Архив - 12 Окт, 2017

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе географи факультечĕн 3-мĕш курс студентки Мария Игумнова малтан амăшĕпе тата кукамăшĕпе Шупашкарта пурăннă. Вăл тăхăр çулта чухне ĕçкĕçсем çывăх çыннине çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ.

«Алло! Ырă кун пултăр! Эпĕ сире тав тăвасшăн. Эсир хаçатра çырни пире питĕ пулăшрĕ. Çурта туртса илмерĕç, укçа тÿлеттермерĕç», — пĕр кунхине çакăн пек шăнкăрав йышăнтăм. Канаш районĕнчи Çеçпĕл ял тăрăхне кĕрекен Матьшÿ ялĕнчи Алевтина Макарова пулчĕ ку.

Вăрнар районĕнчи Калинино салинче çуралса ÿснĕ Ирина Львова мĕн пĕчĕкренех Африкăна кайса курма ĕмĕтленнĕ. Хĕрачана унта пурăнакан çынсен ÿт тĕсĕ хăйне евĕр пулни тĕлĕнтернĕ. Хура ÿтлĕ çынсем хĕвел пĕçертсе пăхакан çĕршывра мĕнле пурăнаççĕ-ха? Иринăна çак ыйту кăсăклантарнă.

Чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрне, ачасем, çитĕннисем валли çырнă вун- вун кĕнеке авторне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, тĕрлĕ преми лауреатне Раиса САРПИНЕ пĕлмен шкул ачи çуках. Унăн ачалăхĕ çинчен вуласа пĕлме кашнинех кăсăклă пулĕ.

Шупашкарти сусăр ачасен интернат шкулне кĕрсенех фортепиано сасси илтĕнчĕ. Сывлăх кăлтăкне пăхмасăрах вĕренекенсем илем, искусство енне туртăнаççĕ.

Йытăсене юратать

Дагестан «сăрт-ту çĕршывĕ» тенине пĕлтерет. Тепĕр майлă ăна «Кавказ Вавилонĕ» теççĕ. Кунта темĕн тĕрлĕ халăх пурăнать: авар, даргин, лезгин, азербайджан тата ытти те. Раççейре кăна мар, Çĕр чăмăрĕ çинче те чи нумай нациллĕ республика шутланать. Дагестанăн тĕп хули — Махачкала.

Хăнана тарават

Страницы