Айăпа туйса виçĕ кун çимен
Чăваш поэзийĕн çутă çăлтăрне, ачасем, çитĕннисем валли çырнă вун- вун кĕнеке авторне, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, тĕрлĕ преми лауреатне Раиса САРПИНЕ пĕлмен шкул ачи çуках. Унăн ачалăхĕ çинчен вуласа пĕлме кашнинех кăсăклă пулĕ. Эппин, асра юлнă хăш-пĕр саманчĕпе паллашар-ха.
1. «Дедушка, ка-ка». Хама астума пуçлани куç умĕнче. Пĕр çулталăк çурăра-ши эпĕ, утатăп. Çул-лаччĕ ун чухне. Картишĕнче чупса çÿретĕп. Асатте те пурччĕ. Мана хулпуççи çине лартрĕ те «Кранк! Кранк!» тесе йăтса çÿрерĕ. Манăн тула каяс килнĕрен «Дедушка, ка-ка» тесе калама тытăнтăм. /Анне вырăс хĕрĕ пулнă пирки эпĕ вырăсла та калаçнă/. Халĕ çав саманта аса илетĕп те манăн пĕрремĕш рифма çавă пулнă ĕнтĕ.
Килте 7-ĕн пĕртăван. Эпĕ виççĕмĕш — 1951 çулта Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте çуралнă. Аслисем те хĕрсем. Асанне питĕ ывăл кĕтнĕ. Эпĕ çуралсан вăл кăмăлсăрланса лайăх мар сăмах каланă. Кайран çакăн пирки илтсен эпĕ питĕ кÿрентĕм — пурпĕрех çав сăмах айне пулмăп тесе хама сăмах патăм. Çавăнпах эпĕ ялан лидер пулма тăрăшаттăм. Никамран та хăра-мастăм. Тантăшсен хушшинче чи хăюлличчĕ. Хăйĕн пек хураскер пулнăшăн-ши, е пур çĕрте те правуртан-ши — асанне мана ыттисенчен ытларах юратрĕ. Кун çинчен атте те каласа кăтартатчĕ.
2. Хĕвел çаврăнăш. Манăн питĕ шкула каяс килетчĕ. Атте кĕçĕн классене вĕрентетчĕ. Ăна питĕ юратнипе кашни кун ун хыççăн вăрттăн шкула çитсе тăраттăм. Вăл мана вĕренекенсен списокне кĕртмесĕрех парта хушшине лартнăччĕ. Вулама-çырма 5-ре вĕрентĕм. Валера Ивановпа юнашар лараттăм. Пĕррехинче манран икĕ çул аслăрахскер хĕвел çаврăнăш илсе пынă та мана та пачĕ. Эпĕ ăна урок вăхăтĕнчех пĕчĕккĕн шĕкĕлчесе çирĕм. Тутлă шăршă тухать- çке! Атте мана: «Эсĕ шкулта вĕренмешкĕн ÿссе çитмен иккен, киле кай», — тесе хăваласах кăларса ячĕ. Атте музыка, рисовани урокĕсене епле ирттернине итлеме питĕ кăмăллăччĕ. Вăл тата класĕнчи ачасемпе «Аленушкăпа унăн шăллĕ Иванушка» пьеса çырса спектакль лартнăччĕ. Маскăсене хăй çĕлесе, кĕввине хăй каласа кăтартнăччĕ. Çав спектакль чунра ларса юлчĕ.
Атте ялан юмахсем вуласа паратчĕ. «Конек-горбунок», «Маша и медведь», «Мальчик-с-пальчик» юмахсем асрах. Эпĕ ача чухне телевизор пулман. Радио кăна калаçатчĕ. Пĕррехинче, миçерине астумастăп, анчах эпĕ пĕчĕкчĕ, килте никам та çук. Анне те ĕне сума тухнă, аслисем те килте мар. Таçтан атте сасси илтĕнет. Хăй çук вĕт-ха, пĕлетĕп — шкула кайнă. Анчах сасси илтĕнет. Шыратăп-шыратăп — ниçта та çук. Аптăранипе кăмака хыçне те, тĕпсакайне те пăхрăм — тупаймарăм. Лайăхрах тимлерĕм те унăн сасси радиора илтĕнет. Хăраса кайрăм, атте кунта епле лекнĕ-ши тетĕп. «Мальчик-с- пальчик» пулса унта кĕрсе ларчĕ пулĕ тесе макăратăп. Анне кĕрсен кăна мĕн пулса иртнине ăнлантарчĕ. Çывăх çыннăм коммунист пулнă, радиора час-часах калаçнă. Ăна «Шăхаль Левитанĕ» тетчĕç.
