Пултарулăх йăхран куçать

14 Янв, 2017

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче пурăннă Алевтина Никитина сарлака та анлă çулпа утса тухрĕ, халăхра ырă ят хăварчĕ. Пултаруллă тăватă хĕрне кун çути парнелерĕ, мăнукĕсене те чăн-чăн чăваш ăс-хакăлне пиллерĕ.

Алевтина Ивановна суту-илÿре вăй хучĕ, нумай çул фермăра дояркăра малтисен ретĕнче пычĕ. Унăн темиçе медаль, орден, Хисеп хучĕсем.... Хаклă парнене те пĕрре мар тивĕçнĕ. Чăн пуянлăхĕ — ташă-юрăри ăсталăхĕ. Ашшĕ Иван Васильевич ялти паллă купăсçă шутланнă. Шăллĕсем Вячеславпа Виталий та ашшĕнчен кая юлман, вĕсем мĕн тери маттур вылянине Шуршăлсем паян та ас тăваççĕ.

Алевтина Ивановна ÿссе пĕве çитсен ялти ăста тепĕр купăсçăпа Анатолий Никитичпа çемье çавăрчĕ. Каласа хăварас килет, Анатолий Никитин пиччĕшĕ Егор та çав тери маттур купăсçă пулнă. 1930-мĕш çулсенче йĕркеленнĕ Блюхер колхозĕн хорĕнче гармонист-аккомпаниатор пулнă вăл.

Илемлĕ мăшăр çамрăк чухнех Шуршăлти пултарулăх çуртне çÿренĕ: пĕри юрланă, тепри купăс каланă. Мĕн ватăличченех çынсене юрă-ташăпа савăнтарса пурăнчĕç Никитинсем. Ялти “Хĕвел” ача садне те “Кукаçипе куками” йышши уявсене мĕн чухлĕ хутшăнман-ши? Эпĕ ун чухне музыка ертÿçинче ĕçлеттĕм. Хисеплĕ ватăсене йĕркеллĕ тав тума та пĕлмен пуль.

Никитинсен хĕрĕсем те маттур çитĕнчĕç. Ангелина ашшĕ пекех купăс калать. Мăшăрĕпе Анатолипе Шуршăл халăх хорне нумай çул çÿрерĕç. Вĕсен хĕрĕ Алена та искусство çулĕпех кайрĕ. Шупашкарти культура институтĕнче вĕренчĕ.

Алевтина Ивановнăпа Анатолий Никитичăн иккĕмĕш хĕрĕ Альбина та, хитре саслăскер, халăх хорĕнче нумай юрларĕ. Пултаруллă та хастар вĕрентекен вăл. Хĕрĕ Мальвина Шуршăлти “Звездный” халăх ташă ушкăнне паян та çÿрет.

Эльвира Анатольевна çинчен Чăваш Республикипех ырă ят сарăлчĕ. Вăл — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Кайри Шĕнерпуç клубĕнче пултарулăх ертÿçинче 30 çул ытла тăрăшать. Вăл йĕркелесе пыракан “Илем” ушкăн — пирĕн районăн ырă чапĕ.

Алена ăсталăхĕпе пуринчен те ирттерчĕ тесен те юрать. Шкулта вĕреннĕ чухнех вăл баян патне туртăннă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ унăн ăсталăхне аталантарнă. Каярахпа Шуршăл клубĕнче районти музыка шкулĕн филиалĕ уçăлсан Алена унта çÿрерĕ. Халĕ вăл — ăста балетмейстер. Мăшăрĕ Михаил Терехов та маттур хореограф. Иккĕшĕ Шуршăлти культура çуртĕнче 25 çул ытла вăй хураççĕ. Хăйсем йĕркеленĕ, тахçанах халăх ташă ушкăнĕ ята тивĕçнĕ “Звездный” тата “Солнышко” ушкăнсене ертсе пыраççĕ. Елена Анатольевнăпа Михаил Юрьевичăн виçĕ ача. Пурте çав тери маттур ташлаççĕ. Шуршăл халăх “Звездный” ташă ушкăнĕ ял халăхне çеç мар, пĕтĕм район, республика çыннисене савăнтарать. Вĕсен ячĕ Мускав, Тутар, Çармăс, Крым тăрăхĕсем таранах çитрĕ. Эпир вĕсемпе çав тери мухтанатпăр.

Тавах Алевтинăпа Анатолий Никитинсене çакăн пек тĕлĕнмелле талантлă хĕрĕсемшĕн, мăнукĕсемшĕн. Ман шухăшпа, кунта амăшĕн тÿпи пысăк вырăнта. Алевтина Ивановна музыка ятарлă пĕлĕвĕ илмен пулсан та ачисем искусство чунĕллĕ пулнине туйнă, çак çулпа утма пур енчен те пулăшнă, вĕсен ĕмĕчĕсем пурнăçланччăр тесе чун-чĕререн тăрăшнă. Алевтина Ивановна çав тери ырă кăмăллă хĕрарăмччĕ. Хĕрĕсем те ăна пăхрĕç. Кашниех амăшĕн çутă сăнарне асра тытса пурăнать.

Алевтина ПЕТРОВА.

Сĕнтĕрвăрри районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.