киле иккĕн кĕчĕç. Çемье вăранса çитмен-ха. Ашшĕпе амăшĕ нар çинче калаçса выртаççĕ. Чĕрне вĕççĕн пусса кĕнĕ çамрăксене сисмерĕç вĕсем.

– Çимун паян тулта ял хуралĕнче çÿресе шăнса хытрĕ пуль. Тăрса вучах чĕртсе ярас.

– Ват çын мар вĕт. Мĕн шăнасси çамрăксен? Авлантармалла. Вăхăт ĕнтĕ. Кам хĕрне илсе парас-ши?

– Хĕрĕсем тенĕрен…

– Кхм! Атте, анне, эпир килтĕмĕр-ха, – кутник сакки çинчен сас пачĕ ывăлĕ.

– Камсем вара вăл «эпир»?

– Эпир, Сахвинепе иксĕмĕр.

Ашшĕпе амăшĕ çеç мар, çÿлте сентресем çинче выртакан шăллĕсемпе йăмăкĕсем те вăштах урайне сиксе анчĕç.

– Хĕр илсе кĕтĕн-и, Çимун? – ыйтрĕ ашшĕ.

– Алла çакланнă кайăка вĕçертес мар терĕм.

Сахвине, вăтаннипе, çĕрелле пăхнă та ним шарламасăр ларать.

– Тете хĕр илсе кĕнĕ! Хĕр илсе кĕнĕ! – чупкалама, сиккелеме пуçларĕç кĕçĕннисем. Алтынке алăкăн-тĕпелĕн кумма пуçларĕ. Тĕпел кукринче пуçне – сурпан, урине тăла-çăпата сырчĕ те сĕтел çине ирхи апат хатĕрлесе лартрĕ.

– Эсĕ ман инке пулатни вара? – текелесе, Çимун йăмăкĕ Чĕкеç Сахвинене пырса куçларĕ. – Ма кĕрĕкпе ларатăр иксĕр те?

Çĕнĕ çынсем аранах хĕллехи тумĕсене хывса йăрхаха çакрĕç те аслисем чĕннипе сĕтел хушшине вырнаçрĕç.

Сиксе юхать Хула çырми??? 6

– Хыпаланчăк манăн ывăлсем. Туй тăвиччен чăтмаççĕ, – мăйăхне шăла- шăла, куçне чеен хĕссе сăмах пуçларĕ кил хуçи.

– Ху пек ĕнтĕ, – сăмах тĕртрĕ арăмĕ.

– Туйлах тăвăпăр, çынран начар пурăнмастпăр.

– Юрать, атте, – сăмахран юлмарĕ Çимун.

– Санран ыйтса тăмастăп! Атя, çырткалар эппин, чĕм кĕмелĕх.

Хуçалăхне самаях тĕреклетнĕ Миккуль ял умĕнче намăса кĕрес мар терĕ. Аслă ывăлĕ, Антунĕ, авă, халĕ те, ашшĕне хирĕçех пурăнать пулин те, пит килсе-кайса çÿремест. Ĕнтĕ ашшĕ килĕнчен хăй ирĕккĕн уйрăлса тухса Хреççука вăрласа килнĕренпе икĕ ачаллă та пулчĕç, çаплах ашшĕ килĕ енне екки каймасть-ха унăн. Кăçал вăрмантан пуралăх йывăç кăларса çĕнĕ пÿрте кĕчĕ, авă. Текех ку йăнăша тумĕ Миккуль.

– Ирхи куна каç тăвиччен, амăшĕ, пулас хăта-тăхлач патне хĕр килĕшме каяс. Çитсе пĕлтер.

Алтынкен çăпата тупанĕ çеç курăнса юлчĕ.

Сахвине юратмалла хĕр. Пурте çыпăçуллă ун çийĕнче. Пĕвĕ-сийĕ те ятуллă, пичĕ-куçĕ те ĕлккен. Шырасан та, пĕр кăлтăк та тупаймăн. Ай, ытла та вăтанма пĕлет-çке, куçне çĕклесе пăхаймасть. Çакă ăна пушшех чиперлетет. Чечекрен те чечек. Хăш уçланкăри вăрмантан татса килнĕ ăна Çимун?..