3. Путакан ачасене çăлни. Пĕрремĕш класс пĕтернĕччĕ ун чухне. Çулла. Калама çук шăрăх. Çĕрте темĕн хулăнăш тусан. Çарран утма çук — кăмакаран кăларнă вĕри кĕл пек урана пĕçертет. Тантăшсемпе шыва кĕме атте- аннерен вăрттăн кайрăмăр. Хĕр ачасем çывăхри карта çумĕнче тăратчĕç. Эпĕ çыран хĕрринче урасене шăмпăлтаттарса лараттăм, пăхатăп та — юлташсемпе пĕрле Галя çук. Ман умра шыв пăкăртатать. Часрах чупрăм шывалла. Ара, чĕркуççи таран çеçчĕ те унта. Çав вырăна чупса çитрĕм те ура лаш! анса кайрĕ. Галя ишме пĕлмен. Çыран хĕррине аран сĕтĕрсе çитертĕм. Вăл йăванса кайрĕ, вилнĕ пек. Кино курма çÿреттĕмĕр те, мĕн тумаллине пĕлнĕ-ши — алли-урине хускатсан Галя сарă шыв хăсса кăларчĕ. Кайран паллă пулчĕ — шыва пĕвеличчен унта тăм чавса кăларнă шăтăк пулнă. Галя шăп çав шăтăк тĕлне лекнĕ те путма пуçланă.
4-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра тантăш Вальăпа библиотекăна кайрăмăр. Çуркуннеччĕ. Вĕрентекен каникулта вулама список панă-çке-ха. Апат вăхăчĕ пулнăран вулавăш ĕçченĕ çитейменччĕ те тусăма шыв юххине курма кайма сĕнтĕм. Кÿлĕ хĕрринче ункăланса шыв тăрать, варринче — пăр. Юлташ пăр çине сиксе каçма чĕнчĕ. Кĕместпĕр тесен мана: «Эй, хăравçă», — терĕ те пăр çине сикрĕ. Пăр катăлса пычĕ, Валя «путатăп!» тесе кăшкăрма тытăнчĕ. Нимĕн çинчен шухăшлама ĕлкĕреймерĕм — шыва сикрĕм. Эпĕ пысăкчĕ, Валя путакан вырăнта чĕвен тăрса ура çитрĕ. Ишме те пĕлеттĕм, анчах пăр катăкĕсене пула тапаланма та май çук. Тантăш мана мăйран ярса тытрĕ те тепле майлă пăр катăкĕсене тытса- сирсе ăна илсе тухрăм.
Ку 7-мĕш класс хыççăн пулса иртнĕччĕ. Çитĕнме пуçланă-ши эпир — арçын ачасенчен вăтанатпăр. Шыв хĕрринче каллех. Арçын ачасем трамплинран сикнине айккинчен сăнатпăр. Вĕсем пăрăнчĕç кăна, кÿршĕри арçын ачасен Ваççапа Кольăн 3-ри шăллĕ трамплин çине пырса ларчĕ çеç, йăванса шыва ÿкрĕ, путма пуçларĕ. Çыран хĕррипе вăр-вар чупрăм ун патне — сĕтĕрсе кăлартăм пĕчĕкскере. «Аттене ан калăрах, пĕлсен костыльпе çапса вĕлерет пире», — тилмĕрчĕç Володьăн пиччĕшĕсем.
4. Лампа. Атте-аннен хăйĕн ĕçĕ. Пирĕн те, ачасен, хамăрăн «ĕç». Хĕлле пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреттĕмĕр. Кÿршĕри юлташ арçын ачасем пире чĕнчĕç. Çывăх çыннисем хăнана кайнă иккен. Ак пуçларăмăр выляма. Пÿртре вăрăм сак пурччĕ. Пурте çав сак çине хăпарса тăраççĕ те алла хытă сулласа урайне сикеççĕ — хăшĕ аяккарах! «Райкка, сик эс те», — теççĕ мана. Эпĕ ыттисенчен çÿллĕрехчĕ. Тăрнаккайччĕ. Хăпартăм эпĕ те сак çине. Ыттисемпе алла сулласа сикрĕм те… маччаран çакăнса тăракан краççын лампине çĕре ÿкертĕм. Сÿнсе ларчĕ. Коля ашшĕне чĕнме мана пĕрле илсе кайрĕ. Пулса иртнине каласа кăтартрĕ. Хамăн айăпа туйса ниçта кайса кĕрейместĕп — пĕтĕм этемлĕх хĕвелне хам сÿнтерсе лартнăн туйрăм. Кайран Кольăн тетĕшĕ Ваççа пирĕн пÿрт умĕнче лампа ыйтса кăшкăрнине илтсен аттене хам айăплине каларăм. Атте пĕр сăмахсăр килти лампăна тыттарса тухса партарчĕ. Çавăн хыççăн хам валли картса хутăм: çын хыççăн сикмелле мар, хăвăн пуçупа пурăнмалла!
