Кăмăлăма ярам-и ирĕке?
Çĕнĕ çула ырă хыпартан пуçламашкăн мĕн тери лайăх! Ырă хыпарĕ вара санпа çыхăннă, хаклă вулаканăм. Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ теççĕ те, пирĕншĕн пĕтĕмлетӳ вăхăчĕ çулталăкра иккĕ те пулать — çурхи тата тата кĕрхи çырăнтару тапхăрĕ. Эпир сирĕнпе тăрăшса ĕçлени харама каймарĕ — тиража сыхласа хăвартăмăр. Çакă чи пахи. Апла пулсан, журналистсем ахальтен мар çĕрне-кунне пĕлмесĕр калемĕсене хăйранă, кану çинчен манса командировкăсене çӳренĕ, вулакан кăмăлне тупас тесе пĕр шӳтлĕ, пĕр критикăллă материал çырнă. Эсир пирĕн хаçата çырăнса “Чăваш хĕрарăмне” чăнласах кăмăлланине палăртса питĕ савăнтартăр. Республика тулашĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те кăмăла çĕклерĕç. Раççей тĕрлĕ регионĕнче пирĕн тираж сыхланса юлнă кăна мар, ӳснĕ те — пурĕ 517 экземпляр. Кăмăлăма ирĕке ярса тусăмăрсене пайăррăнах асăнса тухам-ха.
Малтанах Тутарстанра ытти халăхпа туслă пурăнакан чăвашсене палăртас килет — эсир центрти, вырăнти кăларăмсемпе пĕрлех “Чăваш хĕрарăмне” те кăмăлласа вулани палăрать: кунта пирĕн хаçат 274 çемьене пырса тăрĕ кăçал. Пушкăрт тăрăхĕнче тĕпленнĕ йăхташăмăрсем 99-ăн пирĕн кăларăма килĕштернине çирĕплетнĕ. Ульяновск облаçĕнчи тусăмăрсен йышĕ — 51. Самар тăрăхĕнче кăçал 29 тус тупнă “Чăваш хĕрарăмĕ”.
Кăларăмăн географийĕ питĕ анлă. Çĕршывĕпех саланнă тăванăмăрсем чăвашлăха упраса хăварма тăрăшни питех те пархатарлă. ЭПИР МАР ТĂК, ТАТА КАМ СЫХЛАСА ХĂВАРĔ-ХА ЧĂВАШ ЯТНЕ ÇАК ТĔНЧЕРЕ? Волгоград облаçĕнче кун кунлакан 9 чăваш пирĕн кăларăмпа çыхăну тытать, Тюменьсем те вĕсенчен юлман — 9, Кемĕрте — 7, Красноярскра — 5, Сарă ту, Тверь тăрăхĕсенче — 4-шар, Владимир, Иркутск, Чулхула, Эрĕнпур, Тамбов облаçĕсенче — 2-шер, Мускав, Санкт-Петербург, Орел, Пенза, Ростов, Иваново, Краснодар, Омск, Томск, Челябинск облаçĕсенче — 1-ер. Наци республикисенче тымар янă йăхташăмăрсем те пирĕнпе çыхăнăва татмаççĕ. Дагестан Республикинчи Махачкалара пурăнакансем 2-ĕн çырăнса илеççĕ “Чăваш хĕрарăмне”, кӳршĕллĕ Мари Элти Звенигово хулинче, Чечня Республикинчи Знаменскинче — 1-ер экземпляр.
Тăван республикăран аякра тымар янă йăхташăмăрсен пурнăçĕ çинчен пĕлес килнипе кашнинчех ыйтатăп — тархасшăн, хаçата çырăнса илнипе кăна ан çырлахăр, хăвăр çинчен те çырса пĕлтерсемĕрччĕ. Сирĕнтен хыпар çитессе куç пек кĕтетпĕр! Калăпăр, Сахалин облаçĕнчи Курильск хулинче тус хушăнчĕ. Кам эсир, çывăх çыннăмăр? Мĕнле пурăнатăр пирĕнтен пин-пин çухрăм аякра? Çыру çырсамăр “Чăваш хĕрарăмĕ” патне! Ыттисенчен те кĕтетпĕр. Сирĕн валли-çке тухса тăрать ятарлă страница — “Аякри тăван”.
Инçетре пурăнакан тус пирки малтан каланăшăн çывăхрисем ан кӳренччĕр. Сирĕнпе тăтăшах курнăçатпăр, ял-ялне командировкăна çитме тăрăшатпăр. Хăш-пĕр вырăнта уйрăмах хастарлăхпа палăраççĕ тăванăмăрсем, “ЧХ” корреспонденчĕсем Марина Тумаланова тата Татьяна Наумова çула тухсан хаваспах пирĕн кăларăма çырăнаççĕ. Яланхи пекех Елчĕк почтамчĕ малта пырать — “Чăваш хĕрарăмĕ” ку тăрăхра 899 экземпляр сарăлать, Муркашсем вĕсен ури кĕлли çинех пусса пыраççĕ — 866 экземпляр. Канаш тăрăхĕнче кăçал пирĕн хаçатпа 758-ăн туслашнă, Çĕрпӳ тăрăхĕнче — 691, Вăрнар тăрăхĕнче — 497, Шупашкар тăрăхĕнче — 385, Çĕмĕрле тăрăхĕнче — 362, Вăрмар тăрăхĕнче — 333, Улатăр тăрăхĕ, унта чăваш ялĕсене шутласа тухмашкăн пĕр алăри пӳрнесем те çителĕклĕ пулин те, яланхиллех хастарлăхпа палăрать — 53.
Унсăр пуçне хĕрарăмсем ертсе пыракан учрежденисемпе организацисем те пирĕн кăларăмпа çыхăну йĕркелерĕç. Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен союзĕн /ертӳçи Ольга Зайцева/ Çĕрпӳ, Çĕмĕрле, Элĕк районĕсенчи уйрăмĕсем /ертӳçисем Наталья Ильина, Людмила Саерова, Василиса Архипова/ уйрăмах хастар пулчĕç.
Тав сире, хаклă тусăмăрсем! Эсир пуртан эпир хаваслă, сирĕнпе кăна илемлĕ те пуян тĕнче! Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă йышăмăра, кунран-кун, çултан-çул туптаннă туслăхăмăра малашне те упраса хăварасчĕ. Хăвăр суйласа илнĕ, апла пулсан — килĕштернĕ, кăларăма пĕрле кун çути кăтартар. Сирĕнтен çырусем, сĕнӳ-канаш кĕтетпĕр. Хамăр та вырăна тухсах çӳрĕпĕр. Чĕнĕр кăна, редакци тимĕр урхамахĕ çула тухма хыпаланса çĕр кукалесе тĕпĕртетсе кăна тăрать. Çĕнĕ çулпа, Сурхурипе, çитес Кăшарнипе саламлатпăр сире! Яланах çапла пĕрле пулар.
Комментировать