Архив - 14 Янв, 2017
«Чăваш хĕрарăмĕ» 1/974/ №. 14.01.2017
"Чăваш хĕрарăмĕ” 14.01.2017
Мулкач шурă кĕрĕк тăхăнчĕ
Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн ыркăмăллăх фончĕпе пуканеçĕсем асамлăх кĕтекен ачасене Çĕнĕ çул парнипе савăнтарчĕç. Тĕрлĕ конкурсра палăрнă, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыракан, йышлă, сахал тупăшлă çемьесенчи хĕрачасемпе арçын ачасем валли уяв программи хатĕрленĕ вĕсем.
Кăмăлăма ярам-и ирĕке?
Çĕнĕ çула ырă хыпартан пуçламашкăн мĕн тери лайăх! Ырă хыпарĕ вара санпа çыхăннă, хаклă вулаканăм. Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ теççĕ те, пирĕншĕн пĕтĕмлетӳ вăхăчĕ çулталăкра иккĕ те пулать — çурхи тата тата кĕрхи çырăнтару тапхăрĕ. Эпир сирĕнпе тăрăшса ĕçлени харама каймарĕ — тиража сыхласа хăвартăмăр. Çакă чи пахи. Апла пулсан, журналистсем ахальтен мар çĕрне-кунне пĕлмесĕр калемĕсене хăйранă, кану çинчен манса командировкăсене çӳренĕ, вулакан кăмăлне тупас тесе пĕр шӳтлĕ, пĕр критикăллă материал çырнă.
Мĕн кĕтет 2017 çулта?
ВĔРЕНӲ. Социаллă стипендие патшалăх пулăшăвĕ тивĕçекен студентсем кăна илĕç. Крымри вĕренӳ учрежденисен лицензийĕсен вăхăтне тăсма палăртнă — 2018 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен. Çавăн пекех Крым çамрăкĕсен аслă шкулсене вĕренме кĕрес тĕлĕшпе çăмăллăхсем пулĕç.
Пултарулăх йăхран куçать
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче пурăннă Алевтина Никитина сарлака та анлă çулпа утса тухрĕ, халăхра ырă ят хăварчĕ. Пултаруллă тăватă хĕрне кун çути парнелерĕ, мăнукĕсене те чăн-чăн чăваш ăс-хакăлне пиллерĕ.
«Савăнма та сăлтав тупатăпах»
80 урлă каçнă тĕле илмелли темĕн чухлех пухăнать. «Шухăшăмпа ачалăха таврăнсан хурланатăп та, савăнма та сăлтав тупатăпах», — тет Мария Максимова.
Мария Васильевна 1935 çулхи кăрлач уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ялĕнче çуралнă. Маруç 1,5 çулта чухне амăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Ашшĕ Василий Толстов, пĕчĕк ачапа тăрса юлнăскер, çак ялти хĕре Екатерина Михайловăна качча илет. Кăмăллă, сăпайлă хĕрарăм хĕрачана хăйĕн тăван ачи пек пăхса ÿстерет. Маруç амăшĕ вĕрентнине тĕпе хурса тирпейлĕ, ĕçчен çитĕнет.
Йывăрлăхсенчен хăрамасăр
Ĕç çыннине хисеплесе «Ĕç çынни çулталăкне» ирттерчĕç. Паян, хуçалăхсем арканнă, рабочисен хисепĕ чакнă тапхăрта, пушшех те пĕлтерĕшлĕ çакă. Ялта та ытларах ватăсем тăрса юлтăмăр.
Фельдшерпа акушер пунктĕнче çынсен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе пĕр улшăнмасăр 34 çул тÿсĕмлĕн ĕçлекен Людмила Павлова çинчен каласа кăтартас килет. Ун умĕн 7 çамрăк специалист пĕрин хыççăн тепри улшăнчĕ. Хăшĕ-пĕри ялти çамрăксемпе çемьеллĕ те пулчĕ. Анчах ирĕкелле тухса кайса пĕтрĕç.
Ăс-хакăл, калем, сасă...
«Хĕрарăм ĕçĕ мар ку. — Мĕнле ĕç? — Хăть те хăшĕ те», — шÿтлеççĕ тĕнче тетĕлĕнче. Çук вара. Хĕрарăм тума пĕлмен ĕç çук-тăр паян. Этемлĕхĕн черчен пайĕ хăть те хăш сферăра та хăйне хăтлă туять. Çав шутра — журналистикăра та. Пичет кунĕ çывхарнă май республикăри МИХ ĕçченĕсене чăрмантартăмăр. «Журналистика юлашки вăхăтра хĕрарăм профессине çаврăнса каймарĕ-ши?» — ыйтрăмăр вĕсенчен. Çула май ĕçри пăтăрмахлă самантсем пирки аса илме те сĕнтĕмĕр.