5. Яшка. 7-мĕш класа çитрĕмĕр. Хĕр ачасене домоводство предмет вĕрентетчĕç. Учитель çитес урокра пельмень пĕçерме вĕрентессине пĕлтерсе какай, çăнăх тата ыттине илсе килме кашни ачана хушрĕ. Анне чышкă пек аш татăкне хĕрхенмесĕр тыттарса ячĕ. Кĕтнĕ кун пельмень хатĕрлерĕмĕр, пĕçерме лартрăмăр. Уроксем вĕçленнĕ, хырăм выçă, сĕлеке юхтаратпăр. Кашăк алăра. Вĕрентекен хатĕр пельмене йăтрĕ те учительсене хăналатăп тесе илсе кайрĕ. Киле çил пек çитрĕм. Ара, аппетита астарса янă-çке. Хырăм питĕ выçă. Кăмакара анне пĕçернĕ яшка пăсланать. Васкарăм-ши чÿлмеке кăларнă чухне — пысăк çемье валли пĕçернĕскере тăкса ятăм. Çав вăхăтра анне кĕчĕ те: «Ай-яй, халь ман Толик, Володя килеççĕ…» — тесе мана тĕксе ячĕ те чуста çăрса йÿçĕтмесĕрех пашалу пĕçерме тытăнчĕ. Хамăн айăпа туйса çавăн чухне аттепе анне сĕтел хушшине ыттисемпе чĕнетчĕç пулин те 3 кун апат çимерĕм. Тен, çав вĕрентекен ачасенчен кулса çавăн пек хăтланман пулсан, аппетита çав тери хытă уçса яман тăк ку пăтăрмах пулмĕччĕ те. Тăкăнса кайнă апата курсан анне чĕрине ярса тытрĕ вĕт çавăн чухне…
6. Самолет. Ача чухне кам пулма кăна ĕмĕтленмен-ши? Учитель, геолог ĕçĕ илĕртетчĕ. Самолет вĕçсе иртнине курсан летчик пулас килетчĕ. Пĕррехинче, 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне, пулнăччĕ ку. Ял çийĕн совхоз уйĕсене удобрени сапакан «кукурузниксем» вĕçетчĕç. Саша Пушкин йĕтем патне самолет анса ларнине пĕлтерсе кăшкăрса чупрĕ. Учитель пăрăннă вăхăтра пурте урокран тухса тартăмăр та самолет курма чупрăмăр. Летчикĕ 4-шне лартса вĕçтереетĕп тесен эпĕ арçын ачасемпе йăпăр-япăр ларса хурçă караппа вĕçсе куртăм. Çавăн хыççăн летчик пулас ĕмĕт шухăшсемпе таçта та çитеретчĕ. Самолетсем вĕçсе иртнĕ вăхăтра сад пахчинче çÿллĕ йывăç çине хăпараттăм та «Лартса кайăр мана!» тесе кăшкăрса алă сулаттăм. Килте тăрас килместчĕ. Çÿле вĕçсе хăпарса ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес килетчĕ.
7. Пĕрремĕш сăвă. Икĕ аппа шкултан таврăнасса крыльцана тухса кĕтеттĕм. Çуркунне кÿлленчĕксенче ишме атă çук-çке манăн. Вара вĕсенне тăхăнăттăмччĕ-ха. Çапла тухса тăнă эпĕ крыльцана. Хур аçи кÿлленчĕкре çунаттине сарса, какăлтатса çăвăннине тĕлĕнсе сăнатăп. Кÿлленчĕк куç умĕнче асамат кĕперĕ пулса тăчĕ. Пуçра сăвă йĕркисем шăрçаланчĕç. Сасăпах калатăп. Шкултан таврăнакан аппа «Пирĕн Райкка поэт!» тесе кăшкăрса утни шарт сиктерчĕ. Вăл ялан мана мĕнле те пулин сăмахпа витлетчĕ. Эпĕ поэт сăмах пĕлтерĕшне пĕлменнипе манран кулать тесе макăрса ятăм. Атте ăнлантарса парсан кăна пĕлтĕм. Пĕрремĕш сăвă йĕркисем çавăн чухне çуралчĕç. Малалла вулас...