Ăс-хакăл, калем, сасă...
«Хĕрарăм ĕçĕ мар ку. — Мĕнле ĕç? — Хăть те хăшĕ те», — шÿтлеççĕ тĕнче тетĕлĕнче. Çук вара. Хĕрарăм тума пĕлмен ĕç çук-тăр паян. Этемлĕхĕн черчен пайĕ хăть те хăш сферăра та хăйне хăтлă туять. Çав шутра — журналистикăра та. Пичет кунĕ çывхарнă май республикăри МИХ ĕçченĕсене чăрмантартăмăр. «Журналистика юлашки вăхăтра хĕрарăм профессине çаврăнса каймарĕ-ши?» — ыйтрăмăр вĕсенчен. Çула май ĕçри пăтăрмахлă самантсем пирки аса илме те сĕнтĕмĕр.
Роза ДЕМЕНЦОВА, Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ:
— «Журналистика хĕрарăм профессине çаврăнчĕ» тенинче чăнлăх та пур пулĕ. Çакă тÿрремĕнех укçа-тенкĕпе çыхăннă. Шалу пĕчĕкки арçынсене унран пистерет. Çемье пуçĕн кил-йышне тăрантармалла-çке. Апла пулин те хăйсен юратнă ĕçне чунран парăннă арçынсем те пур. Вĕсене эпир хаклатпăр. Пирĕн патра та пур кунашкаллисем. Радиоитлекенсем те вĕсен сассисене паллаççĕ, уйăраççĕ, юратаççĕ.
Хĕрарăм журналист пулни вăл çак ĕçре кăна тĕпленсе ларнине те пĕлтермест. Эпир хамăр пултарулăха тĕрлĕ енлĕ аталантаратпăр. Акă ĕçтешсемех юрлаççĕ те, ташлаççĕ те, уявсем те йĕркелеççĕ — çавна май хушма тупăш илмелли мелсем шыраççĕ.
Ĕç йĕркине хакласан, радиора, телекуравра тата хаçат-журналта хăйĕн уйрăмлăхĕсем пур. Пичет кăларăмĕсемпе те çыхăну тытнă, анчах радио маншăн халĕ чи юратнă МИХ пулса тăчĕ. Паллах, журналистăн тĕп инструменчĕ — ăс-хакăл, çавăн пекех калем, сасă. Шăпах тÿрĕ эфирта пĕррехинче сасă пĕтсе ларчĕ. Шăннăччĕ, малтанах хăйăлтатса калаçрăм-ха, анчах пĕр самантран вăл пачах çухалчĕ. Алăпа сасă режиссерне паллă кăтартрăм. Юрать-ха вăл мана ăнланчĕ те пĕлтерÿ тăхтавĕ турĕ, юрă ячĕ. Çав самантра чупса кайса вĕри шыв илсе килтĕм, ăна вĕре-вĕре ĕçрĕм те сасă таврăнчĕ.
Арсений ТАРАСОВ, тележурналист, драматург:
— Питĕ тавлаштаракан ыйту ку. Эпĕ унчченех, телекуравра ĕçленĕ чухнех, чăн-чăн журналист арçын кирлĕ теттĕм. Тепĕр енчен, чăн-чăн профессионал пулсан вăл хĕрарăм е арçын иккенни мĕне пĕлтерет?
Чăваш литературипе журналистикинче юлашки вăхăтра хĕрарăмсем хастартарах пулни куç кĕретех. Паллах, укçа-тенкĕпе те çыхăннă çакă. Çавăнпах професси престижĕ те чакса пырать. Апла пулин те хĕрарăм — пурнăçа тăсакан — ăс-хакăл хавшанине туять те — журналистикăна та кĕрет. Чăваш хĕрарăмĕ, ытти халăх пекех, арçынсенчен те ирттерет. Хастар хĕрарăмсем халĕ — пур çĕрте те, çавăнпах арçын е хĕрарăм ĕçне уйăрни те вырăнсăр.
Ĕçри пăтăрмахсене аса илес тĕк, пĕрре Йĕпреç районне сюжет ÿкерме камерăсăр тухса кайнăччĕ. Хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник Николай Федоров патне хăнана çитмеллеччĕ. Ун чухне Чăваш Ен президенчĕ те шăпах Федоровчĕ. Пысăк ушкăнпах кайнăччĕ-ха. Вырăна çитрĕмĕр те — Сергей Мышев çăмăл йышши камера илни палăрчĕ. Эпĕ вара çырмалли кассетăсене урăх йышши аппарат валли чикнĕ. Мĕн тăвас? Николай Васильевича: «Сирĕн кунта ÿкермелли нумай. Ĕçе еплерех йĕркелессе тĕплĕ шухăшламалла. Халĕ паллашăпăр та план туса икĕ эрнерен тепре килĕпĕр», — терĕмĕр. Анчах ĕçсем нумайран палăртнă вăхăтран çитме тÿр килмерĕ. Çавăнпах пуçлăх ячĕпе унран çăхав та килнĕччĕ. «Тарасов шантарчĕ те — килмерĕ. Ăна куншăн явап тыттарăр», — тенĕччĕ унта. Юлашкинчен сюжет пурпĕр питĕ ăнăçлă пулса тухнăччĕ.