Кăна йĕкĕт хăй çеç пĕлет.

Алтынкен пĕр ури кунта, тепри лере.

– Кĕтеççĕ, – васкаса пĕлтерчĕ вăл алăкран кĕнĕ-кĕмен.

Çиччĕн кайсан çителĕклех тесе шут турĕç. Хĕр килĕшме Антуни çемйине те чĕнчĕç. Туртăнкаласа тăчĕ пулин те, çапах арăмĕпех пычĕ. Ачисене тĕп киле хăварса, вĕсем те Çимун валли хĕр килĕшме кайрĕç.

Ахванеçшĕн уяр кун аçа çапнă пекех. Епле? Пĕр сас-хурасăр, ним кĕтмен- туман çĕртен. Хĕрĕн çулĕ çитсе пыратчĕ-ха ĕнтĕ. Йĕкĕтне те тиркемелле мар. Савăнмалла çеç ку хыпарпа, анчах ытла та асра çукран пулса тухрĕ- çке. Пĕçернĕ çăкăр та сĕтел çинче юлашки.

Алтынке тухса кайсанах Ахванеçпе арăмĕ кăмака хутса ячĕç, капăртма, кукăль, тултармăш пĕçерсе кăларчĕç те çăкăр хыврĕç. Сахвине – вĕсен пĕртен-пĕр хĕрĕ. Турри урăх ача памарĕ. Юратса çитĕнтернĕ куç тулли хĕрне тивĕçлĕн качча парасчĕ-çке тесе, парне-тавраш çÿпçерен кăларчĕç, кĕпелĕх пир тăрăхĕсем касрĕç, хĕрĕ тĕрленĕ ал шăллисене парнелĕх хатĕрлерĕç.

Каç енне хăнасем персе çитрĕç.

– Пирĕн килес...

– Килĕрех, килĕрех. Тĕпелелле иртĕр.

– Пиртен тухнă йăла мар, пирĕнтен те юлĕ. Сирĕн тына пур, пирĕн – вăкăр. Иккĕш пĕрле пулас теççĕ...

Сăмах-юмах яланхилле хăй еккипе юхрĕ: икĕ енĕ пулас туй пирки калаçса татăлчĕç, хĕр тупри, супинкке парни пирки те сăмах татрĕç. Тупра çÿпçисĕр пуçне хĕрпе пĕрле пушмак пăру, икĕ хура сурăх парас тесе сăмах татрĕç.

Ашшĕ ывăлне тивĕçлĕн уйăрса кăларасси пирки сăмахларĕ.

Çак сăмах-юмах хушшинче Çимун Сахвине аллине пĕр самантлăха та вĕçертмерĕ. Аслисем: «Туй пуличчен хĕрĕн тăван килĕнчех юлмалла», — текелесен те хĕре хăйĕнчен хăварма килĕшмерĕ.

Илсе кĕнĕ хĕре кам ярать? Пĕр тытнă кайăка сунарçă алăран вĕçертет-и вара?

Хĕр килĕшнĕ каç юрă юрламарĕç, ташă ташламарĕç. Йăли çапла, унсăрăн çамрăк мăшăрăн пурнăçĕ ăнмасть теççĕ. Çук, тăван килĕнче хăвармарĕ Çимун Сахвинене. Ашшĕ-амăшĕ тем пек ыйтрĕç пулсан та, хĕре пилĕкрен çĕклесе тенĕ пекех килĕнчен йăтса тухса кайрĕ. Ватăсем пăшăрханса юлчĕç те ĕнтĕ, мĕн тăвăн? Çурхи пăр пĕр тапрансан чарăнмасса вĕсем те тĕшмĕртеççĕ.

