- Чăвашла верси
- Русская версия
Куç курманнине алăпа туяççĕ
Шупашкарти сусăр ачасен интернат шкулне кĕрсенех фортепиано сасси илтĕнчĕ. Сывлăх кăлтăкне пăхмасăрах вĕренекенсем илем, искусство енне туртăнаççĕ.
Йытăсене юратать
Карина Николаевăпа Диана Васильева улттăмĕш класа каяççĕ. Диана «4», «5» паллăсемпе вĕренет. Унăн юратнă предмечĕсем — технологи тата акăлчан чĕлхи. Вăл çыхма юратать, вĕтĕ шăрçаран, çипрен, пластилинран тĕрлĕ япала ăсталать. Вăл тунă хитре сулла, чечексене курсан Диана суккăр теме чĕлхе çаврăнмасть. Питĕ илемлĕ пулнă япаласем. Кашни çул ал ĕçĕсен куравне хутшăнать вăл, малти вырăнсене йышăнать. Унтах ăсталăх класĕ те кăтартать Диана. Вĕтĕ шăрçапа тата çиппе япаласем ăсталама вĕрентет. Ăна амăшĕпе йăмăкĕ хаваспах пулăшаççĕ. Куçпа курайманнине вăл аллипе туять. Унăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Хĕр ача чĕр чунсем çинчен кĕске калавсем çырать. Сĕтел çи теннисне килĕштерет вăл. Компьютерпа та усă курма вĕреннĕ. «Интернета тухатăп, документ, папка тума пĕлетĕп», — терĕ Диана. Вĕренÿре те çитĕнÿсем пур унăн. Дистанци мелĕпе иртекен «Олимпус» Раççейри олимпиадăра вырăс литературипе хăйĕн ăс-тăнне виçсе пăхнă. Ăслăлăхпа практика конференцийĕсене хутшăннă май хăй çырнă сăвва та вуланă. Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне шкулти театр студине çÿренĕ. Сценкăсем лартса ăçта кăна çитмен пуль? Дианăн пысăк ĕмĕт пур, вăл кинолог пуласшăн, анчах куç курманнисем çак профессине илейменнишĕн питĕ пăшăрханать. Диана тата тепĕр ĕмĕтпе çунатланать. Вун сакăр çул тултарсан поводырь йытăллă пулас шанăç пур. Çак саманта тем пекех кĕтет Диана. Ара çав ăслă йытăсем хуçине питĕ пулăшаççĕ, хÿтĕлеççĕ. Халĕ вара йытăсене питĕ юратаканскер Шупашкарти питомнике кайса курасшăн. Унăн Стефа ятлă йытă пур. «Ăна воспитани паратăп», — тет хĕр ача. Амăшне те пулăшать Диана. Çĕр улми тасатать, тусан шăлать... Йăмăкĕпе Дашăпа выляма юратать, ăна ал ĕçне вĕрентет.
Ленскирен интервью илнĕ
Карина та «пиллĕк» тата «тăваттă» паллăсемпе вĕренет. Унăн юратнă предмечĕсем — акăлчан чĕлхи, музыка тата вырăс литератури. Виçĕ çултанпа вокал вĕренме тытăннă. Халĕ Шупашкарти 4-мĕш ача-пăча искусство шкулне фортепиано калама тата Трактор тăвакансен культура керменне юрлама çÿрет. Карина юрăç пуласшăн. Хăйĕн кумирĕпе — Данила Ленскипе — паллашнă вăл, унран интервью та илнĕ. Кайран ун пирки конференцире каласа кăтартнă. Мĕнле кăна мероприятие хутшăнман пуль вăл! Хусанра пулнă фестивале те çитнĕ. Карина сăвă та çырать, «театралкăна» та ĕлкĕрет. Унсăр пуçне ют чĕлхесем вĕренме ăнтăлать. Çывăх вăхăтра китайла вĕренесшĕн. Каринăн йăмăкĕ Гера тата шăллĕ Влас пур. Кил-тĕрĕшре амăшне пулăшать вăл, савăт-сапа çăвать, пÿлĕмсенче тирпейлет. «Нимрен те хăрамалла мар, малалла çеç аталанмалла. Чи кирли — чăтăмлăх. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшмалла», — хăйĕн девизĕпе паллаштарчĕ Карина.
Дима Александров (сăн ÿкерчĕкре) пирки те каласа кăтартас килет. Вуннăмĕш класа каяканскер ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулне çÿрет, вăл çăмăл атлетикăпа туслă. Иккĕмĕш класранпах унта хул-çурăмне аталантарать каччă. Сусăр ачасен спартакиадисене час-час хутшăнать вăл, унта малти вырăнсем йышăнать. Кăçал Ульяновска Раççейри ăмăртăва кайнă, шашкăпа выляссипе иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пушкăртстанри Салават хулинчен вара икĕ «кĕмĕлпе» тата пĕр «ылтăнпа» таврăннă. Пултаруллă çын таçта та пултаруллă. Дима тата сăвă калать, шкулти театрта вылять, концертсем ертсе пырать, вĕренекенсен хăй тытăмлăхĕнче тăрать. Килĕнче те усăсăр лармасть, ашшĕ-амăшне пулăшать. Малалла вулас..
Комментировать