Эльвира ТИМОФЕЕВА, Чăваш Ен радио пуçлăхĕ:
— Жуналист ĕçĕ хĕрарăм профессине çаврăнса пыни куçкĕрет. Сăлтавĕ паллă: ĕç укçи пысăках мар. Пирĕн йышра та 10 çынран 7-ĕшĕ, урăхла каласан 70 проценчĕ — хĕрарăм. Унсăр пуçне чăвашла таса калаçакан арçын тупма çăмăлах мар. Малашне лару-тăру лайăхланасса шанатпăр. Радиора, хăвăрах пĕлетĕр, хĕрарăм сасси те, арçын сасси те кирлĕ.
Пăтăрмахсем-и? Пулкалать кун пекки. Çанталăкпа паллаштарнă чухне, тĕслĕхрен, диктор çумăр çăвасси пирки каламан. Çав кун пĕр тăрăхра витререн тăкнă пекех çумăр çуса иртнĕ. Çав ял çынни дикторпа тĕл пулсан çанталăка тĕрĕс мар каланине палăртмасăр чăтайман. «Сирĕн патра çумасть тесе пĕлтермен вĕт-ха», — тÿрре тухма тăрăшнă ĕçтешĕм.
Пĕрре пресс-конференцие кайсан пăтăрмах сиксе тухрĕ. Халĕ цифра диктофонĕпе ĕçлетпĕр, ун чухне дискпа, кассетăпа усă кураттăмăр. Вырăна çитсен тин диск çуккине асăрхарăм. Мĕн тумалла? Чăвашрадио ятне ярас мар тесе шăв-шав кăлармарăм. Пушă диктофона пурпĕр хута ятăм, хам вара тимлĕ итлеме пуçларăм. Тепĕр чухне тата батарейка пĕтни те пăтăрмах çуратма пултарать.
Валерий МУРАВЬЕВ, таврапĕлÿçĕ, çыравçă:
— Манăн шухăшпа, журналист хĕрарăм профессийĕ пулмалла та. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен вăл вăй хурса ĕçлемеллискер мар. Хăрушлăхĕ кашни утăмрах пулин те. Хĕрарăм ăс-тăнĕ арçынăннинчен çивĕчрех. Вăл интервью илнĕ чухне те следовательтен те кăткăсрах ыйтусем пама пултарать. Статьяна пичете хатĕрлес енĕпе те хĕрарăм арçынран вăр-вартарах.
Журналист ĕçĕнче пăтăрмахсăр пулмасть пуль. Эпир район хаçачĕн тĕп редакторĕпе /вăл УАЗик рулĕ умĕнче/ «Выльский» совхозри Акатуя репортаж хатĕрлеме каятпăр. Тури Ачакран тухнăччĕ кăна, велосипедпа пыракан хĕрарăм пире курса пăрăнчĕ те урапи айне вĕтĕ чул лекнĕрен хытах ывăтăнса кайрĕ. Малта ларса пыракан хĕрача та симĕс курăк çине ÿкрĕ. Вячеслав Наумович машинăна хăвăрт чарчĕ. Эпир çул айккинче велосипед айĕнче выртакан хĕрарăм патне чупрăмăр. Чĕрĕ. Сывлать. Пичĕ вара хĕп-хĕрлĕ юн.
Эпĕ йĕрекен хĕрачана йăпаткаласа алла илтĕм. «Алли пипи», — тет ача пуç пÿрнине выляткаласа. Пичĕ-куçĕ аманни курăнмарĕ. «Ача тÿшек çине ÿкет» тесе ахальтен каламаççĕ иккен. Ахлатакан аманнă хĕрарăма велосипед айĕнчен кăларса автомашинăн малти ларкăчĕ çине йăтса лартрăмăр. Велосипедăн икĕ урапине те рамăран уйăрса багажнике чикрĕмĕр. Унтан каялла çавăнса Хучашри больницăна çул тытрăмăр... Çураки паттăрĕсене чысласа пĕтерсен тин çитрĕмĕр Мăн Явăшри Акатуя. Статьяна уяв программи тăрăх çырма тиврĕ.
Комментировать