ЮНЛĂ ТУЙ

Хĕллехи туй — туй мар. Ăна çапах та кĕркунне, хирти ĕçсене пуçтарса кĕртсен тăвас терĕç. Çамрăксене малтанлăха пурăнма Кив ялти ашшĕн пушанса юлнă çуртне ăсатрĕç. Çамрăксем унта пĕр-пĕрне хăнăхрĕç, чап-чап уйăхĕпе савăнчĕç.

Çимун хĕл каçипех сунара çÿрерĕ: кайăк-кĕшĕк, тилĕ-мулкач тытса арăмне савăнтарчĕ. Пыллă кунсем пĕтиччен çу кунĕсем пуçланчĕç.

Тури уçланкă аслăлансах пычĕ. Кивĕ ялтан çĕннине куçас текенсем нумайланчĕç. Вăрманĕ утăм хыççăн утăм чакса пычĕ. Миккуль çĕнĕ çынсене туй хыççăн тÿрех уйăрса кăларма шут тытрĕ. Туя çемйипех çине тăрса хатĕрленчĕç. Арçынсем тĕп килпе юнашар çĕнĕ çурт çĕклерĕç. Çимун валли хăпартнă çурт крыльцаллă пулчĕ, чÿречисене эрешлĕ хупăллă ăста-ларĕç. Вите-кĕлет те юнашар ал-хапăл туса лартрĕç. Вăрман пуртă сассипе янăраса çеç тăчĕ.

Миккулĕн витери лаша чунĕ тăваттă-пиллĕке те çитрĕ, иртнĕ çулхи тимĕр кăвакпа хăла лашасем хăмларĕç. Икĕ тиха кĕçĕне-кĕçĕне амăшĕсем хыççăн чупаççĕ, авă. Пĕр тихине вăл Çимуна парас шутлă. Çав хушăрах çурхи акана та ал-хапăл ирттерчĕç. Вăрман хăртса тунă çĕр çинче тыр-пул чăшăлах шăтса тухрĕ.

Алтынке туй сĕтелĕ валли виçĕ хутчен кăмака хутса кăларса шăрттан тума лартрĕ. Унсăр пуçне пÿремĕчсем, тултармăшсем, тăвараллă çу, ытти апат янтăларĕ. Ыраш шăтарса икĕ шетник сăра йÿçĕтме лартрĕ. Ятарласа хаяр кăрчама пыллантарчĕ.

Акă, чылайранпа кĕтнĕ кун та çитрĕ. Хĕр енчисем çĕнĕ пÿрте япала çакма килчĕç. Сасартăк вĕсен умне хура лапсăркка йытă сиксе тухрĕ те вĕрме пуçларĕ: халь-халь çыртать! Ниепле те ирттерсе ямасть, ураран пырса çыртма хăтланать, алăри япаласене тулласа сĕтĕрет.

КАÇХИ ХУРАЛТА

Шаккум ку тăрăха тек килсе çÿремерĕ. Таçтан аякран ун пирки тепĕр чух сас-хура илтĕнкелет. Çапах та икĕ ялĕпех каçсерен хурал тăратрĕç. Хуралçă шакăртмине шакăртаттарса пĕр каспа анса каять, унтан тепĕр каспа каялла таврăнать. Паян Миккульсен килĕ умне хурал патакне пырса тăратнă.

– Кам тухас тет хурала? – ыйтрĕ ачисенчен Миккуль.

– Эпĕ! – иккĕн тан сирпĕнсе тухрĕç выльăх витинчен Çимунпа Элекçей.

– Пĕри çеç тухăр. Ĕç нумай.

Каç сĕмĕ çапсан асли хурал патаккине алла илчĕ. Сивĕ. Сăмса тăррине çатăрах чĕпĕтет. Ял хĕрринчи йывăçсем те шурă юрлă лапсăркка çĕлĕк тăхăннă. Çимун çинче – сăсар тирĕнчен çĕлетнĕ хăлхаллă çĕлĕк, туллатнă кĕрĕк. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.